Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килтисем (тĕпĕ: килтӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Улька, амӑшӗ ӑна валли хатӗрленӗ тӳшекпе икӗ ҫытар-минтере, килтисем сисиччен, хӑйпе пӗрле илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Пантей Арихович ирӗкленсе ӗҫ пӳлӗмне кӗрсе ларчӗ те килтисем патне ҫыру тӗрлерӗ, вӗсемшӗн, уйрӑмах — чӗвӗл-чӗвӗл калаҫма тытӑннӑ хӗр пӗрчишӗн тунсӑхланине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

…Вӗҫелис килессе килтисем кӗтмен.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ун ҫинчен килтисем ҫырса пӗлтерменччӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ирхине килтисем кам ӑҫта ӗҫе саланса пӗтсен Коля тете пӗчченех юлать.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

— Эсӗ халӗ шкул ачи мар ӗнтӗ килтисем пӗлесрен хӑрама.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пӑшал мӗн тума кирлӗ пулнине ҫавӑн хыҫҫӑн темӗнччен пӗлесшӗн пулчӗҫ килтисем, анчах Кирилл каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Килтисем ҫывӑрма та выртрӗҫ пулӗ, вӑрах ҫӳрерӗм…

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл пусӑрӑнчӑк кӑмӑллӑ пулнине, темшӗн асапланнине килтисем те асӑрхарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Испуханов мӗншӗн каллех ялти клуба ӗҫлеме куҫнине юлташӗсем те, килтисем те пӗлеймерӗҫ, вӗсене вӑл Хура Качакара мӗн пулса иртни ҫинчен тӗрӗссине каласа кӑтартма хӑюлӑх ҫитереймерӗ — вӑтанчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Ӗҫлесси вӑл тармӗ-ха, сывлӑх пултӑр ҫирӗпрех, — тесе килтисем ӗҫ хушмаҫҫӗ ывӑлне.

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Иртӗхтерместчӗҫ мана килтисем шкула кайиччен урам ирӗклӗхӗпе.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Эпӗ, юлташӑмсен кӗтмен-туман, чӑрсӑр шухӑш-ӗмӗтне урлӑ та пирлӗ виҫкелесе, пӗр супка ҫӑварӑма шыв сыпса утрӑм (килтисем мӗн калӗҫ-ши кун пирки?), вара вӗсен кӑмӑлне шартах хуҫас мар тесе, хуравласа кӗскен пӗр-ик сӑмах тавӑрса хутӑм:

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ула Тимӗре пурте — килтисем те, тӑванӗсем те, тухтӑр та — шеллӗ, тупӑк хупӑлчи айӗнчи саспа асӑрхаттарсах тӑраҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗрре ҫапла каласа пачӗ: «Манӑн аван костюм пурччӗ. Хам ҫук чухне ҫав костюма Ивана тӑхӑнтарса юлашки ҫула ӑсатнӑ-мӗн килтисем», терӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Ӑҫта хурӑн ку утта тесе, килтисем хыпӑнсах ӳкнӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Килтисем лайӑхах-ха.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Килтисем сывах-и?

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Мӗн тесе шутлаҫҫӗ-ши ун пирки килтисем?

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр ырӑ сӑмах калани ҫук, килтисем валли нимле апат-ҫимӗҫ пани ҫук.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех