Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫсенчи (тĕпĕ: каҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аркадий, хура ӗҫ пичет ҫапнӑ ҫаврарах питлӗ каччӑ, сӗтел хушшинче чӑвашра тухса тӑракан пӗр хулӑн журнала тишкерӳллӗн вуласа лараканскер, пуҫне палт ҫӗклерӗ те ҫӗрлехи пӗлӗтсӗр каҫсенчи янкӑр тӳпе пек таса, йӗпкӗн кӑвак куҫӗпе тантӑшне ҫирӗппӗн, тӗлӗнӳллӗн тӗллерӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ытти каҫсенчи пекех, Хуракасси енчи тӳпере хирте кӗҫӗр те вут ҫунать.

Небо над Хурагасами, как и в другие ночи, розовело от пламени костров, которые жгут в поле.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Диван ҫинче выртакан Виттюк та ытти каҫсенчи пек хӑрлаттармасть, шӑп выртать.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Паллах, йӗкӗтӗн сарлака хулпуҫҫийӗсене, ҫиҫсе тӑракан сенкер куҫӗсене, ҫав каҫсенчи чӑрсӑр кулӑш хӗмӗсене, куҫ харшисем хушшинчи йӗрсене хӑй яланлӑхах пӑхӑнтарса тӑрас пирки хӗрача пӗртте иккӗлемест.

Ну да, она уверена, что совершенно неоспоримо командует и его широкими плечами, и его голубыми блестящими глазами, и смешинками в этих глазах, и морщинками между бровей.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Юнпа темперамент тӗлӗшӗнчен вӑл чи хӗрӳлли пулнӑ, анчах вӑл чи хӑрушӑ тамӑк витӗр тухнӑ пирки, уншӑн вунӑ пин ҫӑвартан тухакан ҫилӗллӗ сасӑсен хумӗ, ҫуллахи шӑрӑх каҫсенчи тӳлек сулхӑн пек кӑна туйӑннӑ.

По темпераменту, по крови он был самым горячим, самым страстным из всех, но он закалился в волнениях, настолько больших, что эта бурная страсть толпы, нараставшая, как морские волны, для него была не чувствительнее легкого дуновения вечерней прохлады.

IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

— Тем, ытти каҫсенчи пек мар эс, Нина?..

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ытти каҫсенчи пек те мар.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ку ҫын вара, сивӗ каҫсенчи шупка уйӑх евӗр шурӑ питлӗ пулнӑ, ревматизмпа асапланнипе пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна аран-аран куҫса ҫӳренӗ.

Бледный, как месяц в холодную ночь, еле передвигающийся.

Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.

Тиртен тунӑ алӑк кармалли, вӑлах тул енчи стена, уҫӑ ҫилсемпе каҫсенчи сулхӑн ҫанталӑкран питӗ аван хӳтлӗх пулса тӑчӗ.

Кожаная занавесь заменяла наружную стену и представляла достаточную защиту от ветра и ночной прохлады.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Петербург повеҫӗсенче Гоголь «Диканька ҫывӑхӗнчи хуторта ирттернӗ каҫсенчи» фольклор идиллийӗнчен нумай аякка кайнӑ, вӗсенче писатель ун чухнехи вырӑс пурнӑҫне критикӑлла реализм позицийӗнчен пырса сӑнласа кӑтартнӑ, унӑн социальнӑй условийӗсене тӗплӗ тишкернӗ.

Куҫарса пулӑш

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

1. Эпӗ ҫак сӑмахсене калама чарӑнсассӑн, ман патӑма, малтанхи каҫсенчи пекех, ятарласа янӑ Ангел килчӗ, 2. каларӗ вӑл: Ездра, тӑр та эпӗ сана калама килнӗ сӑмаха итле, терӗ.

1. Когда я окончил говорить эти слова, послан был ко мне Ангел, который посылаем был ко мне в прежние ночи, 2. и сказал мне: встань, Ездра, и слушай слова, которые я пришел говорить тебе.

3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех