Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫмалла (тĕпĕ: каҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асӑннӑ телейлӗ тапхӑра (эпир вӑл телейлӗ пуласса ӗненсе тӑратпӑр) ура ярса пусиччен халӑхсен нумай йывӑрлӑхсем урлӑ ҫӗнтерсе каҫмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Унта лавпа ҫитме инҫе: тавра тумалла тата чукун ҫул урлӑ каҫмалла.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Автобус ҫинчен ансан вӑрман витӗр выртакан тӳрӗ сукмакпа, унпа виҫӗ ҫырма урлӑ каҫмалла пулсан та, утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Калас пулать, икӗ ҫырма пуҫӗ патне ҫитес тесен Сӑхӑт шывӗ урлӑ каҫмалла, Тишле текен вырӑнпа иртмелле.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Халӑхпа халӑха урлӑ каҫмалла мар юрлӑ тусем тата ҫын хӑпармалла мар чулсӑртсем уйӑрса тӑраҫҫӗ.

Непроходимые снега и неприступные скалы отделяют один народ от другого.

Кавказри горецсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫавӑнпа та летчиксен кунтах ҫӗр каҫмалла пулать.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл пӗлет: кӗҫӗр унӑн арӑмӗн каллех фермӑра ҫӗр каҫмалла.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Манӑн ҫав-ҫавах ӑҫта та пулин ҫӗр каҫмалла!

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Кун пек йӗпе-сапара урам урлӑ каҫмалла мар пылчӑк ҫӑрӑлать пирӗн ялта, уяр ҫанталӑкра ҫил вӑштӑр хускалать те — тусан ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Бензопӑчкӑпа тимӗр алӑка касса шар курнине ҫӑлмалла, пусма тӑрӑх хӑпарса аманнӑ ҫынна антармалла, шыв сирпӗтмелли рукавана пухмалла, умри тулса ларнӑ ӑпӑр-тапӑр урлӑ каҫмалла тата ытти те – ҫӑлавҫӑсен темӗнле чӑрмав та парӑнтармалла.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳре ӑсталӑх туптанать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=DA0H-ybL5_c

Кӑлава Шетмӗри урама ҫитме ҫырма урлӑ каҫмалла пулнӑ тейӗпӗр, ҫырми тарӑнрах тейӗпӗр, кӗперӗ чиперех пулсан та васкавлӑ пулӑшу машини ҫав ҫырмаран хӑпараймӗ тейӗпӗр…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Пире Акчелтен Елчӗке ҫуран ҫӳреме инҫех мар, Кӗҫӗн Пӑла юхан шывӗ урлӑ каҫмалла ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑҫанччен? // Е.ИВАНОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%85ac%d0 ... %b5%d0%bd/

Ҫула ятарлӑ ҫӗрте кӑна каҫмалла,каҫнӑ чухне ҫул ҫине яланах пахмалла.

Куҫарса пулӑш

Саккуна пӑсмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60498

Ҫавӑнта каҫмалла, анчах ансӑр та чылай тарӑн шырланта кӗрлесе юхакан пӑтранчӑк шыв хӑратать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пирӗн ялтан Шӑпчӑккассине ҫур ҫухрӑм та ҫук темелле — ҫырма урлӑ кӑна каҫмалла.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

«Вӑрман варринчи ӳплере пӗчченех ҫӗр каҫмалла пулать-ши?» — шиклӗн ҫӳҫене-ҫӳҫене илчӗ Испуханов.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Шурлӑх урлӑ каҫмалла.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аслӑ Пӳлӗхҫӗ пулӑштӑр тесен вара ун пек чухне упӑшкин арӑмӗ урлӑ виҫӗ хутчен каҫмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Атаманран Пукачран, Салам илнӗ йыхравран: Ыран ирех Хусана Ту пуҫӗнчен тапӑнма, Атӑл урлӑ каҫмалла, Йӑлӑм тӑрах каймалла…

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӗкеҫ кӗрсе лараччен, Силемпипе нумайччен Пӑшӑлтатса пуплерӗ: «Ҫуран кая юл», терӗ, Алтутрине тыттарчӗ, Икӗ тӗвӗ тӗвлерӗ, Куҫне хупса, хӗрелсе, Пӗр ӗҫ хушрӗ именсе: «Йӗршшӳ ҫинчи кӗперпе Утаман уль каҫмалла, Тыттар икӗ тӗвӗпе Алтутрине ытарла.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех