Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килнисене (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лира Прохоровапа Галина Данилова ҫӗвӗҫсене килте ҫӗленӗ минтерсемшӗн тата минтерсем ҫӗлемеллисене илсе килнисене пурне те чӗререн тав тӑватпӑр.

Сердечная благодарность нашим швеям Прохоровой Лире и Даниловой Галине за готовые наволочки, сшитые дома , а также всем, кто принёс необходимое для подушек.

Эпир тылра Ҫӗнтерӗве ҫывӑхлататпӑр // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... -r-3643086

Халӑх умне вӗсем икӗ хутчен тухрӗҫ, курма килнисене чӑваш юрри-ташшипе савӑнтарчӗҫ, илемлӗ тӗрӗллӗ чӑваш тумӗпе тыткӑнларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

Курава килнисене пукане-оберегсем хатӗрлес енӗпе пулнӑ мастер-класс уйрӑмах килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьел педагогӗсем «Раҫҫей» форумра // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%bf%d0%b ... %80%d1%83/

Ютран килнисене черет кӗтсе ларма ятарласа ултӑ кӗтеслӗ ҫурт лартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Килнисене пӳрте кӗме ҫул пачӗ те урамалла тухса вӑрах тӑнӑ хыҫҫӑн тин пӳрте кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чылайранпа кунти пурнӑҫа аван пӗлекенскер тата кирек мӗнле вӑхӑтра та аптраманскер, килнисене малтанласа яшка-апат пӗҫерме витрепе усӑ курма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Праҫнике килнисене 2-мӗш вӑтам шкул вӗренекенӗ Евгения Вахидова хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Ҫак пӗрремӗш пурӑну вырӑнне, Шарльбур-Руаяль ят панӑскере, 1542 ҫулхи ҫуллах пӑрахса кайма тивнӗ, ӑна никӗсленӗренпе ҫулталӑк та иртмен пулин те вырӑнти халӑх ютран килнисене кӑмӑлламан, унсӑр пуҫне хӗлле те кунта пурӑнма йывӑр пулнӑ.

Это первое поселение, Шарльбур-Руаяль, было оставлено меньше чем через год после своего основания, летом 1542 года, в значительной степени из-за враждебности туземцев в сочетании с тяжёлыми условиями жизни в зимний период.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Укахвин ҫак ҫу хыҫҫӑнхи хӗл — темиҫе хут лава, вӑрман ӗҫлеме кайса килнисене шута илмесен — фронта валли алса-чӑлха ҫыхса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Уява килнисене ҫар техники те илӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61133

Мероприятие килнисене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял сӑн-сӑпачӗ хастарсем тӑрӑшнипе улшӑнать // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/yal-san-sapache-x ... hanat.html

Ҫав вӑхӑтрах вӗсем Тӑван ҫӗршыва юратнине, ӑна сыхлама яланах хатӗр пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ, — палӑртрӗ Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ А.Осипов, уява килнисене саламланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Кадетсем бала пуҫтарӑнчӗҫ // Людмила Абрамова. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d0%ba%d0%b ... %97%d2%ab/

— Эп командировкӑна килнисене пурне те пӗр аршӑнпа виҫетӗп!

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Сӑмах май, республикӑра паян асӑннӑ территорисенчен килнисене вӑхӑтлӑха вырнаҫтармалли 10 пункт ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

А.И.Баратынский пачӑшкӑ кӑтартса пынипе унччен маларах кӑштах ӑс пухнӑ аслӑрах класри ачасем ҫӗнӗрен килнисене вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Мӗн те пулин пӗлетӗр-и эсир ун ҫинчен? — ҫак ыйтупа кӗтсе илчӗҫ вӗсем тин килнисене.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килнисене нумаях тытмарӗҫ, вӗсем ӗҫ мӗнле пулнине ыйтса пӗлчӗҫ те палатӑран тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Куйбышев гидроэлектростанцине тунӑ ҫӗрте «Хисеп палли» орден илнӗ Алексей Кириллов механик, Горький, Куйбышев, Асуан стройкисен ветеранӗ Василий Караев пек ӑста ҫынсем вӗсене, пысӑк стройкӑна килнисене, тинӗс уҫакансен ӗҫчен йышӗнче тулли праваллӑ ҫынсем пулма пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Часах халӑх сучӗн секретарӗ тухса суда килнисене кам пуррипе ҫуккине тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Акатуя килнисене техӗмлӗ шӳрпепе, шашлӑкпа тата ытти апат-ҫимӗҫпе сӑйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех