Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курмарӗҫ (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах Микулапа Анук ниме те курмарӗҫ, хӑйсен тавра мӗн пур-па ҫука та ҫаврӑнса пӑхмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйсен калаҫӑвӗпе киленсе утаканскерсем, иртсе пыракансем ӗмӗрхи йӑмра айӗнчи ҫамрӑксене курмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Водоливӗ ырӑ кӑмӑллӑ этем пулнӑран кӑна вӗсем ытлашши йывӑрринех курмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чун савнине, тен, ҫӗнеймерӗҫ, Курмарӗҫ чӑнлӑхӑн йӗрне?

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫав хушӑра Миша та, Зина та пырса курмарӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ҫапла вӗсем хӑйсем каймалли ҫулӑн чылай пайне чиперех кайрӗҫ, нимех те курмарӗҫ.

Так, без особых приключений, прошли большую часть пути.

XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫултан пӑрӑнса вӑрмана кӗнӗренпе партизансем нимӗнле чӗрчун та курмарӗҫ.

За все это время, как партизаны свернули с дороги, им не встретилось ни единой живой души.

XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ловать ҫинче ачасем ҫӗнӗрен нимех те курмарӗҫ.

На Ловати ребята ничего нового не узнали.

XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Салтаксем вӑл кайнӑ еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗҫ, анчах никама та курмарӗҫ.

Солдаты оглянулись, но никого не увидели.

XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ялта вӗсем хӑйсемшӗн хӑрушшине нимех те курмарӗҫ пулас.

Вероятно, они ничего подозрительного в деревне не обнаружили.

XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Анчах ҫак социаллӑ ушкӑнсем ҫав вӑхӑтра нимӗнле улшӑнусем те курмарӗҫ тесе шутлани, вӗсем, капитализм вӑхӑтӗнче, тейӗпӗр, мӗнле пулнӑ, халь те ҫаплипех юлнӑ тесе шутлани йӑнӑш пулнӑ пулӗччӗ.

Но было бы ошибочно думать, что эти социальные группы не претерпели за это время никаких изменений, что они остались такими же, какими они были, скажем, в период капитализма.

II // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.

Лешсем пур еннелле те сӑнаса пӑхрӗҫ, анчах никама та курмарӗҫ: Валька ҫатан хыҫне пытанма ӗлкӗрчӗ.

Те оглянулись, но никого не увидели: Валька успел скрыться за плетнем.

V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Хамӑр полк командирӗ тӑшманӑн икӗ реактивлӑ самолечӗпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн пиртен пӗри те вӗсене урӑх курмарӗҫ.

После встречи командира полка с двумя вражескими реактивными истребителями никто из нас больше их не видел.

16. Фашистсен реактивлӑ самолечӗпе ҫапӑҫни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫул ҫинче партизансем пӗр ҫамрӑк хресчене те курмарӗҫ.

По дороге они не встретили ни одного молодого крестьянина.

30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ҫар объектисем сиен курмарӗҫ.

Военные объекты не пострадали.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Вӗсем мана курмарӗҫ.

Они меня не видали.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Юланутсем ӑна курмарӗҫ пулмалла.

По-видимому, всадники еще не заметили ее.

LХ сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫав хура мӗлке йывӑҫ вулли хыҫне пырса, йӑпшӑнса тӑнине те курмарӗҫ вӗсем тата Кассий Кольхаун вӗсене йӑлтах асӑрхаса юрату пирки тупа тунисене йӑлтах илтсе тӑнине те пӗлмерӗҫ.

Они не видели, как эта черная тень притаилась за стволом дерева, и не знали, что Кассий Кольхаун ловил каждое движение, каждое слово их любовных клятв.

XXXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Пӗрре статуя хыҫне пытанса, тепӗре тӗмӗсем тӗлӗпе утса, чечексем хушшипе шӑвӑнкаласа пыракан хура кӗлеткене те вӗсем курмарӗҫ.

Они не видели темной фигуры, которая скользила среди цветов, то прячась за статуей, то пробираясь через кустарник.

XXXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

«Таварта» вӗсем африка расин яланхи паллисене курмарӗҫ — ку паллӑ американецсен иккӗмӗш ӑрӑвӗнче ҫухалнӑ.

Они не находили в нем обычных признаков африканской расы, признаков, уже исчезнувших у этих американцев во втором поколении.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех