Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Юрӗ, эппин, Раман, авланичченхине каҫарӑп, анчах халь ан ухмахланса ҫӳре, никама та килӗшмест вӑл унашкал хӑтланни, — тесе упӑшкин ҫӑра ҫӳҫне Тӑрмаларӗ Анюта.
48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Лашуна сутатӑнах пулсан, юрӗ эппин, каҫарӑп.
Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
«Чипер ӗҫлесен эпӗ аҫуна панӑ укҫине те каҫарӑп, хӑямат ҫине.— А будешь работать ладно — и долг отцу прошу, бог с ним с долгом-то!
Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Каҫарӑп эп сире!
10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вара, ӑна ҫирӗппӗн кӑна ыталаса илӗп те, каҫарӑп, — тесе шутланӑ вӑл.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ывӑлӑма ҫапла калаттӑм вара: — Йӑнӑшнӑшӑн эпӗ сана яланах каҫарӑп, анчах суйнӑшӑн — нихҫан та каҫармӑп, — теттӗм.Я говорила сыну: — Ошибку я тебе всегда прощу, неправду — никогда.
Матроска // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Вӑл шухӑшлать: «Манӑн халӗ вӑй пур, ку чӗпӗ начар. Эпӗ ӑна тинӗс урлӑ каҫарӑп. Вӑл пысӑкланса вӑйланӗ, эпӗ ватӑлса вӗҫейми пулӑп. Эпӗ тӑрӑшнине аса илсе, вӑл мана пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна илсе ҫӳрӗ-ши?» — тет.
Ҫӑханпа чӗпписем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вара эпӗ сире элекленӗшӗн каҫарӑп.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
8. Анчах та Турӑ Хӑйӗн халӑхне питлесе ҫапла калать: «акӑ Эпӗ Израиль килӗпе, Иуда килӗпе ҫӗнӗ халал хывас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа; 9. ку вӑл Эпӗ вӗсен ашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ чухне хывнӑ халал пек пулмӗ. Вӗсем ҫав халала пӑсрӗҫ, ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене тиркерӗм, тет Ҫӳлхуҫа. 10. Акӑ Эпӗ Израиль килӗпе ҫав кунсем хыҫҫӑн хывас халалӑм: Хамӑн саккунӑмсене вӗсенӗн ӑшчиккине кӗртсех лартӑп, чӗрисем ҫинех ҫырса хурӑп, вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа. 11. Вара юлташӗ юлташне, тӑванӗ тӑванне: «Турра пӗл» тесе вӗрентмӗ, мӗншӗн тесессӗн Мана пурте — кӗҫӗннинчен пуҫласа аслине ҫитиех — пӗлме пуҫлӗҫ, 12. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсенӗн усал ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсенӗн ҫылӑхӗсене урӑх асӑнмӑп» тенӗ.
Евр 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл Моисее каланӑ: «каҫармаллине каҫарӑп, хӗрхенмеллине хӗрхенӗп» тенӗ.15. Ибо Он говорит Моисею: кого миловать, помилую; кого жалеть, пожалею.
Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хам валли ҫӗр ҫине акӑп та ӑна — Каҫарӑнманнине каҫарӑп, Хамӑн мар халӑха: «эсӗ — Манӑн халӑх» тейӗп, вӑл вара: «Эсӗ — манӑн Туррӑм!» тейӗ.
Ос 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: халӗ Иакова тыткӑнран тавӑрӑп, пӗтӗм Израиль килне каҫарӑп, Хамӑн сӑваплӑ ятӑмшӑн хытӑ тӑрӑп.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫав кунсенче, ҫав вӑхӑтра Израилӗн тӗрӗсмарлӑхне шырӗҫ, анчах вӑл пулмӗ, Иуда ҫылӑхӗсене те шырӗҫ, вӗсем те тупӑнмӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ чӗрӗ хӑварнисене каҫарӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иоаким — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ: 2. хут чӗркемӗ ил те ун ҫине Эпӗ сана Израильпе Иуда ҫинчен, пур халӑх ҫинчен мӗн каланине — Иосия кунӗсенчен пуҫласа паянхи кунччен каланӑ сӑмахсене — ҫырса хур; 3. тен, Иуда килӗ Эпӗ вӗсене мӗнешкел хӗн-хур кӑтартма шухӑшласа хуни ҫинчен ӑнланса илӗ те, кашнийӗ хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнӗ, вара Эпӗ вӗсен тӗрӗс мар ӗҫӗсене, вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарӑп.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ вӗсене тыткӑнран тавӑрӑп, каҫарӑп.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах та Эпӗ хулана сиплӗп, эмеллӗп, Эпӗ вӗсене сыватӑп, вӗсене тулли тӑнӑҫлӑхпа чӑнлӑх ҫулне уҫса парӑп, 7. Иудӑпа Израиле тыткӑнран тавӑрӑп, вӗсене малтанхи пекех ҫирӗплетӗп, 8. вӗсем Ман умӑмра ҫылӑха кӗчӗҫ — Эпӗ вӗсене мӗнпур усаллӑхӗнчен тасатӑп, вӗсем Ман умӑмра ҫылӑха кӗчӗҫ, Мана хирӗҫ тӑчӗҫ — Эпӗ вӗсен пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫне каҫарӑп.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вара юлташӗ юлташне, тӑванӗ тӑванне: «Турра пӗлӗр» тесе вӗрентмӗ, мӗншӗн тесессӗн Мана пурте — кӗҫӗннинчен пуҫласа аслине ҫитиех — хӑйсемех пӗлме пуҫлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ вӗсенӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсен ҫылӑхӗсене урӑх аса илмӗп.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсене туртса кӑларнӑ хыҫҫӑн Эпӗ вӗсене каялла ҫавӑрса килӗп, вӗсене каҫарӑп, кашнинех хӑйӗн пайне, хӑйӗн ҫӗрне илсе килсе ярӑп.
Иер 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫиллӗм хӗрсе ҫитнӗ чухне сӑнӑма вӑхӑтлӑха санран пытартӑм, анчах ӗмӗрлӗхе ырӑлӑх парса каҫарӑп сана, тет Ҫӳлхуҫа, сана Хӑтараканӗ: 9. Маншӑн ҫакӑ — Ной шывӗ пекех: Ной шывӗ ҫӗр ҫине урӑх килмӗ тесе тупа тунӑ евӗр, Эпӗ сана ҫилленмӗп, сана ӳпкелемӗп тесе тупа турӑм.
Ис 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ тӳпене хупӑнтарнӑран ҫумӑр ҫумасӑр тӑрӗ-и е хӗрлӗ шӑрчӑка пӗтӗм ҫӗре ҫаратса хӑварма хушӑп-и, е Хамӑн халӑхӑм ҫине мур чирӗ ярӑп-и, 14. Манӑн ятӑмпа хисепленекен халӑхӑм йӑвашланса кӗлтума тытӑнсассӑн, Мана шыраса тупса хӑйсен усал ҫулӗсенчен пӑрӑнсассӑн, Эпӗ тӳперен вӗсене илтӗп те вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарӑп, вӗсен ҫӗрне сиплесе тӳрлетӗп.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2