Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӗресне тайӑлтарса куркасем ҫине пыл ката-ката яраҫҫӗ.Наклонив бочонок, зацепил солидный кусок меда, опустил в чашку.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Акӑ ӗнтӗ куркасем те тулли, Михала пичче пурне те вӗсене алла тытма сӗнчӗ.
XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ял хапхи патӗнче ачасем хурӑн хуппине виҫ кӗтеслӗ каснӑ та пылак шыв ӗҫес тесе куркасем вырнаҫтараҫҫӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл куҫӗсене унталла-кунталла куҫаркаларӗ, унтан кӑшкӑрсах ячӗ: куҫ анлӑшне лекекен пур ҫӗрте те — ҫӳхе курӑк хушшинче — кубоксем, ҫӳхе мӑйлӑ вазӑсем, алтӑрсемпе куркасем тата фантастикӑлла савӑтсем лараҫҫӗ е айккӑн выртаҫҫӗ; вӗсен ылтӑн хӗлхемӗсем ҫӑлтӑр юхӑмӗлле сывлаҫҫӗ те йӑрлатаҫҫӗ тейӗн, вӗсен хушшинче пулӑсем кумаҫҫӗ, хура раксем йӑраланаҫҫӗ, улиткӑсем суккӑр мӑйракисене ҫӗкле-ҫӗкле ылтӑн япаласен хӗрринче шуса ҫӳреҫҫӗ, вӗсен айккисенче — курӑни-курӑнми хурса тухнӑн туйӑнакан чулсен тӗлӗнмелле эрешӗсем.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.
Емельянов пиҫнӗ шыва тӑхлан куркасем ҫине ячӗ те кашнинех пӗрер пӗчӗк канфет валеҫсе пачӗ.Емельянов разлил кипяток по оловянным кружкам и роздал всем по маленькой конфете.
14 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Александра Андреевна кӑвак чечеклӗ пысӑк куркасем ҫине чей тултарнӑ та пӳлӗмрен тухнӑ.Александра Андреевна разлила чай в большие чашки с синими цветами и вышла из комнаты.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Халӗ те-ха вӗсенчен хӑшпӗрисемсӗр пуҫне пурте Днепр утравӗсем ҫинчи хӑмӑшсем айне тӗрлӗ пурлӑх: куркасем, алтӑрсемпе алсуллисем пытарса хӑварнӑ; кӑна вӗсем кӗтмен ҫӗртен Сечь ҫине тапӑнас-тӑвас пулсан тутар ан тупайтӑр тесе пытарнӑ; анчах ӑна тупма тутара йывӑр пулнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен, хуҫи хӑй те ӗнтӗ ӑна ӑҫти чавса чикнине мана пуҫланӑ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫавра куркасем йӑсланаҫҫӗ пылпа; Ӳсет тӗмеске — ҫӳллӗ палӑк.
Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хунӑ юрӑ // Митта Ваҫлейӗ. Александр Пушкин. Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хывнӑ юрӑ. — Тӑван Атӑл, 1955, 1(55)№, 115–116 с.
— Акӑ, — Давыдов сӗтел ҫине порошоксем тултарнӑ банкӑсем, спиртпа шыв тултарнӑ куркасем лартрӗ тата пӗр татӑк пир хучӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Пӗрисем, кукӑр юпасем ҫине кушакла улӑхса, шурӑ фарфор куркасем ҫирӗплетсе лартнӑ; теприсем вӗсем хыҫҫӑн пралук карнӑ, улӑм тӑрӑллӑ пӳртсен ҫуначӗсем, пӗчӗк кантӑксем ҫине усӑнса аннӑ, нихҫан касман, нихҫан тураман ҫӑра ҫӳҫе аса илтерекенскерсем, айӗнче тӑрмашнӑ, вӗсем стенана пӑрапа шӑтарса «ҫип» тирнӗ — ҫапла каланӑ ун чухне кашни пӳртрен юпа патне каякан ҫинҫе пралука.
Пробошник // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вӑл йывӑҫ айӗнчи лупашкара вут чӗртнӗ хушӑра эпӗ ҫӑнӑх, какай, кофе, кофейник, ҫатма, сахӑр тата тимӗр куркасем йӑтса пытӑм та, Джим тӗлӗнсе хытсах кайрӗ: ҫак япаласене пурне те тухатса тупнӑ тесе шутлать вӑл.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗр кун хушшинче вӑл павильонра вырнаҫма ӗлкӗрчӗ; малай ҫынни пулӑшнипе хӑйӗн хаклӑ япалисене кӑларса хучӗ: кавирсем, йӑпӑрка-пурҫӑн, пархӑт-парча тумтирсем, хӗҫ-пӑшал, чашӑксем, финифтьпе эрешленӗ турилккесемпе куркасем, ӗнчӗ-ахахпа илемлетнӗ ылтӑн, кӗмӗл япаласем, янтарьтен, слон шӑмминчен касса кӑларнӑ пӗчӗк арчасем, кӗтеслӗ-кӗтеслӗ кӗленчесем, пылак ҫимӗҫсем, чӗлӗм туртмаллисем, тискер кайӑк тирӗсем, хальччен курман вӗҫен кайӑксен тӗкӗсем тата ытти тӗрлӗ япаласем, — вӗсенчен хӑшӗ-пӗри мӗн тума кирлине те пӗлеес ҫук, ӑнланаяс ҫук.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш куркасем хушшинче чӑтаймарӗ, ыйтрӗ:
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Инҫетре пӑхӑр куркасем пӗр-пӗрин ҫумне ҫапӑннӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ, вӗсем сливӑран вӗретсе тунӑ йӳҫеке аса илтереҫҫӗ, ҫӑварта вӑл уҫҫӑн каласа каяссӑн туйӑнать.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Куркасем чанкӑртатаҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ачасем сарлака юман ҫулҫисемле шӗшкӗ ҫулҫисенчен хӑйсем валли куркасем турӗҫ, — тискер вӑрманти илӗртекен япаласемпе тутлӑланнӑ шыв кофе вырӑнне питех аван каять, терӗҫ вӗсем.
14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
3. Эпӗ Иазанияна — Авациния ывӑлӗн Иеремийӑн ывӑлне — унӑн тӑванӗсене, унӑн пур ывӑлне, Рехавӑн пӗтӗм кил-йышне чӗнсе илтӗм те 4. вӗсене Турӑ Ҫуртне, Анан — Турӑ ҫыннийӗн Годолия ывӑлӗн — ывӑлӗсен пӳлӗмне илсе кӗтӗм, ҫав пӳлӗм улпутсен пӳлӗмӗ ҫывӑхӗнче, Турӑ Ҫурчӗн уратине хураллакан Маасейӗн, Селлум ывӑлӗн, пӳлӗмӗ тӑрринче вырӑнаҫнӑччӗ; 5. Рехав килӗн ывӑлӗсем умне эрех тултарнӑ кӑкшӑмпа куркасем лартрӑм та: эрех ӗҫӗр, терӗм.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах Ҫӳлхуҫа Ҫуртне илсе пынӑ кӗмӗлтен Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли савӑт-сапа, ҫӗҫӗ, сирпӗтмелли куркасем, трупасем, ытти ылтӑн-кӗмӗл савӑт-сапа туса хатӗрлемен, 14. кӗмӗле ӗҫ тӑвакансене парса тӑнӑ, унпа Ҫӳлхуҫа Ҫуртне юсанӑ, тирпей-илем кӳртнӗ.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ситтим йывӑҫӗнчен сӗтел ту, тӑршшӗ икӗ чике, сарлакӑшӗ пӗр чике, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пултӑр, 24. ӑна таса ылтӑн сӑр, ун тавра [эрешлесе] ылтӑн кӑшӑл ҫавӑр; 25. ун тавра ывӑҫ тупанӗ сарлакӑш шакӑлча туса ҫаврӑн, шакӑлчи тавра ылтӑн кӑшӑл ту; 26. ун валли тӑватӑ ылтӑн ункӑ ту та ункисене тӑватӑ кӗтесе унӑн тӑватӑ ури ҫумне ҫыпӑҫтар; 27. сӗтеле каштапа ҫӗклесе ҫӳреме каштине чикмелли ункисем шакӑлча ҫумӗнче пулмалла; 28. каштисене вара ситтим йывӑҫӗнчен ту, вӗсене [таса] ылтӑн сӑр, ҫакӑ сӗтеле ҫав каштасемпе ҫӗклесе ҫӳрӗҫ; 29. ҫаплах тата ун валли тирӗксем, тӗтӗркӗчсем, чашӑксем, ӑсса ямалли куркасем ту: вӗсене таса ылтӑнран ту; 30. сӗтел ҫине Ман умӑма яланах Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсем хурса тӑр.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1