Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫиччен (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Португали сборнӑйӗн вылявҫи Криштиана Роналду Мадейрӑра ҫуралнӑ, «Спортинг»-а куҫиччен вӑл «Насьонал»-та вылянӑ.

Игрок сборной Португалии Криштиану Роналду родился на Мадейре и играл в «Насьонале» до перехода в «Спортинг».

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Пӗтӗмпех тепӗр чӗлхе ҫине куҫиччен халӑх чылай вӑхӑт хушши икӗ чӗлхепе калаҫать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫак вӑхӑтра хайхи хӗр Алюнов патька-патша енне куҫиччен драгун пулнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла эпир утрав пуҫӗпех Михха аллине куҫиччен судлашӑпӑр…

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вут ҫутисене те пысӑк пушара куҫиччен сӳнтермелле.

Только надо потушить эти зловещие костры, пока они не слились в один сплошной пожар.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тантӑшсем, пиллӗкмӗш класа куҫиччен, Кӑшнаруйӗнче, Шӑхаль салинче тата Анат Сурӑм ялӗнче вӗреннӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Педагог ветерансем патӗнче хӑнара // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0% ... %80%d0%b0/

Чахотка куҫиччен ӗҫмелле теҫҫӗ ӑна профессорсем.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Наровчата куҫиччен Слюсарев пӗр вӑхӑт Шупашкарта воински начальник пулса ӗҫленӗ иккен, вӑл Эльгеев ҫӑмарта хуҫи ҫинчен те илтнӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Иккӗмӗшӗ, сирӗн института куҫиччен эпӗ ҫулталӑк Маринкӑпа пӗр парта хушшинче ларнӑ — ку та мӗне те пулин пӗлтеретех.

Во-вторых, пока я не перешла в ваш институт, мы с Маринкой сидели год за одной, можно сказать, партой — это тоже кое-что значит.

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Вӗсем шкулта тӑххӑрмӗш класа куҫиччен пӗрле вӗреннӗ.

Они учились вместе до девятого класса.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

— Пӗрремӗшӗ — эсир карап ҫине куҫиччен хӑвӑр капитан пулнине манмалла, эпӗ хушнисене пурне те ним сӑмахсӑр пурнӑҫа кӗртсе пымалла.

Во-первых, пока вы не перейдете к себе на корабль, вы забудете, что вы капитан, и станете беспрекословно подчиняться каждому моему приказанию.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Цифра телекуравӗ ҫине пӗтӗмпех куҫиччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ.

До полного переключения на цифровое телевидение остались считанные дни.

Цифрӑллӑ телекурав ҫине куҫатпӑр // Н. КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2019/04/09/%d1%86%d0%b ... bfa%d1%80/

— Паллах, анчах аслӑ классене куҫиччен Андриян Николаев космонавт ҫулӗпе каяс кӑмӑл канӑҫ памастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех