Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курӑнатчӗ (тĕпĕ: курӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл кӗпер айӗнчен шывпа иртсе кайнӑ чухне кӑна курӑнатчӗ, анчах фашистсем ӑна та курчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Ун таврашӗнчи ҫӗр ҫинче пахча ҫимӗҫ тӑрӑшса ӳстерни ҫеҫ курӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ун сӑнӗнче тӑван ял та, тӑван уй-хир те курӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Хӑй аттерен чылай аслӑ курӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Каҫхи сӗмлӗхре шурӑ тумлӑ ҫамрӑксен вӑйӑ карти шур утрав пек курӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ҫӑлтӑр ҫутинче салтак гимнастерки тӑхӑннӑ Раман тӑни курӑнатчӗ

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Нинук пичӗ ҫав сӗтлӗ ҫутӑ айӗнче шап-шуррӑн курӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эп сире каларӑм ӗнтӗ, пирӗн экспедици инҫех вырнаҫманччӗ, тӳлек ҫанталӑкра ҫыран та лайӑхах курӑнатчӗ, пире хамӑра вара унтан ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пекех куратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Пархатарсӑр ӗҫ пек курӑнатчӗ вӑл мана.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ӗлӗк вӑл мана литература ӗҫӗнче манран 2-3 ҫул аслӑрах пичче пек курӑнатчӗ пулсан, халӗ 20-30 ҫул аслӑрах мучи пек курӑна пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫимӗҫ тухӑҫӗпе савӑнмаллипех савӑнни хӑлхана та илтӗнетчӗ, куҫа та курӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Пичӗ ун ҫав вӑхӑтра салхуллӑраххӑн курӑнатчӗ, куҫхаршийӗсем кӑшт ҫеҫ сисӗнмелле ачашшӑн хускалкаласа илетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Хӑй вӑл тискер кайӑк пекех курӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ура ҫинче хитре курӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Аня курӑнатчӗ час-часах тӗлӗкре.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ҫтаппан ҫакна та аса илчӗ: вӑтӑр ҫула яхӑн ӗлӗкрех Атӑлкассипе тӗлме-тӗл хӑйӑрлӑ пӗчӗк утрав ҫеҫ курӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Укҫине кивҫен панӑ чухне ырӑ кӑмӑллӑ пек курӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗпӗ лӗкӗллӗччӗ те вӑл пӗвен, ҫапах та ача-пӑча шыва кӗрсе пӑтратман ҫӗрте шыв тӑп-тӑрӑ тӑратчӗ, карас пулӑсем ишсе ҫӳрени те курӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Ун ҫумӗнче Тимук пӗчӗк ача пек ҫеҫ курӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Малтан вӑл ялтан инҫе марччӗ, хурӑнлӑ ҫулӑн ку енче курӑнатчӗ, эпӗ ун патнелле пынӑҫемӗн вӑл ҫулӑн леш енче, Шӗшлӗ арманӗ тӗлӗнче пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех