Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курнӑскер (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ те кашкӑр пекех иккен, — тет вӑл, Ҫӗпритунӑн хаярлӑхне хӑй тӳссе курнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унччен ҫамрӑксем умӗнче намӑс курнӑскер, Уканӗн хӳресӗр йыттине ертсе килсе, карта умне кӑкарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мӗнле шыв? — татах ыйтрӗ председатель, кӑштах тухтӑрсемпе пӗрле ӗҫлесе курнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан асӑрхамасӑр иртсе кайма мар, Матӗрне тӑнине пӑрахут ҫинченех курнӑскер, тӳрех ун патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тем те тӳссе курнӑскер, пит тӑрӑшса мӗкӗрленсе хускалчӗ те кивӗ «Волга», манӑн «салхуллӑ пуласлӑх» еннелле йывӑррӑн ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Эсекел, хальхинче каччӑ ӑҫтан тухса тӑнине лайӑх курнӑскер, шалтах тӗлӗнсе каять.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Белов летчик, 1942 ҫулта музее кӗрсе курнӑскер, ҫапла ҫырса хӑварнӑ:

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Нумаях пулмасть «Алёнка» пукане-матрешка тӗнче уҫлӑхӗнче пулса курнӑскер Шупашкара ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Космонавтика паттӑрӗсене сума суса // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60739

Ҫӗр ҫинче вӑтӑрмӗш ҫул кӑна пурӑнать пулин те, сахал мар йывӑрлӑх тӳссе курнӑскер, кӑмӑлне хытарма, лӑпкӑ пулма тахҫанах хӑнӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Эпӗ, ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чух ҫав ултав «пылакне» хам «тутанса» курнӑскер, пӗтӗм чун-чӗререн ҫакна хирӗҫлерӗм, вара вӑл мана: «Апла пулсан ӗмӗр-ӗмӗр пиҫ ҫавӑнта!» — терӗ те тамӑка тӗкрӗ те ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лена вара, пӗр кунтах ҫавӑн чухлӗ тӗлӗнтермӗш курнӑскер, хӑйӗн тӗлпулӑвӗсем ҫинчен шутласа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Сӑнран пӑхма вӑл тӗреклӗ пӳ-силлӗ, хӗрлӗрех питлӗ ҫын — хӑйӗн пурнӑҫӗнче цирк артисчӗн шӑпине пур енчен те астивсе курнӑскер пек туйӑнать.

Это был здоровенный, краснощекий малый, прошедший уже, как видно, всю иерархическую лестницу циркачей.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Иливан, ашшӗ сӑмахӗсене асра тытаканскер, Ҫӗрпӳ ҫыннисем мӗнле пурӑннине хӑй куҫӗпе курнӑскер, ку «пӑлхавҫӑсене» хӳтӗлеме тӑрать.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗнче таҫта та ҫитсе курнӑскер, вӑл кашнинпех «шыв пек» пуплет.

Всюду побывавший за свою долгую беспокойную жизнь, во всяких передрягах, с людьми он себя чувствует как рыба в воде.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑрҫӑ ӗҫне начар мар пӗлекенскер, Мускав ҫине темнҫе хут походпа килсе курнӑскер, вӑл ӑнланмасӑр тӑма пултараймарӗ: унӑн вырӑссемпе ҫапӑҫӑва кӗме хӑват ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Княжна, — терӗ Булат Ширин, ку хӗрарӑмсене маларах килсе курнӑскер.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах Тукай, ҫӗнӗ хулана пӗрререн пӗрре пырса курнӑскер, хӑйӗн ҫыннисенчен никама та тӗл пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иван, ку сценӑна ӗнер те курнӑскер, вӑрттӑнлӑхне пӗлесшӗн вӑшт-вашт хӑпарса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Клавдия Ивановна, кун пек чирлисене сахал мар курнӑскер, хӑюллӑрах пулчӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тукай, тин кӑна шар курнӑскер, ун сӑмахӗсем ҫине ним калама аптрарӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех