Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килӗшеттӗм (тĕпĕ: килӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ӑна килӗшеттӗм пулас, вӑл мана хӑйпе пӗрле уҫӑлма илсе ҫӳретчӗ: ҫак чакӑл тӑва пӗрре ҫеҫ мар силленӗ иксӗмӗр.

Я ему полюбился, и он брал меня с собой на прогулки: бывало, мы с ним качали эту скалу.

Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.

Капитана тав тунине палӑртас шутпа, эпӗ вӑл ҫине тӑрса ыйтнисемпе килӗшеттӗм, ҫак ҫынсем патне хам чунӑм туртманнине палӑртас мар тесе, час-часах унпа пӗрле ларса ирттереттӗм.

В благодарность капитану я иногда уступал его настоятельным просьбам и соглашался посидеть с ним, стараясь не обнаруживать своей неприязни к людям.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ килӗшеттӗм те, Ардальон ҫӗнтерсе илнӗ пек кӑшкӑратчӗ:

Я соглашался, и Ардальон победительно кричал:

XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эпӗ хавассӑнах килӗшеттӗм, вӗсем вӑраххӑн сӑмахласа ларнисене, темӗскерле япаласем каласа кӑтартнисене итлесе, вӗсем хушшине ларасси мана кӑмӑла каятчӗ; вӗсене эпӗ чиркӳ кӗнекисене нумай вуласа пӗлсе тӑни савӑнтаратчӗ.

Я охотно соглашался, мне нравилось сидеть среди них, слушая медленные речи, странные рассказы; им доставляла удовольствие моя начитанность в церковных книгах.

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Соньӑпа та, ытти ачасемпе те килӗшеттӗм ӗнтӗ эпӗ.

Я был согласен с Соней и с другими ребятами.

VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Михаил: Ачасен ячӗсене вӗсем амӑшӗн варӗнче выртнӑ чухне суйланӑ та эпӗ пуринпе те килӗшеттӗм.

Михаил: Имена детей выбирали, когда они находились в чреве матери и я со всеми соглашался.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех