Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курӑнчӗҫ (тĕпĕ: курӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхинче унӑн куҫӗсем Атӑл хумӗсем тӗслӗ курӑнчӗҫ, — ҫуркуннехи хӗвеллӗ ҫанталӑкри Атӑл хумӗсем пек…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ку таранччен Нина Васильевна хӑмӑртарах куҫлӑ пек туйӑнатчӗ, анчах хальхинче унӑн куҫӗсем пӗлӗт тӗслӗ курӑнчӗҫ — ҫурхи уяр ҫанталӑкри тӗпсӗр тӳпе пек…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Танксем хыҫҫӑн чылай кайра автомашинӑсем ҫине ларнӑ салтаксем курӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анук ку таранччен хӑйне хӑй хӑрушӑ тӗлӗкри пекех туйса пычӗ, таврари ҫынсем тамӑкран тухса килнӗ усалсем пек курӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑшӑлласа, каснӑ лапсака ҫӳҫпе, вӑрӑм та сарлака сухалпа илемлӗ те маттур арҫынсем халь айван ачасем пек курӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫыннисем те унта чисти кашкӑрсем пек курӑнчӗҫ халь хӗрачана.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Таҫтан хуп-хуран курӑнакан катаран сиксе тухнӑ ачасем ӑна хӑрушӑ тискер кайӑксем пекех курӑнчӗҫ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Октябрьте чи малтанхи юр пӗрчисем курӑнчӗҫ.

В октябре появились первые снежинки.

Эпир хамӑр шкулта ҫанталӑка епле сӑнаса пыни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Инҫетре тӗтре витӗр уҫӑмлах палӑрман темле ҫуртсем курӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Трусиклӗ пижонсем хӑвӑрт утрӗҫ, хӑйсен сывлӑшӗ те кӑштах пӳлӗннӗ, уйӑх ҫутинче вӗсен кукшисем пергаментран тунӑ пек курӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӳртри ҫынсем те темле тӗтӗм ӑшӗнчи пек кӑна курӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Акӑ, ферма хуралтисем курӑнчӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак тишкерӳ хыҫҫӑн, ҫӳлерех палӑртнӑччӗ, паттӑр ҫинчен калакан чӑваш юмахӗсенче 300 А, 300 *В, 301 А, 301 *В, 303, 315 А сюжетсемпе тӳр килекен ушкӑнсем курӑнчӗҫ, унсӑр пуҫне харкам ушкӑн та йӗркеленчӗ.

В результате такого анализа среди чувашских сказок о богатырях выявились группы в соответствии с сюжетами 300 А, 300 *В, 301 А, 301 *В, 303, 315, а также одна дополнительная группа.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ҫанталӑк ӑмӑр пулнипе, тата каҫ пулса килнипе япаласем япӑх курӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Кунта вара ҫухалнӑ пӳртӗн ытти пайӗсем те чылай туха-туха курӑнчӗҫ: мачча-урай хӑмисем те, нӳхреп кӗтессисене ҫапмалли сӑвайсемпе урлашкана каякан пӗренесем те.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Вӗсем виҫҫӗмӗш кунне тин курӑнчӗҫ.

Появились они только на третий день.

Ҫӑлтӑрсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/599

Ирхи ӗнтрӗкре унӑн куҫӗсем пысӑкраххӑн тата пушшех те ҫепӗҫреххӗн курӑнчӗҫ, вӑл тӑрсан-тӑрсан темшӗн ман ҫине пӑхса кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Хӗвеле хирӗҫ тӑнипе, унӑн куҫӗсем пушшех те хура курӑнчӗҫ пулас, ҫав куҫсенче эпӗ хам сӑнӑма та курнӑ пек пултӑм, тен, каллех туйӑнчӗ кӑна…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫӑлтӑрсем темшӗн шултра курӑнчӗҫ, анчах тепӗр самантранах чӑлтӑр-чалтӑр туса сапаланчӗҫ те, сывлӑшра кӑвак, хӗрлӗ, симӗс ҫутӑсем ункӑланса шӑва пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Тӗттӗмре иккӗшӗн те куҫӗсем пысӑкланса кайнӑ пек курӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех