Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

комендантран (тĕпĕ: комендант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр сехетрен, Гриневӑпа сывпуллашса уйрӑлнӑ хыҫҫӑн, вӑл комендантран ҫула каймалли документсем илме тесе, станцӑна каялла таврӑнчӗ.

Через час, простившись с Гриневой, Фролов вернулся на станцию, чтобы поскорее оформиться у коменданта.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Комендантран темӗн тилмӗрсе ыйтакан хӗрарӑмсемпе арҫынсен ушкӑнӗ ҫаксене пурне те хытса кайнӑ куҫсемпе пӑхать.

Кучка женщин и мужчин, добивавшихся чего-то у коменданта, смотрела на все это остекленевшими глазами.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Анчах гитлеровецсем комендантран ҫирӗп приказ илнӗ пулас, пачах килӗшмерӗҫ:

Но гитлеровцы, видимо, получили строгий приказ от коменданта и категорически запротестовали:

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Комендантран, камран пултӑр тата?

— У коменданта, у кого же!

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Шупка пӗлӗт татӑкӗсемпе сапӑнса тулнӑ кӑвак тӳпе ҫине тата катари симӗс-кӑвак йӗрпе тӑсӑлнӑ ҫыранӑн шурӑ маяк башниллӗ сӑртпа пӗтекен инҫетри Крым ҫерӗ ҫине пайтах вӑхӑт хушши пӑхса тӑтӑм, Геленджика миҫе сехетре тухса каяссине комендантран ыйтса пӗлес тесе, эпӗ Фанагори крепоҫне тухса утрӑм.

Полюбовавшись несколько времени из окна на голубое небо, усеянное разорванными облачками, на дальний берег Крыма, который тянется лиловой полосой и кончается утесом, на вершине коего белеется маячная башня, я отправился в крепость Фанагорию, чтоб узнать от коменданта о часе моего отъезда в Геленджик.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех