Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кустӑрмисен (тĕпĕ: кустӑрма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Машина — урапасен кустӑрмисен кӳлекӗсемпе касӑлса пӗтнӗ ҫул уйрӑм-сайрӑм, вӗтӗрти курӑкпа хупланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑскерӗн, сасартӑках хивре чарӑнма тивнӗрен, ҫавна пула кустӑрмисен шинисем асфальта з-з-ӑй-й-й! шӑйӑрса илнӗрен сиксе тухнӑ та иккен ҫак синкерлӗ, ӳхлетӳллӗ сасӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хӑйӗн сӑн-питне вылянчӑклӑн, лапчӑткаласакукӑрткаласа кӑтартакан Атӑл (ун варрипе халӗ, ҫӑра хура тӗтӗм палкатса, шыва кустӑрмисен ҫунаттисемпе тапӑч ҫапнӑ пек тӑтӑш ҫатлата-ҫатлата, икӗ хутлӑ шурӑ пӑрахут тӑвалла ыйхӑллӑн-мӑраннӑн шӑвать) шывӗпе, ывӑҫласа ӗҫмеллех тасаскерпе, шапӑр-шапӑр ҫӑвӑнкаласан, сӑмса тутрипе сӗртӗнкелесе типӗнсен, каччӑсем ҫывӑхри чиркӳ чанӗ тӗнкӗл-тӗнкӗл тунӑ майӗн ӗнертен юлнӑ имсим юлашкисене ҫырткаларӗҫ те хырӑм картне лартаймасӑрах пасаралла таплаттарчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ачасем каҫкӑҫсене мӗнле пуҫтарса илнине, пӑрахут кустӑрмисен айӗнче шыв мӗнле кӑпӑкланса вӗреме тытӑннине тата малтан ерипен, унтан хытӑрах та хытӑрах ӗҫлесе, пӑрахут пристӑньрен аяккалла кайнине пӗр чӗнмесӗр пӑхса тӑрса юлнӑ.

Дети молча смотрели, как убирали сходни, как зашипела вода под колёсами парохода и как сначала медленно, а потом все быстрей и быстрей пароход стал удаляться от пристани.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Машина пых-пых-пых! туса ӗҫленӗ, пӑрахут кустӑрмисен айӗнче шыв шӑпӑлтатнӑ.

Монотонно шумела вода под колёсами, пыхтела машина.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Пароход кустӑрмисен айӗнчи хӑмӑр шыв хупӑ сасӑпа шавлать.

Глухо шумит тёмная вода под колёсами.

Днепр // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Акӑ ӗнтӗ зоосадран та иртсе кайрӗҫ вӗсем, Политехнически музейӗн карти хыҫалалла шуса юлчӗ; хыҫала юлакан трамвайсем ҫине, кустӑрмисен шинӗсемпе йӗрӗнчӗклӗн чашлаттарса, троллейбус Брест-Литовск шоссипе вӗҫтерсе пырать.

Уже проехали зоосад, убежала назад ограда Политехнического; презрительно шипя шинами на остающиеся сзади трамваи, троллейбус мчится по Брест-Литовскому шоссе.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ав, хальхинче те малтан пурте интереслӗ пекчӗ, тӗлӗнмелле пек туйӑнатчӗ: ҫывӑхрах хамӑр айра тӑнкӑртатса пыракан вагон кустӑрмисен шавӗ те, сӗтел ҫинче ларакан ӳпне вырттарнӑ витре евӗр лампа та, поезд патнех чупса пыракан е унран таракан вӑрман та…

Вот, например, в первые часы пути мне все казалось очень интересным, просто необычайным: и стук колес где-то совсем близко, прямо под ногами; и настольная лампа, похожая на перевернутое ведерко; и лес за окном, то подбегающий к самому поезду, то убегающий от него…

Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

«Пуҫӗсене вагон кустӑрмисен айнех чикеҫҫӗ-ҫке ӗнтӗ! Вилес килет-и-мӗн?» — тесе ятлаҫаттӑм вара хам тӗллӗн.

«Лезут под самые колеса! Жизнь, что ли, надоела?» — бормотал я себе под нос.

«Чи кирли ҫинчен ан манса кай!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Шӑнкӑртаттарса, хӗвел ҫинче кустӑрмисен йӗпписемпе йӑлтӑртатса кусакан япала ӑҫтан пултӑр.

Тот, что ехал, и звонил, и сверкал спицами на солнце?

Велосипед туянаҫҫӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Кустӑрмисен, гудокӗсен сассинчен вӑл мӗнле пӑрахут килнине пӗр йӑнӑшмасӑр уйӑрса илнӗ.

По стуку колес, по гудкам он безошибочно угадывал, какой идет пароход.

Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Бронепоезд ҫумӗнче ҫулланса пӗтнӗ темиҫе ҫын тӑраҫҫӗ, вӗсем бронепоезд кустӑрмисен йывӑр хурҫӑ виттине ҫӗклеҫҫӗ.

Возле бронепоезда возилось несколько замасленных фигур, приподымая тяжелую стальную завесу у колес.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ун кустӑрмисен сасси майӗпе илтӗнми пулчӗ.

Шум его колес постепенно затих.

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

Ҫиелтен чехол тӑхӑнтарнӑ тулӑсен ҫӳллӗ кустӑрмисен ланкашкаллӑ вырӑнта лачӑртатса илчӗҫ.

Высокие колеса одетого в чехол орудия лязгнули на выбоине.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗррехинче тулта та, пӳртре те питӗ шӑпчӗ: карета кустӑрмисен шавӗ те, алӑк сассисем те илтӗнместчӗҫ; малти пӳлӗмре сехет меллӗн шаккатчӗ те саркайӑксем юрлатчӗҫ, анчах ку пӗрре те шӑплӑха пӑсмастчӗ, пурнӑҫ чарӑнса ларманнине ҫеҫ систеретчӗ.

Однажды тишина в природе и в доме была идеальная; ни стуку карет, ни хлопанья дверей; в передней на часах мерно постукивал маятник да пели канарейки; но это не нарушает тишины, а придает ей только некоторый оттенок жизни.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫамрӑк Ярда велосипедистсен колоннипе пӗрле майӑн пӗрремӗшӗнчи демонстрацие хутшӑнать, унӑн велосипечӗн кустӑрмисен йӗпписем хушшинче хӗрлӗ хӑю ҫаврӑнса пырать.

Юный Ярда участвует с колонной велосипедистов в майской демонстрации, и красная ленточка переплетает спицы колес его велосипеда.

«Пирӗннисем» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Тӑрантас кустӑрмисен айӗнчен ҫӑра тусан йӑсӑрланчӗ...

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех