Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫакан (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Приватизацилемеллисен шутӗнче 3 ҫӗр лаптӑкӗ, куҫми 21 тата куҫакан 4 объект пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Парӑмсем чӑрмав кӳреҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/paramsem-charmav-kyrecce

Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсем ламран лама куҫакан пурнӑҫ йӗркисене, мӑн асаттесен халалӗсене ҫирӗп тытса пынине, пулӑмсемпе фактсене асра упранине, вӗсене сиксе тухакан йывӑрлӑхсемпе тивӗҫлӗн шайлаштарнине пӗрре мар кӑтартса панӑ.

Народы, проживающие в России, неоднократно доказывали приверженность сложившимся устоям, заветам предков, способность помнить события и факты и адекватно соотносить их с возникающими вызовами.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Бюджетран куҫакан укҫа-тенкӗпе яланах тӗрӗс тата пӗлсе усӑ курмалла, сӑлтавсӑр тӑкакланма никамӑн та ирӗк пулмалла мар тенӗ ертӳҫӗсем.

Куҫарса пулӑш

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh

Светлана Аристова сӑмаха малалла тӑснӑ май, бюджетран куҫакан укҫа-тенкӗпе туллин тата пӗлсе тӗрӗс усӑ курман тӗслӗхсем те хальлӗхе пуррине асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ патшалӑх енчен куҫакан мӗнпур пулӑшу вӑхӑтра республикӑна куҫса пынине хыпарланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ял хуҫалӑх техники ҫӗнелсе пырать – кӑтарту виҫӗ хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/08/chva ... ratj-ktart

Михаил Ноздряков федераци енчен куҫакан укҫа-тенкӗпе туллин тата вӑхӑтра усӑ курса пымаллине палӑртса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей экономикин хӑш-пӗр кӑтартӑвӗсенчен Чӑваш Ен чылай аванрах ӗҫлесе пырать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/22/racc ... n-chvash-e

«Ҫӗвӗ ӗҫӗ — пирӗн йӑхра ӑруран-ӑрӑва куҫакан ӑсталӑх», — тет дизайнерӑн амӑшӗ», — хыпарлать «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпани.

«Швейное дело — искусство, которое передается из поколения в поколение в нашем роду», — рассказывает мать дизайнера», — сообщает государственная телерадиокомпания «Чувашия».

«Хитре» бренд куравӗ уҫӑлнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35772.html

Паян Чӑваш Енре юхан шыв тӑрӑх куҫакан груз юхӑмне тата тинӗс туризмне йӗркелесе тӑмалли тухӑҫлӑ тытӑм туса хума мӗнпур майсем пур.

Сегодня в Чувашии созданы все условия для организации эффективной системы регулирования грузопотоков и развития круизного туризма.

Олег Николаев Тинӗс тата юхан шыв флочӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/02/ole ... ikov-morsk

Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫамрӑксене кӑсӑклантаракан ыйтусем ҫине хурав панӑ, патшалӑх енчен куҫакан тӗрлӗ пулӑшусем пирки хыпарланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ялти кадрсем» проекта пурнӑҫа кӗртессипе пилотлӑ регионсен йышне Чӑваш Ен кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/29/yala ... ipe-pilotl

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе уҫӑ тӗлпулу ирттернӗ май, регионти предпринимательлӗх пайӗнче тӑрӑшакансем тӗрлӗ плансене кӑна мар, пуласлӑхри аталану ҫул-йӗрӗсене те тарӑн тишкернӗ, ҫӗнӗ проектсем пирки калаҫнӑ, вӗсене пурнӑҫа кӗртсе пыма патшалӑх енчен куҫакан пулӑшусемпе паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Предпринимательлӗх центрӗ Чӑваш Ен пулма пултарӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/26/pred ... lma-pultar

Патшалӑх енчен куҫакан тӗревсем ҫинчен канашланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Марий Элпе калаҫса килӗшнисене пурнӑҫа кӗртетпӗр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/mari ... rtetpr-ten

Условисем лайӑх пулсан, патшалӑх енчен куҫакан тӗревсемпе вӑхӑтра тивӗҫтерсен, ҫамрӑк яш-кӗрӗм шкулсене савӑнсах ӗҫлеме килӗ», – тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Республикинче Педагогпа наставник ҫулталӑкне старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/31/oleg ... gogpa-nast

Иртнӗ ҫултан куҫакан сакӑр проекта шута илсен пӗтӗмпе 2023-мӗшӗнче 17 проект пурнӑҫа кӗмелле.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Ула Тимӗр сиссе те юлаймарӗ — темле асамлӑ вӑй ӑна сулахаялла вашт сулӑнтарчӗ те ячӗ, вара вӑл, ҫурӑмӗ ҫинчи ҫӑкне майлаштарса вырттарса, хӑрӑннӑ курӑкпа хупланнӑ ҫулпа васкасах малалла танкӑшрӗ, кӗтлӗхрен те, ҫамрӑк хурӑнлӑха куҫакан сылтӑмри вӗтлӗхрен (кашни йывӑҫ хӑйӗн ушкӑнӗшӗн ҫеҫ кашласшӑн, теҫҫӗ) те иртрӗ, тин ҫеҫ лартнӑ тата шалкӑм хырлӑха та, пач йывӑҫ-курӑксӑр, хуралса-кӗлленсе выртакан уҫӑ вырӑна та (кунта иртнӗ шӑрӑх кунсенче ама вут алхаснӑ пулас) хыҫала хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑна пула, республика хыснинчен куҫакан укҫа-тенкӗне тивӗҫтерессипе хӑш-пӗр ҫӗнӗлӗхсем кӗртме тивнине асӑннӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva

Куҫакан фондри вӑрлӑха пула кӗрхи культурӑсен тухӑҫлӑхӗ ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net

Агрофирмӑра куҫакан фондри вӑрлӑх ҫителӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net

Унӑн ӑруран ӑрӑва куҫакан пурнӑҫ йӗркисем, сӑнавсем, ӗненӳсем нумай иккен.

Гораздо позже Яндул узнал, что у чувашей очень много разных обычаев, привычек, верований.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑшӗ-пӗрине юратӑва куҫакан тӗлпулу кӗтет.

Кое-кого ждет знакомство, которое может перерасти в большую любовь.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫав ҫынсен клеткисенче йӑхран йӑха куҫакан вӑрлӑх, юрӑҫӑ генӗсем, йышлӑ пулма кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех