Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кулӑпа (тĕпĕ: кулӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пичӗ-куҫӗ хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, савӑнӑҫлӑ кулӑпа ҫиҫет.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Унтан, вӗренрен вӗҫерӗннӗ юпах тиха пек, хӑйне ирӗке ячӗ, урам вӑййисене, клуба ҫӳрерӗ, каччӑсене ялан савӑк куҫӗпе илӗртрӗ, кулла — кулӑпа, тӑрӑхлава тӑрӑхлупа тавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Кайран, ӑсатнӑ чух, Тамарӑн куҫӗнче хаваслӑх хӗлхемӗ ҫиҫетчӗ, тути ырӑ кулӑпа илемленнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анютӑн хӑмӑр куҫӗ кулӑпа ҫиҫет.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ман кулӑпа тӗттӗм каҫ кисренетчӗ!

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Эсӗ тӳпери сасса тӑнланӑ май сан пит-куҫу кулӑпа ҫутални тусусемшӗн тӗлӗнмелли сӑлтав пулӗ.

И твои друзья станут удивляться, что ты смеешься, глядя на небо.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ку вӑл саншӑн кулӑпа ҫуталакан ҫӑлтӑрсемпе туслашни пулӗ!

У тебя будут звезды, которые умеют смеяться!

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кулӑпа ҫуталнӑ питӗнче тунсӑх паллисем сисӗнчӗҫ.

И он печально улыбнулся.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Георги вара, куҫӗнчен ҫеҫ сисӗнмелле кулӑпа телейлӗн ҫуталса, вӑтанса кайнӑ хӗре хулӗнчен тытать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Павӑл унӑн ӑшӑ кулӑпа ҫиҫсе тӑракан сӑнне, «пуҫна ан ус, савӑнӑҫлӑ пул», тенӗ пек ялкӑшакан куҫӗсене асӑрхарӗ те сасартӑках улшӑнса кайрӗ, кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Сулагаев ассӑн сывласа илчӗ те кӗҫех сӑн-питне ӑшӑ кулӑпа ҫутӑлтарчӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хавхалануллӑ хӗр унӑн сӑмахне хӑлхана чикмерӗ, сӑн-питне йӑлтӑркка кулӑпа чиперлетсе ырӑ шӑршӑллӑ утӑ кӑптӑкне ҫӳлелле ҫӗклеме пикенчӗ, вӑл йывӑр пулнӑран сенӗк аври картлам пек авӑнчӗ, вӗҫӗ ҫерем ҫинче каялла шуҫа-шуҫа кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Караҫӑм-ҫке! — пит-куҫне йӗрӗнчӗк кулӑпа нӗрсӗрлетрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Халь кулма та пултаратӑп, — чун-чӗрери ӑшӑ кулӑпа питне ялкӑштарчӗ Аркаш.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Инҫене каятӑр-и? — сӑн-питне ӑшӑ кулӑпа ҫутӑлтарса ыррӑн ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Таҫта сурӑхсем макӑрни илтӗнсен сӑн-питне айӑплӑ кулӑпа чиперлетнӗ хӗрарӑм тӑкӑрлӑкран ял варринелле сулӑнчӗ, хушшӑн-хушшӑн каялла пӑха-пӑха урамалла вӑраххӑн уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

— Ҫилленмерӗр пулсан тавтапуҫ сире, тавтапуҫ, — сӑнне ӑшӑ кулӑпа ҫутӑлтарса пуҫне сӑпайлӑн тайрӗ Лариса.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Укаслу сӑнӗ кӑшт ҫеҫ телейлӗ кулӑпа ҫуталса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ылтӑн! — хӗпӗртенине пытараймасӑр ӑшӑ кулӑпа ҫиҫсе хуравларӗ эпи-карчӑк.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем ӑна йӑл кулӑпа, савӑнӑҫлӑн кӗтсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех