Шырав
Шырав ĕçĕ:
Р… княжнапа.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ун сӑмахӗнчен эпӗ княжнапа хам ҫинчен хулӑра тӗрлӗ киревсӗр сас-хура сарӑлнине ӑнлантӑм: уншӑн Грушницкие ахалех иртмӗ-ха!
Июнӗн 7-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Грушницкий княжнапа пӗрле вӑл темӗн ҫав тери хӗрӳллӗн калаҫать; лешӗ ӑна сӳрӗккӗн итлет, веерне тути патнерех тытса, аяккалла пӑхать; унӑн пит-куҫӗнче чӑтӑмсӑррӑн кӗтни курӑнать, куҫӗпе йӗри-тавра такама шырать вӑл; эпӗ, вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине итлес тесе, хуллен кӑна хыҫалтан пырса тӑтӑм.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Эпӗ княжнапа иксӗмӗрӗн мазурка ташшине пуҫламалла пуласран хӑратӑп-ха, пӗр фигура та йӗркеллӗн пӗлместӗп вӗт эпӗ…— Я боюсь, что мне с княжной придется начинать мазурку, — я не знаю почти ни одной фигуры…
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хамӑн ҫепӗҫлӗхе, хамӑн ӑш вӑрканине, хавасланнине ҫав тери чӗррӗн кӑтартса патӑм; унӑн характерне, вӑл мӗн тунисене ҫав тери лайӑх енчен кӑтартса патӑм та, унӑн вара ирӗксӗрех эпӗ княжнапа ытла ҫепӗҫленсе калаҫнине каҫармалла пулчӗ.
Июнӗн 4-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑвӑр тата княжнапа ӑна вилӗмрен хӑтарнӑ майпа ҫеҫ паллашас теттӗрччӗ.А еще хотели не иначе знакомиться с княжной, как спасши ее от верной смерти.
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Юлашкинчен мазурка янраса кайрӗ; эпир княжнапа пӗрле лараттӑмӑр.
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Каласах хӑварам-ха: ыран ресторацире бал пулать, унта манӑн та пулмалла, эпӗ хайхи княжнапа мазурка ташлатӑп.Кстати: завтра бал по подписке в зале ресторации, и я буду танцевать с княжной мазурку.
Майӑн 21-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кунти чӗлхепе балкӑсем текен шырлансенчен пӗрне ансан, эпӗ лашама шӑварма чарӑнтӑм; ҫак хушӑра ҫул тӑрӑх шавлӑ та чаплӑ кавалькада кунталла килнине куртӑм, хӗрарӑмсем хура та кӑвак амазонкӑсемпе, каччисем вара черкессенни пек те мар, чул хуларисенни пек те мар, темле тумтир тӑхӑннӑ; малта Грушницкий Мери княжнапа пырать.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
- 1