Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курӑкӗпе (тĕпĕ: курӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Макарӑн суранне шӑнӑр курӑкӗпе ҫыхнӑ хыҫҫӑн каҫчен икӗ хул туйи хайларӗ Иван.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Часах пӳртре матрӳшке курӑкӗпе пыл шӑрши сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вар-хырӑм ыратнине, шалти юн юххине те вӑл шӑрттан курӑкӗпе, ҫак ҫаран курӑкӗн тымарӗн шывӗпе чарма канаш парать.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тата вӗтӗ ҫулҫӑллӑ та шӗвӗр йӗплӗ тӗве курӑкӗпе тӗрлӗрен хыт-хурасем ӳссе каяҫҫӗ.

Разрастаются также верблюжья колючка—трава с мелкими листьями и острыми шипами — и разные бурьяны.

Типӗ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Чи малтан мунчана эпҫи текен супӑнь курӑкӗпе тап-таса ҫӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ие курӑкӗпе чапӑр саралма пуҫланӑ, чапӑрӑн тутлӑ шӑрши кӑкӑра уҫсах ярать.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Чӗкеҫ курӑкӗпе ҫыхсах тӑрӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Апраҫ аппа мана ҫимӗк курӑкӗпе ҫӑвӑнтарать, такмакла-такмакла мунча ҫапать:

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тулли кунтӑсемпе карҫинккасене атӑш курӑкӗпе хупласа ҫыхрӑмӑр та киле таврӑнас умӗн канма лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Малтан эс мӑрат курӑкӗпе люцернӑна уйӑраймастӑнччӗ, ал айӗнче выртакан патака курмастӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

— Апла пулсан, мунчара эсӗ мана ҫимӗк курӑкӗпе нумайччен ҫап, юрӗ-и? — терӗм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӑмӑрӗ ҫинчи пӑвансене шӑпӑр курӑкӗпе ӑшаларӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑян курӑкӗпе армути ҫеҫ ӳстерме тытӑнӗҫ!

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унӑн корпусне ҫӗрлехи сӗмлӗх хупланӑ; мачтӑсен тӗрлӗ тӗслӗ ҫутипе иллюминаторсен йӑлкӑшакан ҫаврашкисем тинӗсӗн хура тӗкӗрӗ ҫинче иккӗлле курӑнаҫҫӗ; ҫилсӗр ҫӑра сӗм тӗттӗмлӗх сӑмалапа, ҫӗрӗшнӗ шыв курӑкӗпе тата тӑвар шӑршипе тулнӑ.

Ночь спрятала его корпус; разноцветные огни мачт и светящиеся кружочки иллюминаторов двоились в черном зеркале моря; безветренная густая мгла пахла смолой, гниющими водорослями и солью.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Йӗри-тавра шыв курӑкӗпе хӑйӑр шӑрши.

Пахло мокрыми водорослями, сырым песком, рекой.

Хаваслӑ шӳт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Асламӑшӗн пӳрчӗ килкарти варринче, чӑкӑт курӑкӗпе анас-курӑкӗн хӗрлӗ-хӗрхӗмрех те кӑвакрах тӗслӗ тӗмӗсем урлӑ вӑл пачах курӑнмасть.

Хата бабушки — в глубине двора. Ее совсем не видно за розовыми кустами, красными, лиловыми стрелами мальв, львиного зева.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Карап мӗлки таткаланчӑк ҫырансем тӑрӑх, тимӗр тӑприн хӗлхемленекен ҫурӑкӗсемпе металл тӑрӑх, мӑк курӑкӗпе витӗннӗ хӗвел тайлӑмӗсем тӑрӑх вӗҫсе тӗтреллӗ тӗпсӗрлӗхелле ыткӑна-ыткӑна анать, алмаз пек ҫиҫекен пӑрлӑ тӑрӑсене, тӗкӗрле глетчерсене пӗлӗтлесе хуплать.

Тень от корабля летела внизу по рваным обрывам, искрящимся жилами руд и металлов, по крутым склонам, поросшим лишаями, срывалась в туманные пропасти, покрывала тучкой сверкающие, как алмазы, ледяные пики, зеркальные глетчеры.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Эпир мачта тума юракан хырӑн пӑхӑр тӗслӗ вулли ҫумне сӗвенсе ларатпӑр; сывлӑша сӑмала шӑрши ҫапса лартнӑ, уйран лӑпкӑ ҫил вӗрет, шӑлансем силленеҫҫӗ; кукамай тӗксӗм аллипе курӑксем татать, мана вӑл чей курӑкӗпе, буквицӑпа, чӗкеҫ курӑкӗпе мӗнле чиртен эмеллемелли ҫинчен, упа саррин тата тусанлӑ плавдина курӑкӗн тӗлӗнмелле вӑй пурри ҫинчен каласа кӑтартать.

Сидим, прислонясь к медному стволу мачтовой сосны; воздух насыщен смолистым запахом, с поля веет тихий ветер, качаются хвощи; тёмной рукой бабушка срывает травы и рассказывает мне о целебных свойствах зверобоя, буквицы, подорожника, о таинственной силе папоротника, клейкого иван-чая, пыльной травы-плавуна.

III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Санӑн аннӳ, хайхи леш шурлӑх курӑкӗпе ҫунӑскер, ӑҫта пурӑнать? — хуллен ыйтрӗ Дзюба.

— А твоя матка, що купала тебя в череде, где она? — вполголоса спросил Дзюба.

2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Сана аннӳ шурлӑх курӑкӗпе ҫунӑ пулмалла…

Мать купала вас в череде…

2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех