Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килнӗн (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кулюкка, — терӗ вӑл, хӑйне такам хыҫалтан хӑваласа килнӗн, васкаса, — ялта милицисем пур.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӗ ҫак ҫын ун кӗмӗлне туртса илме килнӗн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫап-ҫутӑ хӗвел пӑхать пулсан та, кунта тӗттӗм, каҫ пулса килнӗн туйӑнать.

Несмотря на яркий солнечный день, было сумрачно, казалось, надвигалась ночь.

Тайга ҫийӗнче тата тайгара // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Анчах ручка тытатӑп та… куҫ умне Турунов тухса тӑрать, хӑлхара ун сасси янӑрама тытӑнать: «Эс ман пирки тиркешсе-туса ҫырсан, мӗн калӗҫ тӑван ял ҫыннисем?.. Юмӑҫ ачи пулнӑскертен мӗн ырри кӗтен вара, темӗҫ-и?.. Пӗтерен эс мана…» — ҫак сасса илтетӗп те, Туруновӑн кӳренсе, унӑн малашнехи пурнӑҫӗ епле пуласси, ун шӑпи пӗтӗмӗшпех манран килнӗн йӑлӑнса, парӑнса пӑхакан куҫӗсене куратӑп та каллех калатӑп хама хам: «Ҫук, ҫыраймастӑп!.. Пулмасть…» — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Очеркпа ҫыхӑннӑ пӑшӑрхану-хумхану, паян стройкӑра ҫӳренисем таҫта аякка-аякка, иртнӗ вӑхӑта, чакса кайрӗҫ, кунта эпӗ урӑх нимшӗн те мар, пӗр Григориу ҫуралнӑ куна паллӑ тума ҫеҫ килнӗн, ҫак телейлӗ мӑшӑр телейӗпе савӑнма ҫеҫ килнӗн туйӑна пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах халь ни бульдозерсен кӗрлевӗ, ни машинӑсен шавӗ уйрӑммӑн илтӗнмест ӗнтӗ; темле хӑватлӑ, пӗр пӗтӗмлӗ сӗрлев талккишӗпе сарӑлса килет хыҫран; хыҫран ҫеҫ килнӗн те туйӑнмасть, ҫӗр айӗнчен ҫӗкленет пек, тӳперен те анать пек.

Куҫарса пулӑш

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗр талӑкра пӗтӗм иртнӗ телей капланса килнӗн туйӑнчӗ Парамуна.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Агнисӑн ҫав ҫынна хӑҫан та пулин тата тепре курас килнӗн туйӑнчӗ.

Агнисе казалось, что ей когда-нибудь захочется снова увидеть этого человека.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Ӑна Гарвей теҫҫӗ, вӑл, савнийӗпе тӗл пулма килнӗн, хускалмасӑр тата шухӑшлӑн тӗсесе палӑк патӗнче тӑратчӗ.

Его имя Гарвей, он стоял у памятника, как на свидании, не отрываясь и созерцая.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Сивлеклӗх тӗтреленчӗ, анчах капитан ӑна ҫавӑнтах сирсе ячӗ, фрахт сахалланнӑшӑн ӳпкелешме тытӑнчӗ; унтан темӗн асне килнӗн сыв пуллашрӗ:

Возникла натянутость, но он тотчас ее замял, начав жаловаться на уменьшение фрахтов; потом, как бы спохватясь, попрощался:

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Шурӑ, йӑлтӑркка ҫак картлашкапа анса ҫитнӗ тӗле, капӑр курӑнусен хушшинче, манӑн кӑмӑл-туйӑм мӗн пулса иртнин капашӗ-ӗренкипе килӗшӳллӗн шайлашса ҫитрӗ те ӗнтӗ, ара ҫӳлте — хрусталь люстрӑсен сталактичӗсем, вӗсем йӑлтӑркка мрамор хушшинче чечекленнӗ тропик вӑрманӗнчен тин ҫеҫ кӳрсе килнӗн курӑнакан тӗрлӗ ӳсен-тӑрана ҫутатаҫҫӗ.

Довольно было мне сойти по этой белой, сверкающей лестнице, среди художественных видений, под сталактитами хрустальных люстр, озаряющих растения, как бы только что перенесенные из тропического леса цвести среди блестящего мрамора, — как мое настроение выровнялось по размерам происходящего.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл яланах пӗччен ҫӳретчӗ, васкамасӑр, кӑштах сулланарах, аллисем кӗсйинче, унӑн шыҫӑннӑ питне тинкерекен ҫынсене кашнинех шӑтарасла тӗсесе ҫаврӑнатчӗ, хыҫалтан куҫ сиктерми пӑхса юлатчӗ: ҫынна чарӑнса тӑма хистенӗн, сӑмах ҫине сӑмах витсе хирӗҫӳ пуҫарас килнӗн.

Он ходил всегда один, медленно, едва покачиваясь, руки в карманы, пристально оглядывая и провожая взглядом каждого, кто сам задерживал на его припухшем лице свой взгляд, как будто хотел остановить, чтобы слово за слово начать свару.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Чӑнах та, Юс, ҫав каҫ эпӗ манӑн пурнӑҫ малашлӑхӗ ҫак рольтен тӳрремӗнех килнӗн вылярӑм.

Действительно, Юс, я играл в тот вечер так, как если бы от этого зависела моя жизнь.

Суккӑр Дей Канет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 379–382 с.

Унтан, питех пӗлтерӗшлӗ мар, анчах кӑсӑклӑ пулӑм асне килнӗн, Сногден кирлӗ сӑлтавсем ӑна Ван-Конетӑн ашшӗне пӗтӗмпех ӑнлантарса пама тивнине пӗлтерчӗ.

Затем, как бы припомнив несущественное, но интересное, Сногден сказал, что обстоятельства заставили его иметь объяснение с отцом Ван-Конета.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Варринелле — ун еннелле — горизонтӑн мӗн пур енчен пин-пин пуйӑс вӗҫсе килнӗн туйӑнать.

Ему казалось, что тысячи поездов летят изо всех точек горизонта к центру, которым был он.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.

Горизонтран леререх тупӑ сасси пӗр вӗҫӗмсӗр илтӗнет; вӑйсӑррӑн шартлатакан сасӑ ҫак самантсенче чарӑна-чарӑна урасем патнех куҫса килнӗн туйӑнать.

Непрерывно падали за горизонтом тяжелые пушечные удары; и тогда, казалось, к ногам, остановясь, подкатывается чуть слышный толчок.

Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.

Виҫӗ ҫул каялла, темӗн аса килнӗн, вӑл пӳлӗмӗнче йӗрке тумашкӑн швейцар арӑмӗпе калаҫса татӑлнӑччӗ: кӑштах тӳленӗшӗн унӑн хваттерте кунне пӗрре тирпейлемелле.

Года три назад, как бы опомнясь, он сговорился с женой швейцара: она должна была за некоторую плату раз в день производить уборку квартиры.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.

Вӑл Дрэп ҫине чухӑнлӑхпа саланкӑрлӑхшӑн ҫакса вӗлерес килнӗн пӑхать; ученӑйӑн шалти тӗнчи хыпса ҫунать тейӗн — ҫакӑ чӗлӗм кӗлӗнче тата такам аркатнӑ евӗр тирпейсӗрлӗхре палӑрать; карчӑка ҫакӑ тата хытӑрах вӗчӗрхентерет.

смотревшая так, как будто хотела повесить Дрэпа за его нищету и рассеянность, за все те внешние проявления пылающего внутреннего мира, которые видела в образе трубочного пепла и беспорядка, смахивающего на разрушение.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.

Яхта кӳлепи ҫине ӑнтӑлуллӑ сӗртӗнӳсем сапакан шыв юххин шавӗ; ҫӳлте урасем тӗпӗртетни; урӑх тӗнчерен вӗҫсе килнӗн туйӑнакан уҫӑмсӑр кӑшкӑру; алӑк хӑлӑпӗн чӗтревӗ; мачтӑсен юлхав чӗриклетӗвӗ; ҫил улавӗ; парӑс вӗлкӗшӗвӗ; стенаран ҫакнӑ календарь ташши — карап ҫинчи кунӑн пӗтӗм кӗвви-ҫемми; хаяр тимлӗхпе тулнӑ шӑплӑх саманчӗсем, тинӗс ҫул ҫыравӗсен фантазие, паттӑр ӗҫсемпе хӑрушлӑхсене, савӑнӑҫпа катастрофӑсене чӗртсе тӑратакан океанӑн тӗрӗс мар хӑтлӑхӗ — кӑмӑла хускатакан ҫак япаласен капламӗ Гнора чаплӑ лару-тӑрура пӗр пилӗк минут пек тытрӗ; вӑл ури ҫине тӑрасшӑнччӗ, палуба ҫине тухасшӑнччӗ, анчах, иллюминатор ҫинче пӑтранчӑк шӗвеке куҫса юхакан шыв сирпӗнчӗкӗсен вӑййине сӑнанӑ май, малтанхи пирки тӳрех манса кайрӗ.

Ропот водяных струй, обливающих корпус яхты стремительными прикосновениями; топот ног вверху; заглушенный возглас, долетающий как бы из другого мира; дребезжание дверной ручки; ленивый скрип мачт, гул ветра, плеск паруса; танец висячего календаря на стене — весь ритм корабельного дня, мгновения тишины, полной сурового напряжения, неверный уют океана, воскрешающий фантазии, подвиги и ужасы, радости и катастрофы морских летописей, — наплыв впечатлений этих держал Гнора минут пять в состоянии торжественного оцепенения; он хотел встать, выйти на палубу, но тотчас забыл об этом, следя игру брызг, стекавших по иллюминатору мутной жижей.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Кунти мӗн пур вак-тӗвеке, вӗтӗр-шакӑра ас туса юлас килнӗн — Гнор йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Гнор посмотрел вокруг, как бы желая запомнить все мелочи и подробности.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех