Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак сехетре мӗн ҫине пӑхатӑн, пурте чӑн-чӑн та илемлӗ картина пек курӑнать: хӗвел пайӑркисем йывӑҫсене ҫап-ҫутӑн ҫутатнипе ҫулҫӑсем те хӑйсем витӗр ҫип пек ҫинҫе ҫутӑ пайӑркисене ҫӗр ҫине яраҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем халӗ ирхи сывлӑм тумламӗсемсӗр тӑрса юлнӑ та, йӑлтӑртатмаҫҫӗ; машинасем — кунта легковойсем те, грузовиксем те пур — лаша транспортӗнчен чылай инҫене икӗ рете ларса тухнӑ, шоферсем, хӑйсен йӑлипе пӗр ушкӑна пухӑнса тем ҫинчен питех те шакӑлтатса калаҫаҫҫӗ; кучерсен яланах ҫавӑн пек; хӑйсен ӗҫӗсем, хӑйсен интересӗсем пур — Дорофей вӗсен пуҫлӑхӗ, пурте вӗсем чикарккӑ туртаҫҫӗ, машинӑсем хӑваласа иртнӗ эпир пӗлекен ҫӳрен ӑйӑрсене тимлесех сӑнаҫҫӗ, — хӑйсемпе юнашар тӑракан лашасем ҫине пӑхмасӑр апат ҫиччӗр тесе, вӗсене айккинерех тӑратнӑ тачанка ҫумне кӑкарнӑ; тикӗт сӗрнӗ атӑ тӗсӗ кайнӑ лампассемлӗ шӑлавар тӑхӑннӑ, ҫийӗнчи тӑвӑртарах пиншакӑн тӳмисене пурне те тӳмеленӗ Тутаринов старик Никита Мальцевпа тата Стефан Петрович Рагулинпа тем ҫинчен калаҫать; вӑхӑт-вӑхӑтпа площадьре тытӑнчӑклӑрах сасӑ янӑраса каять: «Электричество пысӑк вӑй пулса тӑнине сирӗн ӑнланмалла ӗнтӗ!» — ку Прохор Ненашев хӑй пекех электриксене темскер ӑнлантарса парать; Илья Стегачев, пухӑва килнӗ кашни ҫынна сывлӑх сунать, хӑнасене типографи краски шӑршинчен те тасалса ҫитеймен ҫӗнӗ хаҫат парать.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кучерсен чун-чӗрине вӗсем шоферсен мӑнкӑмӑллӑ пичӗсенче мӑшкӑлласа кулнӑ паллӑ пуррине асӑрхаса илни ҫиллентерсе кӳрентерчӗ, тӗрӗссипе, кӳрентермерӗ, ӑмсантарчӗ.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫав самантра Антун, ялти кучерсен те извозчиксен пекех пӗр евӗрлӗ кӑмӑлне парӑнса, лашасене туртса ҫапрӗ те, кӗпер урлӑ каҫса ял ҫуммипе ҫил пек вӗҫтерчӗ.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Страницăсем:
- 1