Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курмассерен (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ку хӗрарӑма кашни курмассерен чӗлхине ҫухатать темелле.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Мӗнле-ха пурнӑҫсем?» — тесе ыйтатпӑр Пӗр-пӗринчен курмассерен куллен.

Куҫарса пулӑш

Тӗлкӗшет сӳнми кӑваррӑн // Иван Чермаков. https://sutasul.ru/articles/literatura/2 ... -n-3451364

Кашни курмассерен — ҫӗнӗ ҫуркунне, ҫӗнӗ шевлесем, ҫӗнӗ хӗвел.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кашни курмассерен тин шӑтса тухнӑ, тин ҫеҫке ҫурнӑ чечек пек туйӑнать ӑна Васса.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Курмассерен сывпуллашнӑ чух е ҫырусен вӗҫӗнче «Вӑхӑтӑмӑра перекетлӗрех тыткаласчӗ» е «Хӑвна упра» тесе канашлатчӗ Петӗр.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Эсӗ бетон заводне те диспетчерсем патне ура тупанӗнчен вут кӑларса чупнине курмассерен чӗре ыратать манӑн.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кашни курмассерен Тима машин выляса илме ӗмӗтленни ҫинчен калатчӗ, вара кашнинчех ӑна папа лайӑх вӗренсен вӑл машинлӑх хӑй ӗҫлесе илме пултарни ҫинчен пӗлтеретчӗ.

Каждый раз при просмотре Тима говорил, что мечтает выиграть автомобиль, и каждый раз папа ему отвечал, что он может сам на него заработать, если будет хорошо учиться.

Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570

— Паллаштар та паллаштар, — тет вӑл мана кашни курмассерен.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Саншӑн тӗмсӗлсех ҫитсен, вӑл ӳкерчӗке эпӗ каҫса кайсах чуптӑваттӑм (хӑвна шкулта кашни курмассерен вара пуҫ ҫаврӑнса каятчӗ, чӗлхесӗрленсе те лараттӑм).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Сырлан пек сырӑнать вӗт, кашни курмассерен ҫапла.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кайран кашни курмассерен сана хӑнӑхса, юратса пытӑм.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пуп картишне ҫӗнӗ тӑрантас пырса кӗнине курмассерен хӗрелсе-шурса каять вӑл, хӑтисене пӑсма хӑтланса ҫӳрет, анчах ытла тарӑхнипе, кӗвӗҫнипе, намӑсланса пӗтнипе, шӑвӑҫ чуманпа тӑрса юласран хӑранипе мӑк-мак тукалать те йӗркеллӗ нимӗн те калаҫаймасть.

Стоит въехать в поповские ворота очередному тарантасу, как Ивук меняется в лице, а то начинает всяко поносить сватов и жениха! Но из-за ревности и злости толком не может выговорить ничего путного, а лишь моргает подслеповатыми глазками.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӗрӗссипе, унӑн хӗлле вӑрманта ӗҫленӗ хыҫҫӑн хӑйӗнпе сӑмахламан Ивана кӑшт хавхалантарас килчӗ: курмассерен тӑлӑххӑн пӑхать, такам кӳрентернӗ ҫын пек мӗскӗкӗн туйӑнать, чунне уҫас хамӑн каччӑнне, ман ҫинче усал ан шутлатӑр, терӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ахтупай пасарта тӗлӗнтермӗш япала курмассерен хӑйӗн тусне аса илчӗ: эх, ҫакна Северьяна кӑтартасчӗ!

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кашни тапхӑртах, Федька ашшӗ урам тӑрӑх почта хутаҫҫи йӑтса пынине курмассерен, манӑн пӗчӗкҫӗ йӑмӑкӑм, вӑл килессе вӑрахчен сыхласа тӑраканскер, чӳречерен пуҫне кӑларса ҫинче сассипе кӑшкӑрса ыйтатчӗ:

Каждый раз, когда Федькин отец проходил с сумкой по улице, моя маленькая сестренка, подолгу караулившая его появление, высовывала из окна голову и кричала тоненьким голосом:

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Анчах ҫак хӗрӗнни пек ҫӳхе туталлӑ арҫынна курмассерен ун чӗри хӑвӑрттӑн тапма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ана курмассерен хӗр чӗри йӗппе чикнӗ пек ыратса илетчӗ, кӗлетке тӑрӑх чӗтретсе хумсем чупатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ҫавӑнпа та ҫул ҫинче ҫынсем автобуса чарма алӑ ҫӗкленине курмассерен хӗр чӗри пӑлханса тапать, вӗсем хушшинче хӑйсен ялӗнчисене шырать.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Юлташӗсем те кашни курмассерен туя хӑҫан килмелли пирки ыйтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрий // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ӑна курмассерен чӗри чиксе илет.

Сердце колотилось каждый раз, когда она видел его.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех