Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

краҫҫынпа (тĕпĕ: краҫҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман шутпа, ӑна малтан вӗлернӗ, вара краҫҫынпа сапнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Краҫҫынпа ҫуса тасатнӑ комбинезон таса, анчах шӑршлӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Вут илтернӗ чух бензинпа, краҫҫынпа, дизель топливипе тата хӑвӑрт илсе каякан шӗвексемпе усӑ курмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Правилӑсене ҫирӗпрех пӑхӑнмалла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11980 ... -kh-nmalla

Хӗрарӑм, татах пӑтӑр-пӑтӑр пӑтӑртаткаласа, хӑр-хӑр хӑрлаткаласа, ҫурӑм ӑшши тӑхӑнчӗ, краҫҫынпа ҫунакан хунар ҫутрӗ, вара вӗсем виҫҫӗшӗ те килхушшине тухрӗҫ те мухтамаллах мар, тольпе витнӗ, кивӗ, ҫуркаланчӑк пӗренисем тӗллӗн-тӗллӗн аврӑҫнӑ, витепе сыпӑннӑ сарая кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫунакан зажигалкинче вара — краҫҫынпа бензин хутӑшӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Апла пулин те Ула Тимӗр краҫҫынпа хутӑштарнӑ бензинне перекетлес тесе хальлӗхе зажигалкипе усӑ курас темерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗҫ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн станока краҫҫынпа ҫуса тасатмалла, ҫу сӗрсе ҫемҫетмелле.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл хӑй таварне ытла та час сутса пӗтеретчӗ, ӑна укҫалла ҫеҫ мар, супӑньпе, краҫҫынпа е эрехпе улӑштаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Краҫҫынпа мар, электричество токӗпе ҫутатать, — ӑнлантарчӗ йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Краҫҫынпа пулсан, Хусантан мар-ши лавҫӑ?

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вара пир татӑкне краҫҫынпа йӗпетрӗ те Павлушӑн ҫан-ҫурӑмне сӑтӑра-сӑтӑра тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Краҫҫынпа тырӑ улӑштарма пулать терӗн-и-ха эс, Хӗветӗр? — темскер тавҫӑрнӑ пек пулчӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Краҫҫынпа е тӑварпа тырӑ улӑштарса илме пулать, анчах хӑрушӑ, — шикленсе каларӗ Хӗветӗр.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӑварпа, супӑнь-шӑрпӑкпа, краҫҫынпа улӑштарма пулӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Туртмалли япалана тӑварпа та, краҫҫынпа та улӑштарма пулать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Халӑх аллине лекесрен, вӑл хӑйӗн склачӗсенчи пӗтӗм тулла краҫҫынпа сапса пӑснӑ, терӗҫ.

Говорили, что он на своих складах облил всю пшеницу керосином, чтобы народу не досталась.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑл сахӑрпа, кӑлпассипе, краҫҫынпа, канфетпа, тикӗтпе тата кваспа та сутӑ тӑватчӗ.

Они торговали сахаром, колбасой, керосином, кружевами и даже квасом.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫитӗ вӑхӑт — пирӗн те электрохунарсем пулӗҫ, халлӗхе вара краҫҫынпа ҫутатаканӗсене йӗркеллӗ тытмалла…

Придет время, и у нас будут электрические фонари, а пока надо керосиновые держать в порядке.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Чӑн та, краҫҫынпа ӗҫ тухсах кайман унӑн (те ҫитмен ҫав, те ытлашши пулнӑ, анчах кунта вӑл ҫулталӑкран ытла ӗҫлемен), ҫапах та райтоп директорӗ пулса тӑнӑ та районти актив шутӗнче тӑнӑ.

На керосине он, правда, прогорел (не то недостача, не то излишек, но больше года и здесь не работал), однако стал директором райтопа и числился уже в районном активе.

1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Ҫак калаҫу хыҫҫӑн вара Прохор Палыч райпотребсоюз магазинӗнче краҫҫынпа сутӑ тума тытӑннӑ.

И стал после этой беседы Прохор Палыч торговать керосином в магазине райпотребсоюза.

1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех