Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вырӑс хӗрарӑмӗ йӗрӗнсе куласса кӗтрӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Куласса кулмӗҫ-ха, ҫапах — килте ларсах урине упраймасть тесе шутлама пулмасть-им?
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Куласса та темле ирӗксӗртереххӗн кулчӗ тата — темле суялӑх, вӑрттӑнлӑх пурри сисӗнчӗ».
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Фома ҫакна туйнӑ: вӑл ӗнтӗ ун патне кайсассӑн та, ӑна ӗлӗкхи тӗспе курас ҫук, иртнӗ калаҫу хыҫҫӑн унра мӗн те пулин улшӑннах ӗнтӗ, йышӑнасса та вӑл ӑна ӗлӗкхи пек йышӑнас ҫук, куласса та, темӗнле, шухӑша яракан, ӗмӗт-шанчӑк паракан куллипе кулас ҫук.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шӳтленӗ чух вӑл куласса ан кӗтӗр: унӑн сӑнӗ пачах улшӑнмасть, малтанхи пекех лӑпкӑ пулать, куласса кайран ҫеҫ, тепӗр чухне темиҫе кунтан тин кулать.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Эпӗ хуҫасем патне тавӑрӑнмастӑп, кукамай патне Кунавинӑна та каймастӑп тесе шут тытрӑм, эпӗ хам сӑмах панипе кукамая курма намӑс пулчӗ пулин те, кукаҫейӗ тата мантан мӑшкӑласа куласса пӗлсех хам сӑмаха тытса тӑраймарӑм.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унӑн пысӑк та хура-кӑвак куҫӗсем ӑшшӑн пӑхаҫҫӗ, куласса та кӑмӑллӑн кулать вӑл.Дружелюбный взгляд ее больших глаз и приветливая, открытая улыбка.
Вӗренес тени мӗне пӗлтерет? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Куласса култӑм та-ха, пуҫран вара шухӑш кая пӗлмерӗ: Аввакум ҫинчен эпӗ, паллах, илтнӗ-ха, анчах ӑна Ҫӗпӗре пуҫ янине, унтан вара таҫта Печора тӑрӑхӗнчи Ҫурҫӗрте ҫунтарса вӗлернине пӗлмен.
7 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Куласса та киревсӗр кулать: «хӑ-хӑ-хӑ-хӑ!»
Коростелевпа ытти ҫынсем хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пур // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӑл вара, ман ҫине тӳрех куҫран пӑхса: «Эпӗ итлетӗп, сӑмса пӗчӗк пулсан та, сӑмса ҫине картса хуратӑп. Куласса вара, эсир лайӑх вӑрҫнинчен кулатӑп. Чӗренех пырса тивет!» тет.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Унӑн куҫӗсем те, хусканӑ – вӗсем те Сергей Николаевичӑнни пекех, куласса та вӑл ун пекех ачашшӑн кулать.
44 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Анатолий Петрович куласса та хытӑ, савӑнӑҫлӑ кулатчӗ, ун пек чӗререн савӑнса кулнине эпӗ халиччен те курман.
Татах килте // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Калаҫасса вӑл сахал калаҫнӑ, куласса та сайра хутра ҫеҫ кулкаланӑ.
II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Хыттӑн калаҫас та килмест, куласса та эпир питӗ сайра та шӑппӑн кӑна кулатпӑр.Нам не хотелось даже громко разговаривать, да и смеялись мы очень редко, и то потихоньку.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл мӑшкӑлласа куласса кӗтрӗ Елена, анчах Павел сӑн-пичӗ салху та кӑмӑллӑ пулнине курчӗ…Она ожидала насмешки, подняла глаза и увидела перед собою печальное и дружелюбное лицо…
XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Унӑн якатса хунӑ пӗчӗкҫӗ те кӑмӑла каякан сӑн-пичӗн калӑпӑшӗнче шикленчӗклӗх тата мӑкалӑх пурри палӑрать; пӗчӗкҫӗ те пусса кӗртсе лартнӑ евӗрлӗ куҫӗсем тинкерсе те канӑҫсӑррӑн пӑхаҫҫӗ, куласса та вӑл канӑҫсӑррӑн, темӗнле кӗске те типӗ кулӑпа кулать.
XII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл темшӗн кӳреннӗ е темрен вӑтаннӑ пекрех тыткалать хӑйне; куласса та сахалрах кулать.Она казалась втайне огорченной или смущенной; она и смеялась меньше.
VI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Куласса лӑпкӑн кулкалать вӑл, пуҫне е пӗр енне ҫавӑрать, е тепӗр енне, хӑйӗнчен ыйтса пӗлекенсемпе те кӗскен ҫеҫ калаҫать.
II сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Ыйтусем ҫине вӑл хаваслансах хуравларӗ, анчах куласса тӑвӑнчӑклӑн та тутине темле чалӑштарсарах кулкаларӗ.На вопросы он отвечал охотливо, но улыбался туго и как-то вкось.
XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Куласса чӗреренех кулать-ха, анчах ҫӑра та касса тикӗслетнӗ пек вӗтӗ шӑлӗсене кӑтартнӑ чухне вӑл темле юри ҫавӑн пек кулма хӑнӑхнӑн туйӑнса каять.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
- 1
- 2