Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫасси (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Майӗпен пурнӑҫа кӗрсе пырӗ ҫӗнӗ вӗренӳ стандарчӗ ҫине куҫасси, вӑл 2027-2028 вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн анчах вӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулсан, укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ куҫасси паллӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

2024 ҫулта Андриян Николаев космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тӑвӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/06/2024 ... uralnaranp

Тара илсе тӑнӑ хваттертен харпӑр хӑйсен кӗтесне пурӑнма куҫасси – пысӑк телей.

Куҫарса пулӑш

89 тӑлӑха хваттерпе тивӗҫтерчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61148

Тӑван чӗлхене пӑрахса тепӗр чӗлхе ҫине куҫасси кӗске вӑхӑтра пулса иртме пултараймасть, вӑл вӑрах тӑсӑлакан процесс.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ӗҫе улӑштарасси, профессие улшӑну кӗртесси, тепӗр вӗренӳ учрежденине куҫасси пирки шутланӑ тӑк халӗ ҫакна тумалли ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Стрельцы, если вы задумывались о смене работы, изменениях профессиональной ориентации, переводе в иные учебные заведения — сейчас подходящее для этого время.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫар авиацинчен граждан авиацине куҫасси вӑл, ачам, летчикшӗн ытла хаваслӑ япалах мар, уйрӑмах ман пек ҫамрӑк романтикшӑн…

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Чалӑма куҫасси пирки хан ҫармӑс мӑрсисемпе уйрӑммӑн канашласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

…Вӑл урӑх ҫӗре куҫасси пирки тапратсан халиччен пурӑннӑ пӳрт хуҫисем хӑратмах тытӑнчӗҫ Янтула.

Когда Яндул завел речь о переезде на другую квартиру, хозяева принялись его всячески стращать.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Пирӗн ӗмӗрте пулмасть пулӗ-ха вӑл, Ту енчи ҫӗр-шыв вырӑссен аллине куҫасси, — шахвӑртрӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тин кӑна урӑх вырӑна куҫасси пирки ӗмӗтленнӗччӗ-и?

Вы давно мечтали о переезде?

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унӑн юрлӑ суйлавӗ — «Ешӗл флейта», анчах унта пурӑнас килмест; паллакансен килне пурӑнма куҫасси, вӗсем чи кӑсӑклисемпе кӑмӑллисем пулсан та, — унӑн кӑмӑлне хирӗҫлет.

Скудный выбор ее упирался в «Зеленую флейту», но там жить она не хотела; поселиться же у знакомых, хотя бы самых интересных и милых, было не в ее характере.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Тӗрӗссипе, ҫав тери хӑрушӑ хутлӑх — Магалазари патне ҫитмелли ҫул; пысӑк ҫак юхан шыв тӑрӑх сулӑпа е кимӗпе — ку пур пӗрех — куҫасси вара кӑткӑс тӗллев марах.

Собственно, очень опасен был лишь переход до Магалазари; двигаться же по этой большой реке на плоту или пироге — безразлично — являлось задачей несложной.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ывӑлӗ арӑмӗпе общежитине пурӑнма куҫасси пӑшӑрхантармаллипех пӑшӑрхантарчӗ Марья инкене.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ҫакӑ ӗнтӗ Наполеона каярахпа, Мускавра, политика ӗҫӗнче те оборонӑна куҫасси патне илсе пынӑ.

И это привело Наполеона впоследствии, в Москве, к обороне в политике.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Анчах Ленька бригадӑри разведкӑна куҫасси ӑнсӑртран чарӑнса тӑчӗ.

Но переход Леньки в бригадную разведку неожиданно задержался.

XXIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫав лашасем хресченсен аллине куҫасси пирки ӗҫ ҫапла тӑрать: вӑл вӗсене хӑй ирӗкӗпе парать-и е унпа кӑштах аппаланмалла пулать-и, кӑна хресченсен союзӗн членӗсем татса параҫҫӗ.

Что касается того, как эти лошади перейдут к крестьянам: добровольно или еще с Ли Чжэнь-цзяном повозиться придется, это решат все члены крестьянского союза.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫула тухас умӗн эпӗ приказ патӑм: «Пӗтӗм личнӑй состав ҫакна пӗлсе тӑтӑр: хамӑр умра тӑракан боевой задачӑна пурӑнӑҫлассишӗн алла хӗҫ-пӑшал тытса ҫапӑҫма пултаракан пӗр ҫын тӑрса юлмичченех ҫапӑҫни кирлӗ. Пӗтӗм шухӑшпа ӗмӗт те малалла куҫасси кӑна пулмалла».

Перед выступлением я отдал приказ: «Всему личному составу усвоить, что поставленную» боевую задачу надо выполнять до тех пор, пока в подразделениях есть хотя бы один человек, способный драться» Все стремления всех должны быть только вперёд».

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӑл Хӗрлӗ Ҫарӑн малалла тапӑнма епле майсем пурри ҫинчен, пролетари дивизийӗсем Сербине куҫасси ҫинчен хӑй шухӑшне пӗлтерчӗ.

И он начал излагать свои соображения о результатах будущего наступления Красной Армии и о переходе пролетарских дивизий в Сербию.

38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ту породисем хуҫланчӑклӑ пулни вӗсене геосинклинальсенче пӗрнинчен килнӗ, пӗрӗнчӗклӗ хулӑн сийсем геосинклинальсенчен ҫӳлелле ҫӗкленсе хӑпарасси тата вӗсем ту хырҫисене куҫасси пӗрӗннӗ хыҫҫӑн пулакан сарӑлуран килет.

Складчатость горных пород вызвана сжатием их в геосинклиналях, а поднятие складчатых толщ из геосинклиналей и превращение их в горные цепи происходит при расширении, сменившем сжатие.

5. Тусене мӗнле вӑйсем тунӑ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Сен-Жером та пирӗн пата килчӗ, вӑл хӑйӗн ӗҫне туса ҫитерни, ӑна лайӑх тунӑ-и вӑл, начар-и, хӑй мӗн тума пултарнине йӑлтах туни, ыран хӑйӗн графӗ патне куҫасси ҫинчен питӗ хӑпартланса каларӗ.

St.-Jérôme, который тоже пришел к нам, сказал очень напыщенно, что его обязанность кончена, что он не знает, хорошо ли, дурно ли она исполнена, но что он сделал все, что мог, и что завтра он переезжает к своему графу.

XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех