Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл шӑпах унта ҫакӑнса тӑрать, — килӗшнӗн шантарчӗ Архипов.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Кашкин килӗшнӗн пуҫне сулса илчӗ, пит-куҫне пӗркелентерчӗ, айӗнчи сак хӑмине чӗриклеттерчӗ.
52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫапах та — темшӗн тата — Ҫтаппана ҫуркуннехи йӑптӑх тумтирех килӗшнӗн туйӑнса тӑрать.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫынсем, Укапи сӑмахне илтсен, унпа килӗшнӗн пуҫӗсене сӗлтеҫҫӗ те ним сӑмах чӗнмесӗрех аяккалла пӑрӑнаҫҫӗ.
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ну, юрать, — Бекекопа темӗнле ыйту тӗлӗшпе килӗшнӗн сӑмахларӗ Горн, — эпӗ саншӑн тӑшман мар-ҫке.— Ну, хорошо, — как бы соглашаясь в чем-то с Бекеко, продолжал Горн, — я ведь тебе не враг.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Винсента Хуарецӑн куҫӗсем чӗрӗ, вичкӗн, тахҫан нумай арҫынна тӗлӗкре канӑҫсӑрлантарнӑ пулин те, — вӑл упӑшкипе килӗшнӗн унпа пӗрле ассӑн сывлакалать те — вӑрттӑн вара Ван-Конет енче.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Громов килӗшнӗн кулса пӑхрӗ те пуҫӗпе икӗ хут сӗлтрӗ.
Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.
Гелли питӗнче кулӑ палӑрчӗ, вӑл килӗшнӗн пуҫне сӗлтрӗ те пӑрӑнса утрӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Валет унпа килӗшнӗн пуҫне сулчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Хм, хм! — текелерӗ Володя кайма килӗшнӗн.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вавила хӑйне ҫапса ярасран шикленсе, Тиунов унпа килӗшнӗн хуравлать:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Аниҫҫе сасартӑк тӳрленсе тӑчӗ те, лӑпкӑн йӑл кулса, кӑшт кулӑшларах пӑхса илчӗ, — Корнее ку тӗлӗнтерчӗ, — Аниҫҫе ҫапла туни вӑл тин ҫеҫ мӗн калаҫнипе те, унӑн яланхи чӗмсӗрлӗхӗпе те (вӑл пурнӑҫри йывӑрлӑхсемпе те, упӑшкин кӑмӑлӗ йывӑр пулнипе те килӗшнӗн туйӑннӑ ӗнтӗ) пачах ҫыхӑнмарӗ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
- 1