Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кичемлӗх, сивӗ те усал кичемлӗх пур ҫӗртен те сывласа тӑрать: лапра юрпа витӗннӗ ҫӗр ҫинчен, крышӑсем ҫинчи кӑвакрах тӗслӗ юр кӗрчӗсенчен, ҫуртсен аш тӗслӗ кирпӗчӗсенчен, кичемлӗх трупасенчен кӑвак тӗтӗм пек тухса, кӑвакрах тӗслӗ, лутра, пушӑ пӗлӗтелле шӑвать; лашасенчен кичемлӗх йӑсӑрланса тӑрать, кичемлӗхпе сывлаҫҫӗ ҫынӗсем.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кичемлӗх, кичемлӗх, — хӑвӑрах куратӑр: тусанлӑ коридорсем — тусанлӑ ҫутӑпа, унта ҫунса кӗлленнӗ чунсем кичемлӗхрен анасла-анасла ҫапкаланса ҫӳреҫҫӗ.
Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Санин ӑна йӑпатма пуҫларӗ, ачисем ҫинчен аса илтерчӗ, сирӗн ҫамрӑклӑх халӗ ӗнтӗ вӗсем ҫине куҫрӗ, терӗ; эсир мухтава та тивӗҫлӗ тесе ӗнентересшӗн пулса ӑна тӑрӑхласа илчӗ, анчах фрау Санина, пӗртте шӳт тумасӑрах, «калаҫма чарӑн-ха эсӗ» тесе ыйтрӗ, вара Санин ҫавӑн пек кичемлӗхе, ватӑлса пынине сиссе илнин кичемлӗхне нимӗнпе те йӑпатма, сирсе яма ҫуккине пӗрремӗш хут туйса илчӗ; ҫак кичемлӗх хӑй тӗллӗн иртсе каясса кӗтмелле.
XIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Агрономӑн кунтан каяс та килмест: вӑл пучахсемпе ҫитес ҫулччен сывпуллашать, ӑна кӑштах кичем те пулать, анчах та ҫав кичемлӗх савӑнӑҫлӑ, шанчӑксемпе хутӑшать; вӑл кичемлӗх чӗре тӗпӗнченех тухаканскер.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Маншӑн пит паллӑ: вӗсене кичемлӗх пусса пӗтерсе тӑрать, кичемлӗхӗн пурне те путарса илекен вӑйне хирӗҫ кӗрешесси ӑнӑҫсӑр пулнӑран ҫеҫ ҫынсем ҫавӑн пек усаллӑн та ӑссӑрӑн выляса киленсе хӑтланаҫҫӗ, тесе ӑнлантарса паратӑп эпӗ хам ӑссӑн.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Юлашкинчен, эсир вилместӗр-тӗк, юратакан арӑмӑр, сирӗн чирӗр вӑхӑтӗнче ҫирӗм каҫ ҫывӑрманскер (ҫакӑн ҫинчен сире вӑл тӑтӑшах аса илтерет), чирлесе ӳкет, типсе хӑрма тытӑнать, асапланать, мӗнле те пулин ӗҫ тума пушшех пултарайми пулса каять, вара, сире, йӗркеллӗ сывлӑхлӑ пулса тӑнӑскере, хӑйне хӑй уямасӑр юратнине ӑшӑ кӑмӑллӑ кичемлӗхпе кӑна палӑртать, ҫак кичемлӗх кӗтмен-туман ҫӗртен хӑвӑр ҫине те, ыттисем ҫине те куҫать.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак сасартӑк ҫуралнӑ, ӳт-пӗве туймалла кичемлӗх таҫтан аякран, тӗтре пек килнӗ; хӑлхасене хупласа, куҫсене курми туса, ҫав кичемлӗх ывӑннӑ пек туйӑнтарнӑ, чир-чӗр, вилӗм ҫинчен шухӑшлаттарса хӑратнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Монастырь тӗлӗнче ҫур тӳпене хупланӑ хура-кӑвак пӗлӗт хускалмасӑр ҫакӑнса тӑнӑ, ҫавна пула таврана ҫӑра, нӳрлӗрех пӑчӑ кичемлӗх пусса тӑнӑ, ку кичемлӗхе чансем пӑхӑр сасӑпа кӑшкӑрни те хускатма пултарайман.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Кичемлӗх — вӑл ҫынсенчен килет; вӗсем пӗр ҫӗре пухӑнса тулаҫҫӗ те, вара кичемлӗх пуҫланса каять.— Скука — от людей; скучатся они в кучу, и начинается скука.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Фарфортан тунӑ пек курӑнакан ҫын хута ӑшшӑнах та, сиввӗнех те мар вуларӗ, унӑн тикӗс сасси зала кичемлӗхпе тултарчӗ, ҫав кичемлӗх ҫавӑрса илнипе ҫынсем хытнӑ пек пулчӗҫ, ним хускалмасӑр ларчӗҫ.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫынсем вӗсем ҫине чӗнмесӗр пӑхаҫҫӗ те, нӳрӗ сывлӑш ҫӑта-ҫӑта, хӑйсен чунӗсене тӳсме ҫук йывӑр кичемлӗх ӑшне путараҫҫӗ, ҫав кичемлӗх, кӗтессе пӑрахнӑ кӑшт ҫеҫ мӑкӑрланса выртакан йӗпе те вараланчӑк тутӑр татки пек, шухӑша сӳнтерсе хурать…
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ун куҫӗ умӗнче пурнӑҫ икӗ пая уйрӑлнӑ: пӗри ӗҫпе кичемлӗхрен тӑнӑ — ӗҫ те, кичемлӗх те уншӑн пӗрех пулнӑ; тепри — канлӗхпе тӳлек савӑнӑҫ пулнӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пуянлӑх вӑл — кичемлӗх те хуйхӑ, кичемлӗх те хуйхӑ.
35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Мӗншӗннине хам та пӗлместӗп, анчах Нина Васильевна алӑран тытсанах, манӑн ыратни те иртсе каятчӗ, кичемлӗх те таҫта кайса кӗретчӗ.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Кичемлӗх — искусство тӑшманӗ, тенине пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех пирӗн хӑш-пӗр писательсем вулама кичем романсемпе повеҫсем ҫырчӗҫ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Пӗтӗм кичемлӗх сирӗлет, урасем ҫемӗ майӑн шукалаҫҫӗ ҫеҫ.
3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Ҫапах темле кичемлӗх кӑшлать ун чӗрине.
2 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Ҫавна пула мана кӑштах кичемлӗх пусать.
XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Те ухмахла шухӑшсем, те кичемлӗх.
9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫывӑхрахри йывӑҫсем ҫеҫ «курса юлӑр ӗнтӗ пире, эпир те кӗҫех каҫ тӗттӗмлӗхӗнче ирӗлсе-шӗвелсе, хура чатӑр хыҫне пытанса ҫухалӑпӑр» тенӗ пек ҫумӑр шывӗпе кӳпченӗ юлашки ҫулҫисемпе юлашки вӑйне пухса сывпуллашнӑн выляткаласа, ҫапкалашкаласа, кичемлӗх, хура тунсӑх кӗвви ӗнӗрлеҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.