Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килетех (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫӑтӑ кашкӑр пӗр вӗреннӗ ҫӗре килетех. — терӗ вӑл пӑшӑрханса.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Килетех вӑл.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Килетех ӗнтӗ, шухӑш ҫук ҫӗртен шухӑш тупса пачӗҫ корреспондента», — тесе Лашманова та, ыттисене те усал сӑмахсемпех вӑрҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӗвел пӗлет: телей килетех.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йытти питӗ ӑслӑскер, пысӑк чунлӑскер — килетех!

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӑхӑт ҫаврӑнса килетех

Настанет день…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӑнӑҫу килетех, анчах кун валли вӑй хума тивӗ.

Успех непременно придет к вам, но для этого следует приложить усилия.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ман пекех тупа турӗ вӑл ӑна, анчах пӗрре те иккӗленместӗп, Сарыев пирӗн пата килетех.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйӗн кӗнекисене Лев Борисович Палюк мучи патне те илсе килетех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Вӑл хреснай ывӑлне курма килетех.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Туятӑп: Бутлер килетех.

У меня было предчувствие, что Бутлер придет.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эстер ыйтни саккунлӑ, ара, тӳррипе ӑнланас тӑк, унӑн кампа тӗл пулнине тата калаҫнине пӗлес килетех ӗнтӗ.

Ее требование было законно и в прямоте своей являлось простым желанием знать, с кем ты имеешь дело.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Паян эрне кун, Эстер килетех.

Сегодня пятница, и она придет.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Пулатех ҫапларах тӗрӗс шухӑш, килетех вӑл.

Будет такая верная идея, она придет.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Хӑҫан та пулин пӗр-пӗр карап килетех.

Рано или поздно придет корабль.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Хӗрлӗ парӑс пирки вара ман пекех шухӑшла: килетех сан патна хӗрлӗ парӑс».

А насчет алых парусов думай, как я: будут тебе алые паруса».

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Санӑн аннӳне казаксем илсе кайрӗҫ, вӑл килетех.

Не плачь.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пит тем мар та, пӗр хӑнӑхсан, пурпӗр аса килетех.

Страстишка хоть и небольшая, а все же страстишка.

2 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Кӑҫал Валя пӗчӗк Ленӑчкӑпа килетех ӗнтӗ, тесе шутланӑ Кольӑпа аслашшӗ кашни ҫул.

Думали, что уж в этом году приедет она с маленькой Леночкой.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Халӗ ӗнтӗ эпӗ хӑюллӑнах шӑхӑратӑп, пӗлетӗп амӑшӗ манӑн патӑма чупса килетех, пур чӗпписене те пуҫтарать, анчах пӗри ҫитмест, вӑл вара ун патне чупса пырать.

Вот теперь я уже смело свищу и знаю, непременно прибежит ко мне матка: всех соберет, одного не хватит — и прибежит за последним.

Ярик // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 3–11 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех