Шырав
Шырав ĕçĕ:
Манӑн кучер малтан турта хушшинчи лашан хулпуҫҫийӗнчен чӗркуҫҫипе пусса пӗкке икӗ хутчен силлесе илчӗ те, йӗнерчӗке тӳрлетрӗ, унтан каллех прешкерин чӗлпӗре айӗпе тухса ҫула май ӑна тутинчен тӗртсе хӑварчӗ те, вара кустӑрма патне пычӗ — пычӗ те, кустӑрма ҫине куҫне сиктермесӗр пӑхса, сӑхман арки айӗнчен ерипен сӑмсаран туртмалли табак коробки туртса кӑларса унӑн хуппине чӗнӗнчен тытса уҫрӗ, васкамасӑр коробка ӑшне хӑйӗн икӗ тачка пӳрнине чиксе ярса (пӳрнисем унӑн коробка ӑшне аран-аран кӗрсе вырнаҫрӗҫ), табака лутӑркарӗ-лутӑркарӗ те, малтанах сӑмсине чалӑштарса тытӑна-тытӑна шӑршларӗ; кашни шӑршламассеренех вӑл мекӗрленсе илчӗ, куҫӗсене хӗсрӗ, шывланнӑ куҫӗсене мӑч-мӑч хупса илчӗ те тарӑн шухӑша кайрӗ.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Йӗпне коробка тӗпне лартнӑ, коробкине кӗленчепе витнӗ.Стерженек укреплен на дне круглой коробки со стеклянной крышкой.
Компас // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Магазинлӑ коробка ствол коробки айӗнче вырӑнаҫса тӑрать.
Красноармеецсен винтовки // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Таня коробкӑна хӑех уҫма хӑтланчӗ, анчах коробка уҫӑлмасть.Таня стала открывать коробку, но только все пальцы перемазала в ржавчине.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Надежда Ивановна коробка туртса кӑларчӗ, эпир пурсӑмӑр та, коробка ӑшӗнче мӗн пур-ши, тесе пӑхма васкарӑмӑр.Надежда Ивановна достала коробочку, и все пошли смотреть, что у неё в коробочке.
Куҫук ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Шишкин таҫтан картонтан тунӑ коробка шыраса тупрӗ, икӗ шӑшие тытса ҫав коробка ӑшне лартрӗ те кӗсйине чикрӗ.Шишкин разыскал где-то картонную коробочку, посадил в нее двух мышей и сунул коробку в карман.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Вӗсем ҫерҫие коробка ӑшне хучӗҫ те коробкине виттипе хупрӗҫ, вара шӑтӑка ярса ҫӗрпе витрӗҫ.Они отнесли коробочку с воробьем к ямке, закрыли крышкой и засыпали землей.
Мӑн асламӑшне пытарни // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ҫак хута шуҫран тунӑ пысӑках мар коробка ӑшне чикнӗ те, коробкине тачӑ хупса лартнӑ.Записка была вложена в небольшую жестяную коробку, которую плотно закрыли крышкой.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Уҫҫи вырӑнне вӑл хӑйӗн упӑшкине пластмассӑран тунӑ шӑрпӑк коробки евӗрлӗ кнопкӑсемлӗ коробка тыттарчӗ.Вместо ключа она вручила мужу коробочку, вроде спичечной, но только из пластмассы и с кнопками.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Чернильница, коньяк графинӗпе виҫ-тӑватӑ черкке, пӗр коробка гавански сигара тата пӗр коробка спичка илсе килнӗ.Принесли чернильницу, графин с коньяком и несколько рюмок, коробку гаванских сигар и коробку спичек.
LХХХVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Унтан Володя куртка кӗсйинчен ҫӗмрӗк термометр кӑларчӗ, хӑйӗнпе йӑлтах мирлешнӗ амӑшӗнчен ҫаврака коробка ыйтса илчӗ те, градусник вӗҫне хуҫса, асӑрхануллӑн, коробка тӗпне йывӑр чӗркӗмӗл тумламне силлесе кӑларчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сысна какайӗнчен тунӑ консерва банки, пӗр пӗчӗк хутаҫ сахӑр, тӑвар тултарнӑ шӑрпӑк коробки тата чей тултарнӑ коробка пулнӑ.
27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Том сӑвӑса пистон коробки ӑшне, хальтерех ҫеҫ нӑрӑ валли тӗрме пулнӑ коробка ӑшне, хучӗ те, ачасем уйрӑлса кайрӗҫ, кашниех вара хӑйне хӑй ӗлӗкхинчен пуянтарах шутларӗ.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Икӗ бутылка шампански тата пӗр пысӑках мар коробка хӗрлӗ пулӑ вӑлчи.
Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.
Хӗр сӗтел ҫине темӗнле коробка хучӗ, Вӗҫелиса хӑлхаран туртма пуҫларӗ.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Стрелка ҫаврака коробка ӑшӗнче, шӗвӗр йӗп вӗҫӗ ҫинче ҫаврӑнкаласа тӑрать.
Компас // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Ачасем коробка илсе пычӗҫ те унта ҫырусене, «Киндертан» тухнӑ теттене, попрыгунчик мечӗкне хучӗҫ.Ребята принесли коробку и положили туда письма, игрушку из «Киндера», мяч с попрыгунчиком.
Мул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/621
Ксюша коробка патне пычӗ.
Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616
«Тамагочи пекех ку йыт ҫӳри, перезапуск кнопки ҫук ҫех», – терӗ те ыйхӑллӑ Ксюша коробка патне пычӗ.
Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616
Сергей кӗсйинчен темӗнле шӑвӑҫ коробка кӑларчӗ, тӳме пекки ҫине пусрӗ те, шыва кӗлте пек ҫутӑ ӳкрӗ.
«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.