Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курткине (тĕпĕ: куртка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӗлтӗрҫӗсен кивӗрех курткине тӑхӑннӑ ҫӳллех мар, типшӗмрех йӗкӗт Завьялова тӳрех кӑмӑла кайрӗ, Унӑн чӗлхи ҫивӗч пулнӑ, хӑйне вӑл ытлашширех шаннӑ, ҫав вӑхӑтрах ачалла айван пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Курткине илсе тӑхӑннӑ чухне куҫӗсем сӗтел ҫинче выртакан ҫӗҫҫе тӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Урайӗнче выртакан сурса пӗтернӗ курткине темӗнччен тасатрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Вӑл курткине хывса ҫакрӗ те кӑмака умӗнчи пӳлӗме кӗчӗ, мана та унта чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑнтанпа вӑл хӑй те пачах хывмасть ҫӗнӗрен ҫӗлеттерсе каллех картинка ӳкерттернӗ курткине.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӑхӑнма тӑрать те Турунов хӑйӗн курткине — ун ҫинче картинка!

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Йӗкӗт ман еннелле ҫурӑмӗпе вӑрт ҫаврӑнчӗ, йӳле янӑ курткине арки вӗҫӗсенчен тытса саркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кил хуҫи, хулана куҫса кайнӑ ывӑлӗн кивӗ сӑран курткине тӑхӑннӑскер, сыснисене ирхи апат парать.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хура кӗр хуҫаланакан тавралӑхра мӑрт-март мӑртӑхнӑ варкӑш вӑш-ваш тукалать пулин те курткине йӳле ячӗ, вара «Сталин» еннелле пуҫне тайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Пушмаксене алӑк сыппинче хывсан, кил хуҫи, курткине, шлепкине хывса вешалкӑран ҫакрӗ, «ҫитмӗл те ҫичӗ» саплӑклӑ хӑмӑр халат тата пӗр-ик тӗлте ура пӳрнисене ҫиҫтерекен тапочка тӑхӑнчӗ, пире те урасене тӑхӑнма тапочкӑсем пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Пушмак кӗллисемпе кӗмсӗртетсе каютӑран Проктор йӑраланса тухрӗ; старик хӑй тахҫантанпах тӑхӑнакан чесуча курткине, мӑйне ҫавӑрса ҫыхнӑ кӑвак тутӑрне улӑштармасть; унӑн хура тӳрӗ кӑсӑруклӑ шурӑ карттусӗ ҫеҫ Дэзин амӑшӗннилле тимлӗхӗн чӗрӗлӗхӗпе сывлать.

Гремя каблуками, выполз из каюты и Проктор; старик остался верен своей поношенной чесучовой куртке и голубому платку вокруг шеи; только его белая фуражка с черным прямым козырьком дышала свежестью материнской заботы Дэзи.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пархӑт курткине карланки тӗлӗнче вӗҫертнӗ, кӗпин шурӑ виҫ кӗтеслӗхӗ уҫӑлнӑ, пӗр ури тӳррӗн тӑсӑлнӑ, тепри — пукан айӗнче, пичӗ манӑн пуҫ айккинчен таҫталла пӑхать — шухӑшлать; ҫапла ларнӑран вӑл пӗчӗк каютӑна талккӑшпех тултарса хунӑн туйӑнать.

Его бархатная куртка была расстегнута у самого горла, обнажая белый треугольник сорочки, одна нога отставлена далеко, другая — под стулом, а лицо думало, смотря мимо меня; в этой позе заполнил он собой всю маленькую каюту.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл курткине ярса тытрӗ те табак туянма вирхӗнчӗ, Давенант вара кӑштах шухӑшласа тӑрсан килне таврӑнчӗ, — унта ӑна кӑнтӑрлахи апат кӗтет.

Он схватил куртку и побежал покупать табак, а Давенант, задумавшись, направился домой, где его ждал обед.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Халӗ сана тӑн паратӑп, — терӗ те Дик курткине хывса пукан ҫинелле ывӑтрӗ.

— Вот я тебя проучу, — сказал Дик, сбрасывая куртку и швыряя ее на тумбу.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Фергюсон Роберт курткине салтрӗ, юн таппине тӗрӗслерӗ те пӗлтерӗшлӗ сӑнпа чӗнмесӗр тӑрать.

Фергюсон расстегнул куртку, взял пульс и помолчал с значительным видом.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.

Пэд курткине вӗҫертрӗ, хӑйӑр ҫине лаплатрӗ те ӗҫе пуҫӑнчӗ, урӑхла каласан — тӗпӗпе ҫӳлелле тытса кӗленчене пушатать.

Пэд расстегнул куртку, сел на песок и приступил к делу, т.е. опорожнил бутылку, держа ее дном вверх.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

— Смир-р-рно! — ҫамрӑк пырӗпе пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрса ячӗ, — аллисене пилӗке тытса боецсен фрончӗ умӗпе ӳпӗнсе пыракан, сӑран курткине хыттӑн туртса ҫыхнӑ нар пек хӗрлӗ ҫамрӑк ҫын.

— Смир-р-рна! — во всю молодую глотку заорал, уперевшись в бока и заваливаясь перед фронтом бойцов, румяный молодой человек в туго перетянутой кожаной куртке.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл, курткине хывса, ӑшне сӳтрӗ те, унтан пӗр ҫӗклем хут силлесе кӑларчӗ.

Он снял куртку, распорол подкладку и вытряхнул целый ворох бумаг.

7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Вӑл хӑйӗн кепарикне пуҫӗ ҫине пусса ларчӗ, килте тӗртнӗ сукнаран ҫӗленӗ хулӑн курткине тӑхӑнчӗ те кухньӑран тухрӗ.

Он нахлобучил кепарик, надел толстую куртку из домотканого сукна и вышел из кухни.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Александра Петровна сӗтел умӗнче пукан ҫинче Кольӑн курткине юсаса ларнӑ.

Александра Петровна сидела у стола на табурете и зашивала Колину куртку.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех