Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗррехинче, — Вера Павловна ун чухне пӗчӗк пулнӑ-ха: ҫитӗннӗ хӗрӗ умӗнче Марья Алексевна ун пек туман пулӗччӗ, ун чухне мӗншӗн тӑвас мар-ха ӗнтӗ? — пӗчӗк ача ӑнланмасть вӗт! — чӑнах та, Верочка хӑй тӗллӗн ӑнланайми пулӗччӗ те, тавтапуҫ, кухарка питӗ тӗплӗн ӑнлантарса панӑ, кухарка та ӑнлантармӗччӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен пӗчӗк ачана ун ҫинчен пӗлме кирлӗ мар, анчах еркӗнпе ҫӳренӗшӗн ӑна Марья Алексевна пӗрре питӗ хытӑ хӗненӗ те, чунӗ чӑтайманнипе каласа памалла пулнӑ (тепӗр тесен, Матрена яланах шыҫмак куҫпа ҫӳренӗ, Марья Алексевна аллинчен мар, еркӗн аллинчен, — ку вара лайӑх та, мӗншӗн тесен шыҫмак куҫлӑ кухарка тытма йӳнӗрех-ҫке-ха).
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кухарка тӑнине астусан, ҫаппа-ҫарамас кӑкӑрне пиншак аркипе витрӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кухарка хуйха ӳкни крючниксене те пӑшӑрхантарчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫуркунне ҫитсен, упӑшки артелӗнче ӗҫленӗ арҫынсем ӗҫе кайма пуҫласан, вӑл Богдановран хӑйне кухарка вырӑнне те пулин ӗҫлеме йышӑнма ыйтрӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Эпӗ кухарка та мар, прачка та мар.
Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.
Кухарка мар эпӗ, — янӑрама тапратрӗ вӑл татти-сыпписӗр.
Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.
Пилӗк минут иртрӗ-и е иртмерӗ-и — вӑл Кумилагӑран хаваслӑн йӗкӗлтешет, кухарка кукӑльсем тӗлӗнче еплерех хумханнине, вӗсене ҫавӑра-ҫавӑра хунине — ӑшӗнче какай пурри-ҫуккине пӗлесшӗн — хӑлаҫланкаласа сӑнарлать, кӗҫех Гент парнине илсе ҫав тери савӑк кӑмӑлпа тухса кайрӗ; сунарҫӑ ӑна пӗчӗк кӗмӗл шӑхлич пачӗ.
XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Пӗтӗм ҫак куна вӑл музунгусӑр, Кумилага кухарка, Сузипе Сумаго — Ливингстон тарҫисен — пӗрлӗхӗнче ирттернӗ.
XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кухарка — булочнӑйне кайнӑ та илнӗ, докторсем те ҫӑкӑр сахал ҫиме каланӑ…Кухарка шла в булочную и покупала, и врачи даже рекомендовали мало кушать хлеба…
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тата пӗр кухарка пурччӗ, вӑл прокурор еркӗнӗ пулса пурӑннӑ, — унтан ытла мӗн кирлӗ пулма пултарнӑ-ха ӑна?Кухарка тоже была одна, жила она у прокурора в любовницах — ну, чего бы ещё надо?
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫенӗкре кухарка ӳлесе ячӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пӗр ирхине, праҫник кун, кухарка кӑмакари вутта чӗртсе ярса килкартине тухсан, — эпӗ ун чухне лавкараччӗ, — кухньӑра темскер йывӑррӑн хашлатни илтӗнчӗ, лавка чӗтренсе илчӗ, сентресем ҫинчен карамель шуҫ коробкисем тӑкӑнчӗҫ, ҫӗмӗрӗлнӗ кантӑксем чанкӑртатрӗҫ, урай кӗмсӗртетрӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫапах та хамӑн Клеопа юнашар пӗр тенкел ҫинче пӗр-пӗр… кухарка хӗрӗ лармӗ тесе шанса тӑма ҫук.
XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Килте Иван — дворник, Секлетея — ватӑ хӗр, кухарка тата горничнӑй хӗр, вӗсемсӗр пуҫне — ҫуйӑн пулӑ пек пуклак сӑмсаллӑ лапсӑркка хура йытӑ.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӑмӑлӗ хуҫӑлнипе кухарка макӑрса ячӗ, ӗҫрен кӑларма ыйта пуҫларӗ.Огорченная кухарка даже расплакалась и стала требовать расчета.
Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.
Тепӗр ирхине кухарка нимӗн тума пӗлмест, упа ҫури ҫӑнӑх ӑшӗнче ҫывӑра панӑ.
Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.
Вӑл ҫав ҫулӑ калавсене, лайӑх кухарка икерчӗ пӗҫернӗ пекех, хӑвӑрт та вӑр-вар пӗҫерет, тата вӗсене чӑш-чӑш! чӑшлатакан пулӑпа сӗрсе тӑрать.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Эпӗ-и мӗн тата! — кула-кула калать кухарка.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах кухарка ҫав тери каҫса кайса кулать, ҫавӑнпа эпӗ те ирӗксӗрех йӑл кулса илтӗм те, унӑн тӗкӗрӗ ҫине пӑхрӑм, ман пит куҫа хӑрӑмпа хуп-хура сӗрсе лартнӑ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тепӗр кунне ирхине ҫӗнӗ кухарка мана тӑратсан кӑшкӑрса ячӗ:На другой день утром новая кухарка, разбудив меня, закричала:
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.