Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килӗшрӗр (тĕпĕ: килӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана эсир ҫав тери килӗшрӗр, К. В. Иванов ҫырса кӑтартнӑ Нарспи пек туйӑнтӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Э-э, ҫук, — тет вӑл, — эсир мана пит килӗшрӗр, ҫавӑнпа сирех хам тарҫӑ тӑватӑп…

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килсе ҫӳрӗр ҫапла, ан ютшӑнӑр, килӗшрӗр эсир мана, — терӗ вӑл, малтанхиллех кулкаласа.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эсир, эпӗ мӗнешкел неврастеник, миллионҫӑ пулнине пӑхмасӑр, манӑн мулӑма хӑвӑр аллӑра илме килӗшрӗр, мана ӗҫ-хӗл шухӑшӗсенчен, хӑлаҫланусенчен, кунсенчен, сехетсемпе минутсенчен хӑтартӑр, анчах виҫӗ ҫул хушшинче тӗп мула вӑтӑр ҫичӗ хут пысӑклатрӑр.

Вы, имея дело с таким неврастеником-миллионером, как я, согласились взять мой капитал в свое ведение, избавив меня от деловых мыслей, жестов, дней, часов и минут, и в три года увеличили основной капитал в тридцать семь раз.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

 — Эсир лётчиксене килӗшрӗр.

 — Вы лётчикам понравились.

5. Ҫӗнӗ частьри пӗрремӗш каҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Астӑватӑр-и, эсир хӑвӑр та ку утрав ҫинче радиоран паха япала пулас та ҫук, тесе килӗшрӗр вӗт.

Помните, вы сами согласились, что радио на этом острове незаменимо.

Юлашкинчен калани // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Килӗшрӗр!

— Рядились!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Ах, ан хирӗҫлӗр-ха, ан хирӗҫлӗр-ха! — терӗ Леноре фрау йӑлӑнса: — эсир килӗшрӗр ӗнтӗ!

— Ах, не отказывайтесь, не отказывайтесь! — промолвила фрау Леноре умоляющим голосом, — вы уже согласились!

XXIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Мӗнле ҫавнашкал тискер ҫын патне кӗрешме килӗшрӗр вара эсир?

И как вы решились определиться к такому чудовищу?

XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех