Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ ман ҫине пӑхса киленекен те тупӑнчӗ тинех! — тесе кӑшкӑрчӗ суя чапҫӑ инҫетренех Пӗчӗк принца асӑрхаса.вот и почитатель явился! — воскликнул он, еще издали завидев Маленького принца.
XI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Чемчем, шӑнкӑрав, шартла, ытти чипер курӑксен айӗнче ҫу ырлӑхӗпе киленекен харсӑр, хытанка сассисемпе ал сехетне ҫаврӑннӑ уяр шӑрчӑкӗсен хӑчӑ-хӑчӑ-хӑчӑ-хӑчӑ хӑчлаттарни ҫеҫ ҫулакансен симфонилле хӗрӳ ӗҫ кӗввине ларасшӑн мар.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтармалла тӑвӑччӗ вӑл ҫут тӑнче ҫутипе киленекен пур-пур этеме те.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Матвипе арлӑ-арӑмлӑ пурӑннӑ ҫулсем Кӗҫенишӗн тӳпере хӑй юррипе киленекен тӑр-тӑри пекех хӑвӑрт-хӑвӑрт иртсе ҫухалчӗҫ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Эх, хамран кӑна килес-тӗк, ҫутҫанталӑк ырлӑхӗпле киленекен пур-пур ҫынна та телейлӗ тумалла таэпӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ирхи шӑплӑхпа киленекен касаткӑсем шывран сике-сике тухаҫҫӗ те, пӗкӗ пек авӑнса, шыва кӗрсе ҫухалаҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн йӑлтӑркка йӗр тӑрса юлать.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Ҫынсене хӑратнипе, вӗсен кӑмӑлне пӑснипе киленекен намассӑр ҫын кӑна ҫакнашкал япала ҫинчен пакӑлтатмасӑр тӳсеймест.Это может делать только циник, которому нервное напряжение других доставляет грубое удовольствие.
3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хӑйпе хӑй киленекен ҫыннӑн мӑнаҫлӑ сапӑр сӑнӗнчен сасартӑк пит асӑрхануллӑ, чӗмсӗр сӑн пулса тӑрать.
II // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ҫакӑн пек меценатсем, паллах ӗнтӗ, халь ҫук, пирӗн вунтӑххӑрмӗш ӗмӗр тахҫанах хӑйӗн миллионӗсене хут ҫине ҫырса хунӑ цифрӑсемпе кӑна киленекен кичем сӑн-питлӗ банкир евӗр пулса тӑнӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Куратӑн-и, государьӑм, витӗр курса вулаканӑм, епле чее ҫынсем вӗсем, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем, епле вылять вӗсен эгоизмӗ: санӑнни пек мар, государьӑм, мӗншӗн тесен вӗсем, государьӑм, эсӗ киленекен япалапа мар, урӑххипе киленеҫҫӗ; вӗсем хисеплекен ҫынсем вӗсене ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем-ха тесе шутласан, ҫакӑ вара вӗсемшӗн чи пысӑк киленӳ пулать, ҫавна тӑвас тесе вӗсем, государьӑм, эсӗ хӑвӑншӑн тӑрӑшнинчен каях мар тӑрӑша-тӑрӑша, темӗн тӗрлӗ япала шутла-шутла кӑлараҫҫӗ, анчах та сирӗн тӗллевсем тӗрлӗрен, ҫавӑнпа та санпа вӗсем шутласа кӑларакан япаласем те тӗрлӗрен: эсӗ ыттисемшӗн сиенлӗ, киревсӗр япаласем шутласа кӑларатӑн, вӗсем ыттисемшӗн усӑллӑ, лайӑх япаласем шутласа кӑлараҫҫӗ.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
… Пӑхатӑп та хӑй ачине сыхлама вӑй ҫитереймен амӑшӗн хурлӑхлӑ мӑшӑр куҫне тата ачан ҫынтан хӑранипе сивлеккӗн хытса ларнӑ тарӑн куҫне, пӑхатӑп та чӗрӗ чун асапне пӑхса киленекен ҫынсем ҫине, вара, упӑте енне ҫаврӑнса, хам ӑшра ҫапла калатӑп:
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ку та йӑлтах аван темелле ӗнтӗ: Штольц ӗмӗтпе киленекен ҫын мар, вӑл та, Обломов пекех, анчах урӑх сӑлтавсемпе, хыпса-ҫунса юратасса ӗмӗтленменччӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов халь шӑпах, тин ҫеҫ анакан ҫуллахи хӗвеле куҫӗсемпе ӑсатса ярса, унӑн хӗрлӗ йӗрӗсемпе киленекен, каҫхи шуҫӑм ҫинчен куҫ илмесӗр, каҫ хупӑрласа килекен енне каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, ыран ӑшӑпа ҫутӑ пуласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшласа тӑракан ҫын евӗрлӗ пурӑнчӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
10. Чӗрӳне ӑслӑлӑх кӗрсессӗн, чунушӑн пӗлӳлӗх кӑмӑллӑ пулсассӑн, 11. сана ыррипе усаллине уйӑрма пӗлни хӳтӗлӗ, сана ӑс-хакӑлу сыхӑ усрӗ; 12. ҫакӑ сана усал ӗҫсен ҫулӗнчен, суя суйса калаҫакан ҫынран ҫӑлса хӑварӗ, 13. сӗмлӗх ҫулӗсемпе ҫӳремешкӗн тӳрӗ ҫула пӑрахакансенчен, 14. усал ӗҫ туса савӑнакансенчен, усал асӑхпа киленекен ҫынсенчен — 15. кукӑр ҫулпа ҫӳрекенсенчен, хӑйсен сукмакӗ ҫинче аташса ҫӳрекенсенчен — ҫӑлса хӑварӗ; 16-17. сана ӑслӑлӑх урӑх ҫын арӑмӗнчен — хӑй ҫамрӑклӑхӗн тусне пӑрахнӑ, хӑй Туррийӗн саккунне маннӑ, илӗртмелле калаҫакан ют арӑмран — хӑтарӗ.
Ытар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1