Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сехет те хытӑрах шакканӑн, хӗвел ҫути те ытларах кӗнӗн, чечексен ҫеҫкисем те хӗрлӗрех-кӗренрех курӑннӑн туйӑнакан пулчӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Мана вӗсен пичӗсем ҫинчи савӑнӑҫ ҫути те курӑннӑн, вӗсем калаҫни те илтӗннӗн туйӑнать.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Лисук хӑна еннелле пӑхмарӗ пулин те, Пазухина унӑн кӑн-кӑвак куҫӗсем ӗлӗкхи пекех витӗр курӑннӑн туйӑнчӗҫ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Шӑрӑх ҫак кун сывлӑш витӗр курӑннӑн ҫутӑ, ҫавӑнпа та пире хирӗҫех Сигнал Хирӗнчи ҫурт-йӗр ҫывӑхра пекех.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Янкӑр ҫутӑпа ҫиҫекен кавирсемпе чечексен хушшинче шуранка ҫынсен чунӗсен шанӑҫӗсемпе ӗмӗт татӑлӑвӗсем курӑннӑн туйӑнаҫҫӗ, виркӗс куҫ кӗскисен умӗпе вӑйӑҫсем кумаҫҫӗ те кумаҫҫӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ку таранччен Грэя хӑйӗн сад пахчин уйрӑм пайӗсем — ҫутӑ пайӑркисем, йывӑҫ мӗлки, чечек, тураттисем чӑлханса пӗтнӗ лаштра вулӑ — урӑххисен нумай-нумай садӗнче ҫеҫ курӑннӑн туйӑнатчӗҫ, сасартӑк вӗсем яр уҫҫӑн тухса тӑчӗҫ, пурте — ҫав тери илемлӗ, тӗлӗнсе каймалла килӗшӳлӗхре.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Броневик ҫине улӑхса тӑрсан, Ленин кепкӑсемпе карттуссен тинӗсне курчӗ, вара ҫавӑнтах хӑй чикӗ леш енчен илсе килнӗ хура котелокшӑн кӑштах аванмарланнӑ пек пулчӗ: вӑл ӑна броневик ҫинчен, восстани тӑвакан рабочисен пысӑк ушкӑнӗсем умӗнче, килӗшӳсӗртерех пек курӑннӑн туйӑнчӗ.
1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Сасартӑк Иван Иванович, хӑранипе шак хытса, кӑшкӑрса ячӗ: вилнӗ ҫын курӑннӑн туйӑнчӗ ӑна, анчах ку ун патнелле мӑйне тӑснӑ хур кӑна иккен, ҫавна асӑрхасанах вӑл лӑпланчӗ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Пӗрӗхсе юхакан шывра Костьӑна тӑрмаланса кайнӑ юханшыв тӑрӑх, хыпашласа шуса пынӑ пек, — сыхлануллӑн пыракан пысӑк та шурӑ пӑрахут курӑннӑн туйӑнать.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Катенька, диван ҫине ларса, мӗн те пулин ҫыхать е вулать, йӑмӑх ҫутӑра витӗр курӑннӑн туйӑнакан шап-шурӑ аллине чӑтӑмсӑррӑн сулкаласа, шӑнасене хӑвалать е, ылтӑн тӗслӗ ҫӑра ҫӳҫӗ ӑшне лексе ҫӑтӑлтатакан шӑнаран хӑтӑлас шутпа, пит-куҫне пӗркелентерсе, пуҫне чӗтретет.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫут тӗнчере пурӑнма питӗ лайӑх, — ответлерӗ вӑл, унӑн сасси епле илтӗннинчен мана тӗттӗмре унӑн ачашлакан савӑк куҫӗсем ачалла кулли курӑннӑн туйӑнчӗҫ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепӗр хут сарӑ утеснике, тинӗс ҫилӗ вӗҫтерсе лартнӑ сахал ҫӗр ҫинче ӳсекенскерне, тата атте чул ҫине ҫырнӑ сӑмахсен ҫинҫе йӗрӗсем таранах куҫӑма курӑннӑн туйӑнса кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫав кун тӳпе сийӗн-сийӗн хӑйпӑнса, ҫӗр ҫине анса ларнӑн, ҫавӑнпа пур сӗрте те кӑваккӑн курӑннӑн туйӑнчӗ.В этот день небо как бы расслоилось, огромными пластами осело на землю, засинело на ней всюду.
XXVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ташлакансен пӗр енне хӗрлӗпе, тепӗр енне хурапа сӑрланӑ пичӗсем хӑрушӑ тӗлӗкре курӑннӑн туйӑнчӗҫ.
Юлашки каҫ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Кантӑкран тунӑ пекех вӗсем витӗр курӑннӑн туйӑнаҫҫӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Артамонова сасартӑк кичемлӗх пусса илчӗ, ун умӗнче темле пӳлӗм алӑкӗ уҫӑлнӑ пек, ҫав пӳлӗмре пур япаласем те палланӑ, ҫав тери йӑлӑхтарса ҫитернӗ, ҫавӑнпа та пӳлӗм пушӑ пулнӑ пек курӑннӑн туйӑнчӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Бухтӑсене, ҫулсене, тусенчи сукмаксене тинкернӗ унӑн куҫӗсем, унта ӑна аран палӑракан мӗлкесем, вӗсен хушшинче уйрӑмах пӗри, тахҫан хӑйшӗн ҫывӑх пулнӑ ҫынни курӑннӑн туйӑннӑ…
III // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
Анчах та унӑн нумай хура-шурра тӳссе ирттерме тивнӗ пулас: сӑн-питрен вӑл питӗ типсе кайнӑ, вӗсем витӗрех курӑннӑн туйӑнаҫҫӗ, куҫӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ…Но пришлось ему, видать, плохо: лицо такое худое, что кажется прозрачным, глаза лихорадочно блестят…
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Майӗпенех, вӗсем кӑна мар, пӳлӗм те пӗтӗмӗшпех тата йӗри-таврари япаласем пӗтӗмӗшпех: сӗтел ҫинчи сӑмавар та, Увар Ивановичӑн кӗске жилечӗ те, Зойӑн яп-яка чӗрни те, Константин Павлович аслӑ княҫӑн стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан ҫуллӑ сӑрпа ӳкернӗ портречӗ те тӗлӗкре курӑннӑн туйӑнчӗ; пурте куҫ умӗнчен сирӗлчӗҫ, пурте тӗттӗмпе карӑнчӗҫ, пурте пӗтрӗҫ.
XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Мана чӳрече карри витӗр хӗр сӑнӗ курӑннӑн туйӑнчӗ те, эпӗ, хӑраса, хӑвӑрт аяккалла пӑрӑнтӑм.Мне почудилось за занавеской ее лицо, и я с испугом поскорее удалился.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
- 1
- 2