Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кутӗнче (тĕпĕ: кут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗҫелис сиксе тӑчӗ те ларнӑ вырӑнтан тӑватӑ-пилӗк метра пӑрӑнса лаштра йӑмра кутӗнче хӑсма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Тӗм кутӗнче йӑшӑлтатакан хурт-кӑпшанка пӑхса выртать, хушӑран урине хыпашласа айлатса илет.

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫитсе кӗрсен, Раман алӑк кутӗнче хӑюсӑррӑн чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Парлакра, ҫӳлте, пӗчӗкҫеҫ уртӑш йывӑҫҫи кутӗнче путене йӑви пур.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Саня, пӗчӗк ҫырма урлӑ каҫсан, пысӑк ҫӗмӗрт кутӗнче ӑшӑрханипе хӗрелсех кайнӑ Сухви тӑнине курчӗ те ун патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Павӑл тӗпеле иртрӗ те куҫкӗски умӗнче кӗпе тӳмисене ҫаклатрӗ, йӗпкӗн хура ҫӳҫне тураса якатрӗ, — вӑл ҫӑл кутӗнче пилӗк таран ҫӑвӑннӑ, ӳчӗ хӗп-хӗрлӗ пуличчен шӑлӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Вӑйлансах пыракан ҫил-тӑман витӗр ҫӑл кутӗнче ҫын кӗлетки курӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Мӗтри, хӗвелӗмҫӗм, эсӗ вӑрантӑн та-им? — илтӗнчӗ телевизор кутӗнче ларакан арӑмӗн сасси.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ну, хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ, эпир постра пулни вӑл — пӗр вырӑнта, ӑҫта та пулин пӗр-пӗр алӑк патӗнче е юпа кутӗнче тӑмаллине пӗлтермест.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ку сӑмаха илтсен, кӑвайт кутӗнче лараканнисем шухӑша путрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑвайт кутӗнче ҫиччӗн-саккӑрӑн калаҫса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Атӑл ҫинчен, Сӗве ҫинчен, Сӑр шывӗнчен, Кӗтнерен, Пӑларан, Хырларан Ашапатман карчӑк килет: шурӑ ҫӳҫлӗ, сарӑ шӑллӑ, кутӗнче пӗр тӗк, ҫӑварӗнче пӗр шӑл.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тухсанах Ахмар-Укаслу патне алӑк кутӗнче кӗтсе тӑнӑ юлташӗсем чупса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик хӑйӗн тимӗрҫ лаҫҫипе юнашар ларакан хуҫӑк туратлӑ юман кутӗнче шухӑша кайнӑ пек пулса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳлӗ пӑлтӑр умӗнче Кӗрлет, сӗрлет туй ачи; Ватӑ юман кутӗнче Шилӗк тунӑ тӑхлачи.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ав тата, леререхре, вӑрман хӗрринчи ҫамрӑк хурӑн кутӗнче, тин ҫеҫ тункатан-тункатан чӑмӑртаннӑ хурӑн ҫырлисем тӗксӗммӗн ҫиҫсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ватӑ чӑрӑш кутӗнче ҫурмаран хуҫнӑ пӑшал ванчӑкӗсем йӑваланса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ун пирки кӗтӳ хӑвалакан инкесем те, ӑнсӑртран тӗл пулакан палла тӑран та, ӗҫкӗ-ҫикӗре те, пасарта та, чиркӳре те калаҫрӗҫ, уйрӑмах ҫӑл кутӗнче пухӑнакан кӑтӑклӑ чӗлхеллӗ маткасене, хаяр евчӗсене, Матви ҫумне темӗнле ют хӗр ҫыпӑҫни питӗ кӑсӑклантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кунта йӑмра кутӗнче ваттисем хӑйсен патакӗсем ҫине таянса, чунӗсене кантарса, ҫурхи ӗҫсем ҫинчен канашласа тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Теплере пӗрре — ҫӑл кутӗнче е алла кӗскӗ-тӗкӗр таврашӗ ҫаклансан — пӑхать те тиркемест хӑйне каччӑ: ҫӳҫӗ сап-сарӑ, кӑтраланса илемлӗн усӑнса тӑрать, хул пуҫҫисем сарлака, хӑй тӗреклӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех