Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килӗн (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Больницӑна ыран кайса килӗн

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Юмӑҫ килӗн картиш алӑкӗ умне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тепре килнӗ чухне хӑвӑн канистрна илсе кил, манне ыран илсе килӗн, — терӗ те хӑйӗн юлташӗсем еннелле утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Пасарсем тӑрӑх ҫӳреме пултараймастӑп, мӗнле те пулин хӑвах кайса килӗн.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Вӑл вара: «Юрӗ, панулми пулса ҫитсен кутамккана тултарӑн та пасара кайса сутса килӗн, хӑвӑн укҫупа вара лавккара мӗнле пушмак илес тейӗн, ҫавна илӗн», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Хӑҫан пирӗн витене йӗркеллӗ арҫын ӗҫлеме илсе килӗн?

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

— Паян кай, — тет, — каялла, Ыран килӗн ир-ирех, Кун вӗҫленчӗ пулмалла…

Куҫарса пулӑш

Кун вӗҫленчӗ пулмалла // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 20–21 с.

Юханшыв хӗррине ӗҫмепе ҫимене тирпейлӗ сарса хурса Кузнецовсен ратнин элчисем таврӑнчӗҫ те ашшӗн тӗп килӗн чӳречисем умӗнче чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр шарласа юхнӑ шыва тинӗсрен епле майпа тепӗр хут илсе килӗн?

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тен Тоня ҫуралса ӳснӗ килӗн кантӑкӗсенче ҫутӑ курма ӗмӗтленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Хӑйӗн килӗн кӗҫӗн хапхи умӗнче кӗвенте пек кукӑрӑлса тӑракан тӗксӗм кӗрче питлӗ, кӑвакал аминни пек сӑмсаллӑ, туяллӑ хӑшӑлти карчӑк пӗчӗк тӑхтав турӗ, вара, шалти «кантри-ҫипписене» лӑнчах ярса, тулашран татӑлса ӳкмеллех пиҫсе ҫитнӗ хӑмла ҫырлине ҫаврӑнса, сӑмахне малалла юхтарчӗ: «Ма «пакунсӑр милиционер» тесе калаҫҫӗ тетӗр-и?

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Аннӳн канас пулать, тепӗр чухне килӗн.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ме-ме-ме-ме! — чӑн-чӑн хӗрт-сурт, ҫак килӗн шанчӑклӑ хуралҫи, тӗреклӗ аллисемпе кӑтарткаласа, килте никам та ҫуккине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ну, халлӗхе ҫитӗ ӗнтӗ, ыран килӗн, Кольӑна нумай калаҫма юрамасть, — терӗ Марья Ивановна, хӗре хулӗнчен тытса.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Ҫуран хӑҫан кайса килӗн эсӗ унта?

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хрестук тутар килӗн ҫил хапхинчен кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ҫимӗк ыран тин пуҫланать халь. Пин хут та кайса килӗн», — терӗ те урӑх пӗр сӑмах та чӗнмерӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кайса сыхла, тен, тытса килӗн ҫав хитре майрана! — терӗҫ ыттисем.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пахчасем умне чавнӑ канав хӗррипе утнӑ чух шуса ӳкрӗ, усал сӑмахпа вӑрҫса илчӗ, унтан, лапрапа вараланнӑ аллисене карта ҫумне шӑлса тасатсан, халь те ҫутӑ сӳнмен килӗн картишне кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ярам-ха сана халь уя, мӗнпе чӗркесе килӗн!

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех