Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кушӑркаса (тĕпĕ: кушӑрка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пыр-ҫӑвар типсе ларчӗ, тутасем юн тухиччен кушӑркаса ҫурӑла-ҫурӑла кайрӗҫ.

Рот и глотка высохли, губы потрескались до крови.

Пушхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫак кунсенче унӑн кӗре пичӗ, ҫилпе кушӑркаса, хӗвелпе пиҫсе, пушшех хуралнӑ; куҫ айӗнчи, сӑмси ҫинчи чӗкеҫ шатрисем хытӑрах палӑракан пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Аллисем хӑйсен кушӑркаса ҫурӑлса пӗтнӗ, чӗрни айӗсем хуп-хура — епле ҫав хӗрарӑмсен аллинчен пӗр йӗрӗнмесӗр сӑра курки тытатӑн эс.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗскӗн мужик хура ҫӗлен пек авкаланать, партизансен ҫилпе кушӑркаса хуралнӑ пичӗсем ҫине пӑха-паха илет, вӗсем ун майлӑ пуласса кӗтет.

Мужичонка извивался ужом, заглядывал в потемневшие лица партизан, искал в них сочувствия.

XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Гоомо ӗлӗкхи, ача чухнехи, шӑршӑсене аса илтерекен сывлӑша сасӑпах ҫӑтса илчӗ те хӑйӗн ҫилпе кушӑркаса кайнӑ пичӗпе йӑмӑкӗн куҫҫулӗпе йӗпеннӗ пичӗ ҫумне ҫыпҫӑнса тӑчӗ.

Гоомо шумно втянул в себя воздух, в котором ему почудились запахи далекого детства, и крепко прижался своей обветренной горячей щекой к влажному лицу сестры.

Телейлӗ ҫӗршывра // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Шухӑша кайнӑ Ковшовӑн хӗллехи ҫилпе кушӑркаса тӗксӗмленнӗ пичӗ ҫуталчӗ.

Озабоченное и потемневшее от зимнего загара лицо Ковшова просветлело.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Унӑн янахӗ ҫаврашка, сӑмси тӳрӗ, сарлакан вырнаҫӑнса ларнӑ куҫӗсем, ялан сивӗре те ҫил ҫинче ҫӳренипе кушӑркаса хуралнӑ пичӗ вӑл ҫирӗп те тимлӗ ҫын пулнине палӑртаҫҫӗ.

Лицо его с крутым подбородком, широко поставленными глазами и прямым носом, огрубевшее и темное от постоянного пребывания на морозе, было мужественно и энергично.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Машинист пуҫласа йӑнӑш тунӑ, фашистӑн кушӑркаса ҫитнӗ тути-ҫӑварӗнчен тарӑхнипе ылханлӑ сӑмахсем сиксе тухнӑ: бомбӑсене пӑрахса пӗтернӗ иккен вӑл… нимӗн тума та ҫук!

Машинист впервые дал ошибку; проклятие сорвалось с обветренных губ фашиста: бомбы все… бомбить нечем!

2. Тӑшманпа ҫапӑҫни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Боецсем ҫине, вӗсен ҫил ҫинче кушӑркаса хулӑнланнӑ, тахҫантанпа хырман, анчах паттӑррӑн курӑнакан пичӗ-куҫӗсем ҫине, ҫумӑр айӗнче тата кӗрхи пылчӑк ҫинче тӗссӗрленнӗ шинельсем ҫине пӑхсан, Павел Николаевич хӑйне ҫӗнӗ вӑй хушӑннӑ пек хӑюллӑрах туйса илчӗ.

И, глядя на бойцов, на их обветренные, мужественные лица, видя неодолимое стремление вырваться из окружения, Павел Николаевич понял, что он тоже на войне.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Вӗсен ҫумӑрпа та ҫилпе кушӑркаса, вистенсе пӗтнӗ пит-куҫӗсем хаяррӑн курӑнаҫҫӗ, ваттисен пичӗсем ҫинче сайра хутра ҫеҫ кулӑ палӑрать.

Темные, облупившиеся от дождя и ветра лица суровы, редкие улыбки разгоняют морщины бородачей.

50 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Акӑ манӑн алсем! — вара вӑл Сергей аллине хӑйӗн кушӑркаса, хытса кайнӑ алтупанне тыттарчӗ.

А вот мои руки! — И он сунул Сергею зачерствелую, в мозолях, ладонь.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Татьяна тимлӗн итлерӗ, ҫӗрулми купаларӗ те Аршинцева каланӑ чухне те сапӑпа ҫав тери тӑрӑшса ӗҫленинчен тӗлӗнчӗ: унӑн пӗтӗм кӗрнеклӗ пӳ-сийӗнче, кушӑркаса хуралнӑ аллисенче, ҫирӗппӗн тӗреленсе тӑракан тӗреклӗ урисенче ахаль вӑй ҫеҫ мар, калама ҫук пысӑк вӑй пурри сисӗнчӗ; унӑн сапа тӑршшине ҫӗр мар, юман тивсен, вӑл ӑна та тымарӗпех касса пӑрахассӑн туйӑнчӗ.

Татьяна слушала внимательно, окучивала картофель и дивилась тому, с каким старанием во время разговора Аршинцева орудовала сапочкой: во всей ее могучей фигуре, в загорелых до черноты руках с огрубелыми пальцами, в крепких и твердо стоявших ногах чувствовалась не просто сила, а силища.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кӗсйинчен таса тутӑр татӑкӗ кӑларса, кушӑркаса хытнӑ аллисене шӑлма тытӑнчӗ.

Вытащил из кармана кусочек платка, и начал вытирать ответренные руки.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Йывӑҫне те ахалех пӑсас мар, турачӗсем те пӗр пекрех пулччӑр тесе, Андрей туратсене васкамасӑр, суйласа, тирпейлӗн хуҫа-хуҫа илчӗ, Марийки хыпаланнипе кушӑркаса кайнӑ ҫулҫисене сӑтӑра-сӑтӑра илсе епле май килне, аплипех яра-яра илсе хуҫрӗ.

Андрей выбирал ветки не спеша, а Марийка хватала и ломала их как попало, в спешке обдирая с них пожухлые листья.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫемйине курсассӑн, вӑл сасартӑк улшӑнса кайрӗ: ҫилпе кушӑркаса, хуралса ларнӑ сӑн-пичӗ йӑл кулма пӑрахмарӗ, ҫӑлкуҫӗ евӗр лӑпкӑ куҫӗсенче тул-туллиех ҫурхи хӗвел ҫутти.

Встреча с семьей враз преобразила его: с обветренного и загорелого лица не сходила улыбка, а в тихих родниковых глазах было полным-полно весеннего солнечного света.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл ҫак самантра аппӑшӗн ҫилпе кушӑркаса, ҫуркаланса кайнӑ, ӗҫшӗн ҫунакан аллине ҫав тери кӑмӑлларӗ.

Он очень уважал сейчас эту сестрину руку, обветренную, заботливую, в цыпках.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Кушӑркаса ҫуркаланма пуҫларӗҫ.

— Цыпки у меня пошли.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Тӗттӗмре вӑл аппӑшӗн ӗлӗк ҫав тери ҫемҫе, халӗ хытса, ҫилпе кушӑркаса кайнӑ аллине хуллен чӑмӑртарӗ.

— Он осторожно сжал в темноте ее прежде такую мягкую, а сейчас погрубевшую, обветренную руку.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех