Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курссенче (тĕпĕ: курс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмахран, земски шкулӗсен ҫумӗнчи курссенче вӗренекенсене вӑл медицина кӗнекисем парнелеме сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Кашни пилӗк ҫултах квалификаци ӳстермелли курссенче пулать, категорине ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Ҫӳлте, пӗрремӗш этажри вестибюльте, нихӑҫан, нимӗнле усал, хаяр вӑй та хавшатайми, путлантарайми ҫамрӑклӑх, яшлӑх «чуччӑвӗ ярӑнса», вут-хӗмленсе, студентсем, ытларах аслӑрах курссенче вӗренекенсем (паллах, вӗсем те ачаллах ӗҫ туртине тӑмасӑр, «Сталин икерчине» ҫимесӗр ӳсмен), шуххӑн «кулса-выляса, тунсӑхпа кичемлӗхе «арпалантарса» вашкӑрттара-вашкӑрттара, кӗвӗ ҫемипе йӑкӑш та йӑкӑш, вӑшш та вашш вальс ҫавӑрттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Службӑна вӑл ракета ҫарӗсене лекет, малтанах Кострома хулинчи чаҫре ятарлӑ курссенче хатӗрленет.

Куҫарса пулӑш

Тӗслӗх кӑтартакансен йышӗнче // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11891-t- ... -jysh-nche

Курссенче JavaScript урлӑ интерактивлӑ сайт хатӗрлеме, C Sharp (C#) тӗнчесем тума, Python программировани чӗлхипе паллашма, вӑйӑсем тума тата ыттине те вӗрентеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ пин ытла заявка тӑратнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%b8%d0%b ... 82%d0%bda/

Хӑйӗн педагогика ӑсталӑхне тӗрлӗ курссенче, семинарсенче ӳстерсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Ачасемшӗн вӗрентекен те, юлташ та // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d0%b0%d1%8 ... %82%d0%b0/

Тунтикун сире квалификацие ӳстермелли курссенче кӗтеҫҫӗ.

В понедельник вас ждут на курсах повышения квалификации.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тунтикун Пулӑсене квалификацие ӳстермелли курссенче кӗтеҫҫӗ, юнкун тренингсемпе семинарсене кайсан аван.

В понедельник Рыб ждут на курсах повышения квалификации, а среда подходит для посещения тренингов и семинаров.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӑваттӑмӗшпе пиллӗкмӗш курссенче чир историне пӗлмесӗр, чирлӗ ҫынна куҫпа курмасӑр е ӳпки-чӗрине итлесе пӑхмасӑр ӑш-чик чирне пӗлме ҫуках пуль ҫав.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чӑваш каччи пӗр вӑхӑт ятарлӑ курссенче танкермана вӗренчӗ.

Куҫарса пулӑш

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Пирӗн курссенче вӗреннӗ.

Учились на наших курсах.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

— Связистсене курссенче мар, тӳрех ӗҫре хатӗрлес пулать.

— Связистов надо готовить не на курсах, а прямо на практике.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Епле шутлатӑр, курссенче ҫынсене хӑвӑрт хатӗрлесе, калӑпӑр, тепӗр виҫӗ уйӑхран, вӑхӑтлӑха ҫыхӑну пама пулать-и?

— Как считаете: можно ли быстро подготовить людей на курсах и дать временную связь, скажем, месяца за три?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

1930 ҫулта Мускав хулинче квалификацине ӳстерекен курссенче пӗлӳ илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Директор ячӗпе – асӑну хӑми // Е. Петрова. Елчӗк Ен, 2018.05.05

Вӑл, алла пӑшал тытса, чылай фронтсенче ҫапӑҫнӑ, тытӑҫусем лӑпланнӑ вӑхӑтсенче командирсем хатӗрлекен курссенче, Аслӑ стрелковӑй шкулта вӗреннӗ.

Он с оружием в руках воевал на многих фронтах, в период затишья учился на курсах подготовки командиров, в Высшей стрелковой школе.

Аркадий Гайдар // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Ҫак кунсенче — эрнере пӗр хут техникӑна вӗренмелли курссенче занятисем ирттернӗ, вӗсене ирттерме кашни станицӑрах праҫнике кӗтнӗ пек хатӗрленнӗ.

В эти дни, один раз в неделю, проходили занятия технических курсов, в каждой станице к ним готовились.

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫак пункт Сергее уйрӑмах пӑшӑрхантарнӑ: курссенче занятисем ирттерме сентябрӗн 1-мӗшӗнче пуҫлама палӑртнӑ, анчах халӗ октябрь ҫитнӗ пулсан та, занятисем пуҫланман-ха.

Эта работа особенно беспокоила Сергея: открытие курсов намечалось первого сентября — на дворе уже стоял октябрь, а учеба еще не начиналась.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эсир курссенче вӗреннӗ, сире лайӑхрах курӑнать.

Вы курсы проходили, вам виднее.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Икӗ ҫул хушши курсантсене казармӑсенче пурӑнтараҫҫӗ, аслӑрах курссенче вара 3-4-шарӑн пурӑнмалли пӳлӗмлӗ общежитие куҫараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене — ҫарпа патриотизмла воспитани // Пирӗн пурнӑҫ. http://www.krchet.cap.ru/Publication.asp ... 19&size=20

Ҫӗрпӳри медицина ӗҫченӗсем хатӗрлекен курссенче икӗ ҫул вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Нимӗчкасси старости // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.08

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех