Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗртмен 4-мӗшӗнче «Кореец» «Гиляк» тата «Бобр» канонер киммисемпе пӗрле тата союзлӑ канонер киммисемпе Дагу фортсемшӗн пынӑ ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ, унта ӑна 6 снаряд тивӗртнӗ, 9 ҫын вилнӗ, 20 аманнӑ.
Кореец (канонер кимми) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BE%D ... %BC%D0%B8)
Тӑвалла пӗр харӑсах виҫӗ ҫулпа хускалса кайрӗ нумай пин ҫынлӑ вырӑс ҫарӗ: утлӑ ҫар — Атӑлӑн сылтӑм енӗпе, ҫуран ҫар — сулахай ҫыран тӑрӑх, Галич ҫулӗпе, ҫар киммисемпе ладьясем — Атӑл варрипе.
7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Визирь чӑнахах та Виддина пашан киммисемпе усӑ курма шутланӑ, анчах вӗсем вырӑнта пулманнипе визирь Рущук патнелле кайнӑ.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Пурте ҫуран та, утпа та ҫӳресе курнӑскерсем; вӗсем Анатоли ҫыранӗсем, Крымри тӑварлӑ вырӑнсемпе ҫеҫенхирсем, Днепра юхса кӗрекӗн мӗнпур пысӑк тата пӗчӗк ҫырмасем, мӗнпур заливсемпе Днепр утравӗсем тӑрӑх ҫӳренӗ, Молдави, Волоша, Турци ҫӗрӗсенче пулнӑ, козаксен икӗ рульлӗ киммисемпе Хура тинӗс урлӑ пур ҫӗрте те каялла-маялла каҫнӑ; пӗр харӑс аллӑ кимӗ ҫинче ларса пырса питех те пуян тата питех те ҫӳллӗ карапсене тапӑннӑ, туроксен сахал мар галерне шыва путарнӑ, хӑйсен ӗмӗрӗнче нумай-нумай тар персе пӗтернӗ; ют ҫӗршывран кӳрсе килнӗ хаклӑ йышши пусма-тавара пӗрре кӑна мар ура тӑли валли ҫурнӑ; йӗм кантӑри патӗнчи енчӗкӗсене пӗрре кӑна мар йӑлтах таса кӗмӗл тултарнӑ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хӑйсен пӗчӗк ҫеҫ киммисемпе тинӗсе тухакан пулӑҫсем Тёмӑпа ытти ачасене темле ҫурма турӑсем пекех курӑнаҫҫӗ.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӑл ним хайласӑр та ансат сӑмахсемпе казаксен ӗлӗк-авал патша ҫарӗсене харсӑррӑн тустарнӑ, вӑрӑ-хурахсен киммисемпе Донпа Атӑл тӑрӑх ҫӗмӗрттерсе ҫӳренӗ, тӑмхаллӑ патша карапӗсене ҫаратнӑ, купцасене, боярсемпе воеводӑсене унтан-кунтан пайтах «хыпашласа пӑхнӑ», инҫетри Ҫӗпӗре пӑхӑнтарнӑ ватӑ аслашшӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ…
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсем хушшинче пуянсен-помещиксен пӗр ушкӑнӗ пур, вӗсем кунта ҫемйи-ҫемйипех хӑйсен хура парӑс карнӑ пысӑк киммисемпе килнӗ.В больших джонках с черными навесами приехали богатеи и их семьи.
Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.
Ҫавӑнпа та кунти ҫыран хӗрне материкра пурӑнакан тискер этемсем хӑйсен киммисемпе килсе ҫӳренинчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук.И поэтому нет ничего удивительного, что живущие там дикари подъезжают в своих пирогах к его берегам.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫырма тӑрӑх тискер ҫынсем пирӗн пата хӑйсен валашка пек киммисемпе ишсе анма пултарасран шиклентӗм эпӗ.Я боялся, что вниз по реке к нам могут спуститься в своих пирогах дикари.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ку вӑхӑталла пӗтӗм тинӗс пулӑ тытма тухнӑ пулӑҫсен киммисемпе тулнӑ.Тем временем уже все море покрылось рыбачьими шаландами, вышедшими на лов.
XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Дунай шывӗ хӗрринчен хӑйсен пысӑк хура киммисемпе ишсе таврӑннӑ пулӑҫсем «Потёмкин» Констанца хулине ҫитсен ирӗксӗрех Румыни правительстви аллине парӑнмалла пулни ҫинчен хыпар илсе килнӗ.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
- 1