Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курманнисен (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрӗме вӑхӑтлӑха куҫ курманнисен интернатне вырнаҫтарса хам яла таврӑнтӑм.

Я вернулась в свою деревню, поместив дочь в интернат незрячих.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Пӗтӗмӗшпе илсен, ҫак хӑрушлӑ бастион пирки икӗ тӗрлӗ шухӑшлаҫҫӗ: пӗр тӗрлӗ шухӑшӗ ӗнтӗ вӑл ҫав бастионра нихӑҫан та пулса курманнисен шухӑшӗ, вӗсемшӗн пулсан, 4-мӗш бастион унта каякан кашни ҫыннах вилӗм кӳрекен вырӑн, тепӗр тӗрлӗ шухӑшӗ ӗнтӗ вӑл бастионрах пурӑнаканнисен шухӑшӗ, хайхи сарӑрах ҫӳҫ-пуҫлӑ мичман пеккисен шухӑшӗ, вӗсем вара сире 4-мӗш бастион ҫинчен каласа парас пулсан та, вӑл бастионра типӗ е ытла пылчӑк, землянкӑра ӑшӑ е сивӗ теме ҫеҫ пултараҫҫӗ.

Вообще же существуют два совершенно различные мнения про этот страшный бастион: тех, которые никогда на нем не были и которые убеждены, что четвертый бастион есть верная могила для каждого, кто пойдет на него, и тех, которые живут на нем, как белобрысенький мичман, и которые, говоря про четвертый бастион, скажут вам, сухо или грязно там, тепло или холодно в землянке и т. д.

Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

— Кунашкал эрехе вилме патне ҫитсен ҫеҫ ӗҫмелле, унта та пурин те мар, ӗмӗр картла выляманнисен, табак шӑршламаннисен, хӗрарӑм курманнисен кӑна…

Такое только перед смертью пить, да и то не всем, а таким, какие за всю жизнь в карты не играли, табак не нюхали, баб не трогали…

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Куҫ курманнисен хӑйсен профильлӗ «Сосны» /Мускав облаҫӗ/, «Машук» /Краснодар крайӗ/, «Солнечный берег» /Хура тинӗс/ санаторисенче сывлӑха тӗреклетес кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Куҫ курманнисен пӗрлӗхӗн кунӗсенче, пуху-канашлура Юрий Ефимович юсав укҫине тӳлемеллине, пухӑнса кайнӑ парӑма татмашкӑн кайран кансӗр пулассине аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Куҫ курманнисен обществи сӗннипе 35-100 ҫынлӑ предприятисенче, вӗсем пӗчӗк коллективсенче ытларах вӑй хума пултарнине тӗпе хурса, ку кӑтартӑва 1,5-пе чикӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пӗрремӗш ушкӑн инваличӗсене республикӑри уйрӑм Мускав облаҫӗнчи Волоколамск хулинчи куҫ курманнисен реабилитаци центрне 2,5 уйӑхлӑха ярать.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Куҫ курманнисен республикӑри уйрӑмӗ район-хулари пуҫламӑш 12 организацирен тӑрать: тӗслӗхрен, Шупашкар хулинчи - 800, Канашри - 234, Муркаш, Вӑрнар районӗнчисем 200 ытла ҫынна хӑйсен хӳттине илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Республика экономикине тӗреклетмешкӗн пултарнӑ тата май килнӗ таран хутшӑнатпӑр, - тет Юрий Ефимович. - Обществӑн виҫӗ предприятийӗ ӗҫлет. Шупашкарта газ плити валли электрозажигалка, оборудование розеткӑпа ҫыхӑнтармалли тӗрлӗ йышши шнур пухаҫҫӗ. Канаш хулинчи предприятире вырӑн таврашӗн пуххине, алшӑлли, ӗҫ тумӗ, йӑлара тата кулленхи ӗҫре усӑ курмалли щеткӑсем ӑсталаҫҫӗ. Малтанхи ҫулсенче картон цехӗ кал-кал ӗҫленӗ - торт курупкисем хатӗрленӗ. Самана таппипе тан пыраймарӑмӑр. Вӗсене илемлетсе кӑлармашкӑн тӗрлӗ тӗспе ҫапакан полиграфи оборудованийӗ пулманнипе асӑннӑ производствӑна хупма тиврӗ. Куҫ курманнисен Улатӑрти предприятийӗн саккасӗсемпе те мухтанмалли ҫукрах. Хальлӗхе рабочисем электрооборудовани чӗркемӗ хатӗрлеҫҫӗ, Чулхулари автозавод ыйтнипе тӗрлӗ йышши щетка ӑсталаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Анӑҫ пирӗн ҫӗршыва тӗрлӗ санкципе хуптӗрленӗ тапхӑрта мӗнлерех туяҫҫӗ хӑйсене Пӗтӗм Раҫҫейри куҫ курманнисен обществин республикӑри уйрӑмӗн членӗсем, вӗсене мӗн канӑҫсӑрлантарать?..

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Анчах та халичченех ялхуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ 40 пин ытла гектар ҫӗр усӑ курманнисен йышӗнче шутланать.

Однако до сих пор остаются необработанными более 40 тыс. га земель сельскохозяйственного назначения.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех