Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫнине (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уява та, ҫӗнӗ хваттере пурӑнма куҫнине те хӑнасене чӗнсех паллӑ тӑвас терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Арифметикӑна пӗлни те кирлӗ: арҫынсем тата хӗрарӑмсем миҫе ҫулта пенси ҫине куҫнине шута илсен, старикӗ ҫитмӗлре, карчӑкӗ утмӑл пиллӗкрине тавҫӑрса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Каярахпа эпӗ вӑл физкультура институтӗнчен вӗренсе тухнине, Шупашкарти пӗр вӑтам шкулта физкультура вӗрентнине, вӑрҫӑ пуҫлансанах госпитале куҫнине, вӑрҫӑ пуҫланас умӗн кӑна ҫӑмӑл атлетикӑпа республика чемпионки ятне илнине пӗлтӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хусанкай сӑввине вулакан ҫын, чӑваш философине тӗпчесе вӗренекен ҫын пулас пулсан, мӗн тери савӑннӑ пулӗччӗ, савӑннипе: — Эврика! Шыранине тупрӑм, тупрӑм! Хисеплӗх пахалӑха куҫнине кӑтартакан тӗслӗх… — тесе кӑшкӑрса янӑ пулӗччӗ (чӑвашла кирлӗ таран ӑнланайман вырӑссене мар, философие университетра вӗреннӗ чӑвашсене «хисеплӗх пахалӑха куҫни» мӗне пӗлтернине вырӑсла куҫарса парӑпӑр: вӑл «переход количества в качество» тенине пӗлтерет!

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Лешӗ, хӑш-хӑш вырӑнта тӑрса, ҫӗклекен кранӑн стрели куҫнине сӑнаса, ӳкесрен хӑраса, аллине карлӑкран вӗҫертмесӗр васкамасӑр утать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӗсем кунта паха та кирлӗ ӗҫ тунӑ: ҫанталӑка сӑнанӑ, пӑрсем куҫнине, пӑрсем айӗнче тинӗс шывӗ юхнине тӗпчесе пӗлнӗ, тата тинӗс шывӗнче пурӑнакан чӗрчунсен пурӑнӑҫне сӑнанӑ.

Они выполняли здесь большую и важную работу: наблюдали погоду, изучали движение льдов, течение морской воды подо льдами, вели наблюдения и над жизнью ее обитателей.

Ҫурҫӗр полюсӗ патне // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл епле ҫавӑрӑннине, ҫӗр чӑмӑрӗ ҫавӑрӑннӑ чухне ун ҫинчи тӗрлӗ вырӑнсем епле куҫнине тӗплӗрех пӑхса тухӑр.

Посмотрим подробнее, как происходит это вращение, как движутся при вращении земного шара разные места па пем.

Полюссемпе экватор // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Чӑваш Республикин бюджетӗнчен юлашки вҫӗ ҫул хушшинче ялсемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ объектсен проекчӗсене тума самай укҫа-тенкӗ куҫнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

Испуханов мӗншӗн каллех ялти клуба ӗҫлеме куҫнине юлташӗсем те, килтисем те пӗлеймерӗҫ, вӗсене вӑл Хура Качакара мӗн пулса иртни ҫинчен тӗрӗссине каласа кӑтартма хӑюлӑх ҫитереймерӗ — вӑтанчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вӑл епле малалла куҫнине пӑхса, ку ҫын тӑнсӑр тесе шутламалла.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Виҫӗ гектар ҫинчи кӑшман, юр айне тӑрса юлнӑскер, халь мӗнле япалана куҫнине каласа параймӑн-ши?! — хыттӑн ыйтать вӑл председательтен.

Куҫарса пулӑш

Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.

Ҫаран ҫинчи тытӑҫу хыҫҫӑн ваттисем хӑйсем уйӑрнӑ элчӗсене ҫапла тума хушрӗҫ: Кӑрмӑша кайӑр та ял ҫӗрӗ кам аллине куҫнине пӗлӗр.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫийӗнчех тӑрӑшманни кайран кӑткӑс проблемӑна куҫнине вуншар тӗслӗхпе ҫирӗплетме пулать.

Куҫарса пулӑш

Кая хӑварма юрамасть // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11568-ka ... a-yuramast

Хӑйсен ҫӗрӗ ҫинчи хула православи патши аллине куҫнине курса ту енчи ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри патшапа ҫар пуҫӗсем патне пыраҫҫӗ, тархасласа пуҫ ҫапаҫҫӗ: патша вӗсене хӗрхентӗр, ҫилленме пӑрахтӑр, Сӗве хули патне пуҫтарӑнма хуштӑр, хирӗҫ тухса ҫапӑҫма чартӑр.

Куҫарса пулӑш

Сӗве Атӑла Юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнеке // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗне хваттере куҫнине пӗлмен вара.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Калаҫу политика еннелле куҫнине туйса, Эльгеев кӗтмен хӑнасенчен шиклене пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пулӑшнӑшӑн пӗлӗшӗме хӑналасан карап ҫине кайрӑм, унтан вара Гез кунта, хӑна ҫуртне, пурӑнма куҫнине пӗлсен, — ара, чаплӑн сӑйланас терӗ ахӑр, — ун патне…

Угостив человека за услугу, я отправился на корабль и, как Гез уже переселился сюда, в гостиницу, намереваясь широко пожить, — пошел к нему.

XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

«Чӑмав» маневр турӗ, пурте парӑссем патӗнче ӗҫлеҫҫӗ, пӑрахут малалла куҫнине Дэзипе иксӗмӗр сӑнаса тӑратпӑр.

«Нырок» сделал маневр, отчего при парусах заняты были все, а я и Дэзи стояли, наблюдая удаление парохода.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Сунарҫӑ негра авӑрланӑ пистолетсем тыттарчӗ, сулахай алӑпа та, сылтӑммипе те пӗр харӑс мӗнле пемеллине вӗрентрӗ; Гент халӗ тӗл персе лектересси пирки мар, еплерех кӗрӗслеттересси пирки уйланать; хӑй вара пӑшалне хурса икӗ аллине те револьвер тытрӗ, ҫав хушӑрах тӑшман ҫыран хӗрринче куҫнине сӑнать.

Охотник вручил негру заряженные пистолеты и научил, как стрелять левой и правой рукой одновременно; он заботился теперь не о верности прицела, а о внушительности залпа; сам же, положив ружье, взял каждой рукой по револьверу, продолжая следить за береговым движением неприятеля.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Негр апат юлашкине пуҫтарчӗ те сӑран санталийӗпе кӑшӑртаттарса кайрӗ; ӳт тӗсне пула вӑл ҫутӑ чиккинчен самантрах ҫухалчӗ, ирӗлчӗ тейӗн, унӑн аллинчи шурӑ тирӗк-чашӑк йывӑрӑшне ҫухатса темиҫе ҫеккунт хушши сывлӑшра хӑй тӗллӗн куҫнине сӑнама май килчӗ.

Негр собрал остатки ужина и ушел, шаркая кожаными сандалиями; благодаря цвету кожи, он исчез за чертой света мгновенно, точно растаял, и только секунду-другую можно было наблюдать, как белая посуда в его руках, потеряв вес, самостоятельно чертит воздух.

III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех