Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

киленсе (тĕпĕ: килен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эпӗ мода ӳнерӗнче хӗрӗх ҫул ӗнтӗ, пӗрехмай халӑх тумӗпе аппаланатӑп пулин те ун илемӗпе киленсе тӑранаймастӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӳртӗм // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ача чухне ҫӑл куҫран шыв илме ҫӳренине, унти таса шыва еплерех киленсе ӗҫнине эпир пурте лайӑх астӑватпӑр.

Все мы помним, как в детстве ходили на родники и пили чистую воду. «Вода – источник жизни» – это выражение известно нам всем.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Теветкеллӗ ҫамрӑксем авланман — пурӑн та пурӑн пурнӑҫпа киленсе.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Каҫхи вӑйӑкулӑ яланхиллех хӑй еккипе иртет: хӗрсем ытларах кӗвӗ ҫеммипе киленсе ташлаҫҫӗ, йӗкӗтсем вара ушкӑнӑн-ушкӑнӑн кӗпӗрленсе тӑрса тӗрлӗ темӑпа калаҫу ҫӑмхине сӳтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫавӑнпа савӑнса тата тавралӑхпа киленсе пырса часах ҫитрӗ Татьяна сала тӑрӑхне.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кантӑкран кинори пек курӑнса юлакан тавралӑх илемӗпе тата пысӑк хӑвӑртлӑхпа хирӗҫ килекен те вӑл ларнӑ автобуса хӑваласа ҫитсе иртсе каякан автомашинӑсемпе киленсе пырас вырӑнне ӑна иртнӗ кунсем аса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Эпир яштака пӳллӗ арҫын вӑрӑммӑн утӑмланине киленсе пӑхса тӑраттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

— Ҫут ҫанталӑк панӑ ырлӑх-пурлӑхпа ҫеҫ киленсе пурӑнмасть-ха ӗнтӗ этем, — тет Улюк.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Пантей юхан шывӑн чӑнкӑ ҫыранӗнче йӑлӑмри тем анлӑш хыр вӑрманне, иртен-килен пӑрахутсемпе кимӗсене пӗр вӑхӑт сӑнаса, вӗсемпе киленсе тӑнӑ хыҫҫӑн шыв хӗрне анчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Апат шыраса ҫур тырри ани ҫинех ҫитнӗ хур-кӑвакал хыҫҫӑн утса ана-ҫаран чечекӗсен илемӗпе киленсе:

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Малтан вӑрман илемӗпе, кунти таса сывлӑшпа киленсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӗрлӗ чечеклӗ тутӑрлӑ, хура тумтирлӗ хӗрарӑм, Атӑл анлӑшӗпе, таврари илемлӗхпе киленсе тӑнӑ ҫӗртен ыйхӑран вӑраннӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Авӑ, халӗ те вӑл пӗтӗм кӑмӑлтан киленсе кулать.

Куҫарса пулӑш

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫурхи вӑрман илемӗпе киленсе, ҫавӑнта, ҫӗнӗ делянкӑна каять халь бригада.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑйсен калаҫӑвӗпе киленсе утаканскерсем, иртсе пыракансем ӗмӗрхи йӑмра айӗнчи ҫамрӑксене курмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тулли кӑмӑлпа савӑнса, ташӑ кӗвви шӑхӑрса, хӗвел ӑшшипе киленсе кӑштах ыратакан хырӑм тирне шӑлкаласа ҫеҫ пычӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Халиччен курман илемлӗхпе киленсе вӑл малалла утса пырать, пин-пин тӗспе ҫиҫекен хӗвел шевлисене ытараймасӑр сӑнать, пӗтӗм хуйхи-суйхине манса хӗпӗртет, ҫунатланать.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Шухӑшсӑр та канлӗ пурнӑҫпа киленсе пурӑнакансем — Ҫурҫӗр полюсӗпе Кӑнтӑр полюсӗн пӗртен-пӗр хунарҫисем пулнӑ: вӗсен хӑйсен ӗҫӗпе ҫулталӑкра пурӗ те икӗ хутчен ҫеҫ чӑрманма тивнӗ.

Только тому фонарщику, что должен был зажигать единственный фонарь на северном полюсе, да его собрату на южном полюсе, — только этим двоим жилось легко и беззаботно: им приходилось заниматься своим делом всего два раза в год.

XVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫавскер хӑй пурнӑҫӗнче чечекӗн ырӑ шӑршипе киленсе курман.

Он за всю свою жизнь ни разу не понюхал цветка.

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Кунта иккен пурнӑҫ, — терӗ вӑл пысӑк чул ҫинче киленсе ларнӑ май.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех