Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килинччӗ (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ватӑпа вӗтӗ» батальона пырса кӗрсен комбат кӑмӑлсӑрланса: «Пӗр-пер кӗреш килинччӗ, пулемет йӑтма пултараканни», тесе шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

— Пӑкачав килинччӗ тепре…

— Эх, пришел бы снова Пугачев!

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗрех хут амӑшӗ часрах килинччӗ!..

Хоть бы мама поскорее пришла!..

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ҫав полици килинччӗ тата пӗрех хутчен…

— Шла бы эта полиция, что ли, уж…

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Кайса килинччӗ вӑл хӑй тӗллӗн пӗр-пӗр хулана, ашшӗ пулӑшмасӑр тенӗ пек, пурӑнса куринччӗ пӗр вӑхӑт аякра, пӗлейинччӗ пурнӑҫ тути-масине.

А надо бы ему одному съездить в город, попробовать пожить без отцовской подмоги какое-то время на стороне, испытать, так сказать, вкус жизни.

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Иҫмасса, пӗр лав та пулин хирӗҫ килинччӗ хуть — пӗр ҫын та ҫук, пуш-пушӑ, йӗп чиксен те куҫ курман сӗмлӗхре сапаланчӑк ҫутӑсем курӑнкалаҫҫӗ, лаша хартлатса илет, ҫил шӑхӑрать, тата вӗҫӗмсӗр ӑш вӑркать!

На грех, хоть бы попалась одна встречная подвода — безлюдье, глушь, рассыпанные в кромешной тьме огоньки, хрип лошади, свист ветра и не отпускающее ни на минуту волнение!

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Пӗр ҫын та пулин килинччӗ!

«Хоть бы один человек пришел!

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Ах, Андрей хӑвӑртрах килинччӗ пӗреххут! — терӗ Обломов.

— Ах, хоть бы Андрей поскорей приехал! — сказал Обломов.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Штольц хӑвӑртрах килинччӗ пӗреххут! — терӗ вӑл.

— Хоть бы Штольц скорей приехал! — сказал он.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эх, епле те пулсан, курма тӳр килинччӗ!..

Эх, если бы только удалось повидаться!..

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эсӗ янӑ Турӑ ҫынни пирӗн пата тепре килинччӗ, пире ҫуралас ачана мӗнле пӑхмаллине вӗрентинччӗ, тенӗ.

Пусть придет опять к нам человек Божий, которого посылал Ты, и научит нас, что нам делать с имеющим родиться младенцем.

Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех