Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунсем (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сире лайӑх туйӑмсем, чун-чӗре вӑйӗ, хастарлӑх, ӑшӑ, тӑрӑшулӑх тата темӗн чухлӗ телейлӗ, ҫутӑ кунсем сунатпӑр!» — суннӑ пуҫлӑх.

Желаем вам хорошего самочувствия, душевных сил, бодрости, тепла, заботы и ещё множество счастливых, ярких дней!» — пожелал глава.

Пушкӑртра 101 ҫулхи ветерана Валентина Потапована саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-02- ... an-3662124

Вӗсем Светлана садне тухаҫҫӗ, иртнӗ кунсем ҫинчен, паянхи кунсен телейӗшӗн пуҫӗсене хунӑ юлташӗсене аса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кунсем хулленех иртсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫурхи е ҫуллахи кунсем тепӗр чухне тем тери шӑрӑх пулсан та, вӑл яланах вӑрӑм ҫанӑллӑ кӗпепе ҫӳренӗ: ҫитӗннӗ хитре хӗр хӑйӗн илемсӗр аллине ҫынсене кӑтартасшӑн пулман.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Паллах, йӑласене ӗмӗрлӗхех хытса ларнӑ, ҫӗнӗ кунсем витмен, улӑштарайман япала вырӑнне хума ҫук.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тӗрӗслӗх ҫӗнтерчӗ, кунсем уяртрӗҫ, кӑкӑр тулли уҫҫӑнрах сывлать халӑх, ӗмӗтне ҫывӑхран курса, халиччен ҫӗр ҫинче ӗмӗрне пулман ырӑран ырӑ пурнӑҫалла хавхаланса ҫул тытать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫавӑнпа та малтанах пуҫламӑш кунсем пирки ыйтса пӗлес килет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Анчах та ҫав кунсем ҫынсене савӑнӑҫпа хаваслӑх ҫеҫ илсе килччӗр тесе тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Ҫумӑрлӑ кунсем хыҫҫӑн ҫанталӑк каллех уяртрӗ, анчах хӗвел пайӑркисем, ылтӑн тӗслӗ пулин те, ҫуллахи пек хӗртмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ленӑшӑн та, Хӗветӗршӗн те тӗлӗнмелле кунсем пуҫланса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вунпилӗк-ҫирӗм ҫул ҫак ялта пулса иртнӗ хӑрушӑ кунсем тухса тӑчӗҫ унӑн куҫӗ умне.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна йӑлӑхтарма ан тӑрӑшӑр, унсӑрӑн канмалли кунсем харама кайӗҫ.

Постарайтесь не выносить мозг второй половинке, иначе испортите все выходные.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑл пирӗн тапхӑра анлӑ илнӗ, Иртнӗ ҫулсем те, хальхи кунсем те публицист сӑмахӗпех тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Ачалӑх савӑнӑҫӗ, ырӑ та асран кайми кунсем

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Пулаҫҫӗ вӗт ӑнман кунсем.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Канмалли кунсем тӑватӑ куна тӑсӑлнӑ май нумайӑшӗ хуларан яла — тӑван киле каять.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Кантӑкран кинори пек курӑнса юлакан тавралӑх илемӗпе тата пысӑк хӑвӑртлӑхпа хирӗҫ килекен те вӑл ларнӑ автобуса хӑваласа ҫитсе иртсе каякан автомашинӑсемпе киленсе пырас вырӑнне ӑна иртнӗ кунсем аса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

«Хуран, хуран шуса иртрӗҫ Хура пӗлӗтсем, Хура йӗр ҫырса хӑварчӗҫ Хуйхӑллӑ кунсем…»

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ӗнтӗ шӑрӑх кунсем иртсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Алӑкра юратнӑ сӑна курсан вӑл унтан тахҫантанпах, кунсем, эрнесем, уйӑхсем тӗл пулса ҫав пӗртен-пӗр вӑрттӑн упракан сӑмаха илтессе кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех