Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килӗччӗ (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗ уншӑн мӗнле ҫуннине пӗлсен, вӑл ун патне паянхи ҫурхи ҫилпе пӗрле вӗҫсе килӗччӗ!..

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Манӑн кунти ӗҫре хевтесӗр питӗ хӗн килӗччӗ, нумай вӑй хурса инҫе ҫул ҫӳреме тивет.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫапла вара унӑн пурӑнаслӑхӗ йӑлтах санран килӗччӗ.

От тебя будет зависеть ее жизнь.

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

«Эпӗ кунтине пӗлсен, ӑмӑрткайӑк пулса вӗҫсе килӗччӗ те мана вилӗмрен хӑтарӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчене Ҫуралман пулсассӑн эп Манӑн атте-аннене Йывӑр килӗччӗ пуль теп.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗрӗссипе, ҫакна мӗнле йӗркелеме май килӗччӗ - ӑнланма йывӑртарахчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗт пурнӑҫа кӗчӗ // Татьяна ЕФИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11679-m- ... rn-ca-k-ch

Кайса килӗччӗ вӑрттӑн — ҫулӗ инҫе.

Навестить бы их как-то, да уж больно дорога далека.

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унсӑр ма килӗччӗ Ухтиван Шурчана?

иначе зачем бы он заявился в Акрамово?

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӑмарта ӗҫне тепӗр хут тытӑнса пӑхсан та, тен, май килӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Выҫлӑха, вӗчӗрхенӗве пула Мард шухӑшӗсем тӗлӗнмеллерех ҫул-йӗр суйласа илчӗҫ; ӑна пӗр идея канӑҫ памасть: илӗртӳллӗ темӗнле япала ӑсласа кӑлармалла; ан тив, вӑл пурнӑҫа кӗмеллискер те мар-и тен, анчах пур пӗрех, ҫак тӗллев тавра укҫаллӑ темиҫе ҫынна пуҫтарма пулӗччӗ, лайӑх ҫисе тӑранма, юсанма, канма май килӗччӗ.

От голода и нервности мысли Марда приняли странное направление; у него появилась идея придумать что-нибудь такое заманчивое, хотя бы неосуществимое, вокруг чего можно было бы собрать несколько человек с деньгами, — хорошо поесть, поправиться, отдохнуть.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Ҫав тери «капӑр» та пысӑк тискерлӗхсем шухӑшласа тупса пурнӑҫланӑ (савӑнса киленмешкӗн тата вӑйӑшӑн — пӗртен пӗр ҫакӑншӑн ҫеҫ) ҫак этемӗн ӗҫӗсене пӗтӗмпех ҫырса кӑтартас тӑк — нумайӑшне йывӑр килӗччӗ, вӗсене аптӑравпа вӑйсӑрлӑх тилӗрӗвӗ самаях кисретӗччӗ.

человеке, придумавшем и выполнившем столь затейливые и грандиозные преступления, — единственно удовольствия и забавы ради, — что, когда будут они описаны все, многими овладеет тяжесть, отчаяние и ярость бессилия.

Гладиаторсем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 93–97 с.

Ун тӑрри атмосферӑран чылай ҫӳлте пулнӑ пулӗччӗ, ракетӑпа кӑна ун ҫине улӑхма май килӗччӗ.

Его вершина оказалась бы гораздо выше атмосферы, и подняться на нее можно было бы лишь с помощью ракеты.

Ҫӗр чӑмӑрӗ мӗн пысӑкӑш? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

— Темӗнле палэотологсем кӑна пулсан, тӗрӗс, пырӗччӗ-ха, май тупма килӗччӗ.

— Если бы какие-то там палэонтологи — это да, это бы можно.

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Лайӑх ишекен пулсан та ун урлӑшне ишсе каҫма йывӑр килӗччӗ.

Даже хороший пловец с трудом мог бы через неё переплыть.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пусман пулсан, пӑруран ӗне пулма пултаратчӗ, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман тӑрса, ӑна, ҫӗр ҫӑтманскере, сумалла, кӗтӗве хӑваласа ямалла пулатчӗ, вӑл кӑнтӑрла, иртӗхме тытӑнӗччӗ, пӑвансенчен хӑтӑлма, киле тарса килӗччӗ.

А то вышла бы из телушки корова, вставай чуть свет, дои ее, проклятую, прогоняй в табун, а она днем забзыкает, от оводов кинется спасаться и явится, как миленькая, домой.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Таракансене кӳлсе кирпӗч турттарма май килӗччӗ, — вӑл лаша пысӑкӑш ӳссен вӑйлӑ пулать ӗнтӗ!

А на тараканах можно бы кирпич возить, — если он — с лошадь, так он сильный!

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Тупма пултарайманнисем — кахалсем е хӑравҫӑсем, е пурнӑҫ мӗн иккенне ӑнланмаҫҫӗ вӗсем, мӗншӗн тесен, ҫынсем пурнӑҫа ӑнланаҫҫӗ пулсан, вӗсенчен кашнийӗнех ҫӗр ҫине хӑйӗн мӗлкине хӑварас килӗччӗ.

И те, которые не находят их для себя, — те просто лентяи или трусы или не понимают жизни, потому что, кабы люди понимали жизнь, каждый захотел бы оставить после себя свою тень в ней.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Вӑл ирӗксӗрех ҫак шухӑшпа килӗшрӗ: тепри пулсан — пур ҫырусене те ҫырӗччӗ, унӑн который, что сӑмахсем юнашар пулмӗччӗҫ; тепри пулсан — ҫӗнӗ хваттере те куҫӗччӗ, плана та пурнӑҫлӗччӗ, яла та кайса килӗччӗ

Он должен был признать, что другой успел бы написать все письма, так что который и что ни разу не столкнулись бы между собою, другой и переехал бы на новую квартиру, и план исполнил бы, и в деревню съездил бы…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Аннӳ пулнӑ пулсан, санӑн та каяс килӗччӗ.

И ты бы захотел, только у тебя ее нет.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Чӗрӗ тума пултаракан саккун панӑ пулсан, тӳрӗлӗх чӑнах та саккунран килӗччӗ; 22. ӗненекенсене пама пулнине илес тесен, ҫынсем Иисус Христоса ӗненччӗр тесе Ҫыру пурте ҫылӑхлине кӑтартса тӑрать.

Ибо если бы дан был закон, могущий животворить, то подлинно праведность была бы от закона; 22. но Писание всех заключило под грехом, дабы обетование верующим дано было по вере в Иисуса Христа.

Гал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех