Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килӗшсе (тĕпĕ: килӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗпе эрешлӗхне тата ӗлккен хушпупа тухья капашне пӑхсан ⎼ ку тум, сапах та, анат енчисен йӑлипе килӗшсе тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Чи пахи ⎼ питӗ типтерлӗ те хӳхӗм тӗрӗ кӗпен шурӑ анлӑхӗпе килӗшсе тӑни.

Куҫарса пулӑш

Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫи-пуҫ кӑнттам пулман, ниҫтан та хӗсмен, хусканусем тума кансӗрлемен ⎼ ҫакӑ чӑвашсен илемлӗх виҫипе, кӑмӑл-сипечӗпе килӗшсе тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

«Extreme Beauty: The Body Transformede» (2001), вӑл вӑхӑт иртнӗҫемӗн улшӑнса пыракан кӗлетке илемӗн идеалӗсене тата ҫӗнӗ модӑпа килӗшсе тӑмашкӑн кӗлеткене улӑштармалли майсене кӑтартать;

«Extreme Beauty: The Body Transformed» (2001), которая отражает меняющиеся со временем идеалы физической красоты и способы изменения тела, чтобы соответствовать новой моде;

Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)

Сасартӑк йога килӗшсе кайрӗ, йога шкулӗ те тӳрех тупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн йӗри-тавра информаци пайтах…» // Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/1728

Тепӗр оппонентсем статья пирки тата ҫивӗчрех каланӑ: «Вулакансемшӗн те, фактсене тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхма кӑмӑл тунӑ журналистсемшӗн те питӗ сахал май паракан тирпейсӗр омлет», «…нимӗнле майпа та тӗрӗслеме май паман япала, шел те, тӗпчев журналистикинче чапа тухнӑ тунӑ хыҫҫӑн ку хальхи вӑхӑтра Херш ҫирӗплетмен кавар теорисем енне илсе каякан ҫул ҫине пӑрӑннипе килӗшсе тӑрать».

Другие оппоненты высказывались по поводу статьи ещё более остро: «Неряшливый омлет, предоставляющий слишком мало и читателям, и журналистам, пожелавшим перепроверить его факты», «…не выдерживает проверки и, увы, соответствует недавнему повороту Херша от сделавшей его известным расследовательской журналистики к неподтвержденным теориям заговора».

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Студент каланӑ тӑрӑх, условисемпе килӗшсе, вӑл ӗҫ криминаллӑ характерлӑ пулнине пӗлмен.

Со слов студента, соглашаясь на условия, он не подозревал, что работа имеет криминальный характер.

Пишпӳлек районӗнче мошенниксен схемине хутшӑннӑ курьера тытса чарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/pravo-tata-zakon ... rn-3642627

«Пӗр-пӗрин сӑмахне тӑнласа пурӑнни, пӗрне-пӗри ырӑлӑх туса тӑни пурнӑҫа хӑват парать. <…> Килӗшсе ӗҫленӗ ӗҫ пысӑк усӑллӑ – ҫакна пӗлсе тӑрӑр», – тенӗ Аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев.

«Пӗр-пӗрин сӑмахне тӑнланса пурӑнни, пӗрне пӗри ырӑлӑх туса тӑни пурнӑҫа хӑват парать… Килӗшсе ӗҫленӗ ӗҫ пысӑк усӑллӑ – ҫакна пӗлсе тӑрӑр», – тенӗ Аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Саккун кӑларакан кӑҫалах асӑннӑ сферӑра ӗҫ-хӗл пурнӑҫлас тӗлӗшпе ҫыхӑннӑ хушма требованисем палӑртрӗ, ҫакӑ тӗрӗс те, вӑл пурнӑҫри уйрӑмах кирлӗ пулӑшу ӗҫӗсем кӳмелли пахалӑх стандарчӗсемпе килӗшсе тӑрать тата ҫак рынокри тӳрӗ мар кӑмӑллӑ сӑпатсенчен сыхланмалли шанчӑклӑ хӳтӗлев шутланать.

Уже с этого года законодатель установил дополнительные требования к осуществлению деятельности в данной сфере, что правильно, отвечает современным стандартам качества оказания жизненно важных услуг и является заградительным барьером для недобросовестных игроков на этом рынке.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Юлашкинчен вӗсем Актай патне кайма килӗшсе татӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пурте Хура Ҫимуна колхоза йышӑнма килӗшсе алӑ йӑтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куна та-ха эшелон начальникӗпе калаҫса килӗшсе ҫеҫ хамӑр ушкӑнран маларах тухса килтӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр ҫемьерех килӗшсе пурӑнаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сантӑркка патне кӗрсе тухма шутланӑччӗ вӑл, анчах апла килӗшсе кайман пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ваше сиятельство, эсир калакан хакпа килӗшсе, укҫине ҫак самантрах парса татакан хуҫа тупма хӗн пулмӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерукпа килӗшсе, упӑшкине унта ертсе кайма хушнӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсир Ванюк телейӗшӗнех-и иксӗр тӗл пултӑр, — килӗшсе сӑмах хушрӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пысӑк хак пурне те илӗртрӗ, анчах нихӑшӗ те килӗшсе сасӑ пама хӑймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, миҫе хутчен чӗнчӗ вӑл, эпӗ катемпи пек тӑрса ирттертӗм. Мӗншӗн маларах килӗшсе сасӑ памарӑм-ши?

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Апатлансан ман ҫине пӑхса: «Коля, ывӑлӑм, ҫитӗ пуль вӗренсе. Ӗҫе кайма вӑхӑт ҫитрӗ. Ыран ӗне ферминче лавҫӑра ӗҫлеме тытӑнатӑн, эпӗ ферма пуҫлӑхӗпе килӗшсе татӑлтӑм», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех