Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курӑксенчен (тĕпĕ: курӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Катя Гурьяноваран курӑксенчен хӑй пуҫтарнӑ чей тата ЕГЭ хатӗрленмелли пособисем, Клара Семеноваран пахча ҫимӗҫсем, Ирина Семеноваран пӗҫернӗ апатсем, Елена Павловаран илемлӗ картинӑсем, Ираидапа Мария Степановасенчен ҫӳҫ валли аксессуарсем, Наталья Ковальцоваран чилеке шӑпӑрсем, Ирина Андрееваран ҫыхнӑ япаласем - ҫаксем пурте пухмача 10 000 тенкӗ илсе килнӗ.

Авторский чай из трав и учебные пособия для подготовки к ЕГЭ от Кати Гурьяновой, овощи от Клары Семёновой и выпечка от Ирины Семёновой, красивые картины от Елены Павловой, аксессуары для волос от Ираиды и Марии Степановой, чилиговые веники от Натальи Ковальцовой, вязаные изделия Ирины Андреевой- всё это принесло в копилку 10 000 рублей .

Ыркӑмӑллӑх ярмӑркки пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3477279

Ҫӗртме уйӑхӗн варринче нумай ҫул ӳсекен курӑксенчен сенаж хывассипе ҫыхӑннӑ кирлӗ сӗнӳсем панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗтшӗн тивӗҫтерекен патшалӑх пулӑшӑвӗ тӑкаксен курӑмлӑ пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81e%d1 ... %ba%d1%81/

Ак паян та вӑл, ҫӑмӑл ураллӑскер, тӑри кайӑк вӑраниччен тӑрса, ҫине йӑм-йӑм сирень чечексем ҫапнӑ сарӑ ҫитсӑран ҫӗленӗ кӗпе, урине шурӑ чӑлхапа йӑлтӑр калуш тӑхӑнчӗ, хӗвел тухӑҫӗ хӗреличчен хӗрлӗ ҫырла тӗрриллӗ кӑвак тутӑр ҫыхрӗ, вӗлтӗрен кайӑкне шуйхатмасӑр ҫӑлран шыв ӑсса килчӗ, хура курак сас париччен лаҫра хуран ҫакса ячӗ те сиплӗ, хӑватлӑ курӑксенчен чей вӗретсе ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Юмӑҫ канаш панипе тӗрлӗ курӑксенчен имҫам шывӗ вӗретсе ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрнарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавателӗсем вара пуканесене сиплӗ те тутлӑ шӑршӑллӑ курӑксенчен ӑсталама вӗрентрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Тӑйлӑк-тайлак, сарлака та шӑтӑк-шатӑк алӑк умӗнче ӳсекен ешӗл курӑксенчен ырӑ шӑршӑ кӗрсе тӑрать.

Пахло свежей травкой, растущей у порога широких, щелястых, покосившихся дверей.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Упаленме тӑрӑшса, Васька курӑксенчен тытрӗ, анчах йывӑрланса кайнӑ кӗлеткине шутарма пултараймасӑр, курӑксене кӑкла-кӑкла кӑларчӗ.

Васька хватался за траву, пытаясь ползти, но вырывал ее с корнями, не в силах тянуть отяжелевшее тело.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Анчах, сӑмах май каласан, вӗсен тӗрлӗ курӑксенчен тунӑ ҫав тери чаплӑ эмелсем пур, ҫав эмелсемпе вӗсем ӑнсӑртран аманнӑ сурансене сиплесе тӳрлетеҫҫӗ.

Впрочем, у них есть отличные лекарства, составленные из трав, которыми они лечат случайные ушибы и раны.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Шӑла ҫыртатӑн, куҫна хупатӑн, шыв тӗпӗнчи курӑксенчен ҫатӑртаттарса тытатӑн та, тӑнлавсем ыратма пуҫличченех ларатӑн.

Зубы стиснешь, зажмуришься, в землю вцепишься, пока в висках не застучит.

11. Вӑйӑсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Кашни кун ҫӗнӗ тум тумланать, кашни ҫӗнӗ кун тата ҫутӑрах та чуна килӗштермеллерех пулать; ҫамрӑк курӑксенчен, ҫӗнӗ симӗс ҫулҫисенчен ӳсӗртекен шӑршӑ кӗрет, ӑшӑ ҫӗр ҫинче ҫӳлелле пӑхса выртса, тӑри юррине итлемешкӗн, тӳсме ҫук уялла чун туртать.

Каждый день одет в новое, каждый новый день ярче и милей; хмельно пахнет молодыми травами, свежей зеленью берёз, нестерпимо тянет в поле слушать жаворонка, лёжа на тёплой земле вверх лицом.

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Тӗрлӗ курӑксенчен тунӑ чаплӑ риза тӑхӑннӑ хура ҫӗре пуҫҫапса, кукамай мана ак ҫакӑн ҫинчен каласа парать: пӗрре турӑ ҫынсем ҫине ҫиленнипе ҫӗр ҫине пӗтӗмпех шыв илтерсе лартнӑ, чӗрчунсене йӑлтах шыва путарнӑ тет.

И, кланяясь чёрной земле, пышно одетой в узорчатую ризу трав, она говорит о том, как однажды бог, во гневе на людей, залил землю водою и потопил всё живое.

III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫӗрле ҫумӑр ҫуса иртнӗ те, пуринчен те — ҫӗртен те, курӑксенчен те, йывӑҫ тӗмисенчен те ырӑ, тутлӑ шӑршӑ кӗрет.

Ночью прошел дождь, и земля, травы, кусты — все пахло щедро и радостно.

33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Вӗсем чул пуртӑпа каскаласа хӑйсем валли хӳшӗ лартаҫҫӗ, шӗвӗртнӗ шӑмӑпа савӑт-сапасене, хӗҫпӑшалӗсене илемлетеҫҫӗ, ахаль курӑксенчен сулӑсем тӑваҫҫӗ, ҫав сулӑсене кирек мӗнле вӗҫкӗн хӗрарӑм та ӑмсанмалла.

Каменным топором они строят себе хижины, отточенной костью они украшают свою посуду и оружие, из простых травинок они плетут браслеты, которым позавидует любая модница.

Кают-компанири калаҫу // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Ҫӗртен, курӑксенчен, ҫулҫӑсенчен, яланхи пекех, цикадӑсемпе шӑрчӑксем чарӑнмасӑр сӗрлени илтӗнсе тӑрать.

С земли, из травы, из листвы, как всегда, поднимался немолчный звон цикад и кузнечиков.

Юлашки парне // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Курӑксенчен тыткаласа, тӗмӗсенчен ҫакӑнкаласа, Маклай, Туй, Бонем тата Лялай чӑнкӑ сӑрт хӗррипе аялалла анаҫҫӗ.

Держась за траву и цепляясь за кусты, Маклай, Туй, Бонем и Лялай спускаются по крутому склону вниз.

Сунара! // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Курӑксенчен ҫӳлӗ пӳрт тунӑ — пӳрт тӑрринчен хӗвел патне ҫывӑхрах ухӑ яма майлӑрах.

Из травы соорудил высокие домики — с крыши лучше пускать стрелу поближе к Солнцу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Курӑксенчен нӳрӗ те тутлӑ шӑршӑ кӗрет, — терӗ Михеев.

— От травы идут пряные и сырые запахи — сказал Михеев.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Курӑксенчен тыткаласа, вӑл ҫыранран шуса анма тытӑнчӗ.

Он стал сползать к реке, цепляясь за траву.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Пӗве пиҫӗ туналлӑ йӑлтӑркка ҫулҫӑллӑ, вӑрӑм курӑксенчен явӑнса-ҫыхӑнса, питӗ ҫирӗп тӗвӗленсе, кӗҫҫеленсе ларнӑ.

Запруду образовала трава, гибкие стебли которой и длинные глянцевитые листья, переплетаясь, спрессовываются в плотную массу, похожую на войлок и очень прочную.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кунти чӗрчунсенчен жирафсемпе слонсем ҫеҫ ҫак бамбук евӗрлӗ тростниксенчен, пӗр дюйм хулӑнӑш туналлӑ курӑксенчен ҫӳлерех пуҫне ҫӗклеме пултараҫҫӗ.

Из всех местных животных только слоны и жирафы могут поднять голову выше этих тростников, похожих на бамбук, этих трав, стебли которых достигают дюйма в диаметре.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех