Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курӑнтӑр (тĕпĕ: курӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтри йӑла-йӗркесене сӑнаса ҫыракан Г. Т. Тимофеев хӑйӗн «Тӑхӑръял» кӗнекинче ҫӗнӗ витӗмсене те палӑртса илнӗ: «Чӑвашӑн арҫын кӗпине те кӗскех тунине юратмаҫҫӗ: «кут ан курӑнтӑр», теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Вӗсене, ҫуллахи каҫсенче выляса ывӑннӑскерсене, йӗпе-сапаллӑ, пылчӑклӑ кӗркунне ан курӑнтӑр тесе, ҫӑра пӗлӗтсем юриех пытараҫҫӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малта тӑраканӗ ман ҫине шӑтарасла пӑхрӗ те: — Слышь, эсӗ… санпа калаҫатӑп. Вообщем, сирӗн кунта ыттисем пурте меммесем. Пӑхатӑп та — санпа калаҫма пулать пуль тетӗп. Кӗскен каласан итле, ачамккӑ: халӗ эпир каятпӑр, сана вара вун пилӗк минут паратпӑр. Вообщем, пӗр виҫӗ хӗр пирӗн валли тупса хур. Кайран, виҫӗ-тӑватӑ сехетрен, каялла илсе килсе яратпӑр. Ҫав сухалли (Изосимыч экспедици вӑхӑтӗнче хырӑнманччӗ) урӑх ман куҫӑма ан курӑнтӑр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

«Тен, окопра тӗттӗмре вуламалла пулӗ, лайӑх курӑнтӑр», — тесе тӑрӑшрӗ салтак арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӑрлачӑн каварлӑ каҫӗ, йӗп чиксен те нимӗн те ан курӑнтӑр тесе, хура чаршава тирпейлӗ карса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗн чухлӗ илсен те тӗппи сан ан курӑнтӑр».

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Чӳречерен пӑхсан, анлӑ уй-хир, аслӑ вӑрман, пӗтӗм тавралӑх курӑнтӑр

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анчах та кунта, натурально курӑнтӑр тесе, стенасене, урайсене тата маччана ятарласа пӗтӗмпех хӑйӑртан тӑвакансем те пур.

Однако есть тут и жилища, которые специально делают вида «а ля натюрель» – стены, пол и потолок полностью из песчаника.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Ҫурт капӑртарах курӑнтӑр тесе ӳкернӗ хӗрлӗ канва тӑррине тӗл-тӗл хуп-хура кирпӗч илемсӗрлетсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫӳллӗ йывӑҫ пӳрте ан хуплатӑр, пӳрт илемӗ ҫынна чӗнтӗрсен чи вӗтӗ унки-ҫаврашки таранах курӑнтӑр, тенӗ пуль ӗнтӗ хуҫи.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унта вара улшӑну сахал, ӗлӗкхи ҫынсемех лараҫҫӗ, ҫӗнӗлле ӗҫленӗ пек курӑнтӑр тесе пӗр пукан ҫинчен тепӗр пукан ҫине кӑна куҫкалаҫҫӗ, шахматла вылянӑ пек, рокировка тӑваҫҫӗ эппин.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов чечек ҫыххине ҫӗре пӑрахма шеллерӗ, алӑк хушшине хӗстерсе хӑварчӗ — кӗрен-туханӑнне тӳрех куҫне курӑнтӑр.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эпӗ хамӑн симфонире вӑрман шавланине, вӑл тӗлӗрнине, унта шӑпчӑксем юрланине кӑна та мар, пӗр сӑмахпа каласан, унӑн тулаш илемне ҫеҫ мар, унӑн шалти илемне те кӑтартма тӑрӑшрӑм, ҫав вӑрман витӗр истори тӑршшӗпе этем епле утса тухнин паттӑрлӑхӗ те курӑнтӑр, терӗм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Анчах асту, ҫӑкӑра пуҫлани ан курӑнтӑр.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗрлӗ умлӑ шур кӗпи Капӑр курӑнтӑр: Сарӑ хӗрсен кӑмӑлӗпе Пире пӑхӑнтӑр.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ умӗнхи // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шурӑ ҫамкам сарлаки Ҫынна курӑнтӑр: Ватӑ ҫын та ҫамрӑкки Мана пуҫ тайтӑр.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ умӗнхи // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Алтнӑ тӑпри ан курӑнтӑр тесе, пур ҫӗрелле курӑк ӑшне сирпӗтсе ятӑмӑр та окоп анине патаксем хутӑмӑр, ун ҫине курӑк татса витрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Янеевпа Киселев станоклӑ пулемета ҫӗнӗ ҫӗре куҫарма тепӗр площадка чавса хатӗрлерӗҫ, хӑйсен окопӗсене чӑрӑш лӑссипе витрӗҫ, бруствер ан курӑнтӑр тесе, ун ҫине курӑк сарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

«Аякран пӑхсан, сад пек курӑнтӑр пирӗн ял», — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Шӑнкӑртам — аякри тутар ялӗ-ха вӑл, анчах яшка витӗр ял епле курӑнтӑр?

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех