Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫнӑскер (тĕпĕ: каҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӳсерехпе вара аслисемпе пӗрле тимленӗ, - каласа пачӗ сакӑр теҫетке урлӑ каҫнӑскер.

А как подросла, вместе со взрослыми работала, — рассказала перешагнувшая за восемь десятков.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Стройтрестри партком секретарӗ Кудряшов, ҫирӗп кӗлеткеллӗ хура арҫын, вӑтӑр урлӑ тин ҫеҫ каҫнӑскер, Сидоркина ал сехечӗ ҫине кӑтарта-кӑтарта тем каларӗ, вара главнӑй инженер хӑвӑрт ҫӗкленчӗ те Григориуна ларма сӗнчӗ, ҫав хушӑра хӑй, ытахальтен пек: «Ҫапла, лайӑхрах ӗҫлемелле…» — тесе хучӗ, унтан савӑнӑҫлӑн пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑй ытлашши персе янине туйса илнӗ Тамара карта ҫумӗнчен вӑштах аяккалла пӑрӑнчӗ те, вӑрӑм хӑмӑр ҫивӗтне авкалантарса урам урлӑ чупса каҫнӑскер, ватӑ йӑмрасем хыҫӗнче ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотовичран вунӑ утӑмра тенӗ пек ҫул урлӑ каҫнӑскер, пӗр ҫухрӑмри Тарай вӑрманӗ еннелле вутлӑ кӑлтӑрмач пек кӑлтӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл тӑкӑрлӑка пӑрӑнчӗ, йывӑҫлӑ тарӑн ҫырма урлӑ Хура Качакана чупса каҫнӑскер ун витӗр тухса вӑрманалла кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Пӗрисем ӑна: разведчик, тенӗ, нимӗҫсен «хӗвелтухӑҫӗнчи валне» тӗпчесе пӗлме Днепр урлӑ каҫнӑскер, тенӗ, теприсем: вӑл вырӑнти партизан отрячӗсемпе ҫыхӑну тытма самолетран парашютпа сикнӗ ҫын, тенӗ, тата ыттисем ӑна; совет диверсанчӗ, Ровно — Львов чугун ҫулӗ ҫинче ӗҫленӗскер, тесе калаҫнӑ.

Одни называли его разведчиком, переправившимся через Днепр для изучения сооружений немецкого «восточного вала», другие утверждали, что он был заброшен на самолёте в тыл для установления связи с местными партизанскими отрядами, третьи говорили, что это был советский диверсант, действовавший на железной дороге Ровно — Львов.

Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.

Аслӑ ывӑлӗ унӑн Нямаҫ, вӑтӑр ҫултан каҫнӑскер, лавккара ларать, кӗҫӗнни, Лискав ятли, Хусанта вӗренет, теҫҫӗ.

Его старший сын Нямась — ему уже за тридцать — промышляет в лавке, младший, Лискав, говорят, учится в Казани.

VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сакӑр теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑскер, Дмитрий ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑлӗ - ырӑ, алли - ылтӑн // А.ЕЖЕРГИНА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Ултӑ теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑскер пурнӑҫӗнче никама та усал туманни унӑн сенкер тарӑн куҫӗнченех паллӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех