Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килсеттӗм (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахаль лариччен уйран уҫлас терӗм, уйран ҫӳпҫи илме килсеттӗм те…

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Ку хулана эпӗ, Шупашкарти пӗр паркра ҫитӗнекен ӑрӑвӑн чун-чӗрине ӗмӗрлӗхе ырӑ, таса вӑрлӑх акас ӗҫре тӑрмашаканскер, Раҫҫейри Культура министерстви ача-пӑчан ҫуллахи канӑвне йӗркелес ыйтупа ирттерекен семинара килсеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Вӑхӑчӗ ҫитнӗ ӗнтӗ, авлантӑрах… ара эпӗ хам малтан… калама та аван мар та-ха, ӑна ӑс пама килсеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Эпӗ ятарласах ӑна курма килсеттӗм

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӗр патне апатпа килсеттӗм те, курмарӑн пуль эс ӑна?

Дочке продукты вот принес, а ее нет. Ты случаем не видал ее?

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лаша вилнӗшӗн штраф пама килсеттӗм те».

Лошадка у меня пала… ну, я штраф за нее принес!

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Асӑнмаллине тӑвас, кӑлаҫмаллине калаҫас тесех килсеттӗм, кум, — тавӑрчӗ земски управин членӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чирлӗ кукамай патне килсеттӗм.

Приехал к больной бабушке.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

«Паян эпӗ сирӗн пата пӗр пысӑк ӗҫпе килсеттӗм».

— Я пришел сегодня к вам по одному весьма важному делу.

V сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

«Эпӗ, Демьян Демьянович, — пуҫларӗ Иван Иванович, юлашки ҫӑтӑм чейне ӗҫсен: «эпӗ сирӗн пата пӗр ӗҫпе килсеттӗм, эпӗ позов паратӑп».

— Я, Демьян Демьянович, — говорил Иван Иванович, допивая последний глоток, — я к вам имею необходимое дело: я подаю позов.

IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

— Ҫавӑн пирки килсеттӗм те ӗнтӗ эпӗ: сире Риварес патне кайса, ӑна хӑйӗн памфлетне ҫемҫетме ыйтма ярас, теҫҫӗ.

— Да вот на том, для чего я и пришел к вам: просить вас сходить к нему и постараться убедить его смягчить свой памфлет.

III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Юри ун патне килсеттӗм ҫав та.

А я нарочно к нему приехал…

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Сан патна килсеттӗм те, Велюш, те тӑрайӑн ӗнтӗ, те тӑрайӑн… — ытла та йӑваш илтӗнчӗ ун сасси.

— Я к тебе пришел, Велюш, встанешь али нет? — робко проговорил он.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Эпӗ… эпӗ сан пата пӗр ҫӑмӑлпа, пӗр ҫӑмӑлпа килсеттӗм, — терӗ вӑл чӗтренсе тухакан сассипе сӑмахсене аран пӗр-пӗринпе килӗштерсе, анчах унӑн хӑйне ҫирӗп тытас хӑвачӗ чакнӑҫемӗн чакса пычӗ, чӑтӑмӗ пӗтнине хӑй те сиссе юлаймаре, Шерпикене ирӗксӗрех хӑй патнелле туртса илчӗ.

— Я… я к тебе по делу… по одному пришел… — проговорил он, запинаясь на каждом слове, однако выдержка уже оставляла его, и он это чувствовал, непроизвольно подался к Шербиге.

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Хуҫа килте ҫук-им тата, ун патне килсеттӗм те, — терӗ вӑл, пӗрре Сайте ҫине, тепре Тухтар ҫине ачашшӑн пӑхса.

— Хозяина-то нет дома, как вижу, а я к нему пришла, — сказала Шербиге, притворно ласково глядя то на Селиме, то на Тухтара.

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Хура кӗркуннеччӗ ун чух, Капкай тимӗрҫӗ патне килсеттӗм.

— Осень тогда была холодная, а я приходил к кузнецу Капкаю.

II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Эпӗ кунта коляскӑпа килсеттӗм, анчах санӑн тӑрантасу валли те тройка пур, — терӗ тараватлӑн Николай Петрович.

— Я здесь с коляской, но и для твоего тарантаса есть тройка, — хлопотливо говорил Николай Петрович.

II // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Василиса Прокофьевна, эпӗ сан патна килсеттӗм, хамӑр ирхине калаҫнӑ пирки.

— А я к тебе за тем, Василиса Прокофьевна, о чем утром говорили.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Эпӗ сирӗн пата пӗр самантлӑха ҫеҫ килсеттӗм.

— Я к вам на минутку.

Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.

Эпӗ акӑ мӗн пирки килсеттӗм: хуторта Григорий каллех сан ҫумна ҫыпӑҫать, вӑл киле килсен, иксӗр тӗл пулатӑр текен сӑмах ҫӳрет.

Я вот чего пришла: по хутору идет брехня, будто Григорий опять к тебе прислоняется, будто видаетесь вы с ним, когда приезжает он домой.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех