Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫартӑм (тĕпĕ: каҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ӑна ӗлӗкхишӗн каҫартӑм, вӑл ав…

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Эпӗ сире каҫартӑм.

Я вас простила.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Мӑнаккуна тав ту: эпӗ сана каҫартӑм

Благодари тетку: прощен…

Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.

Унтан эпӗ, яланхи пекех, унпала хыттӑн калаҫрӑм та айӑпне каҫартӑм.

Потом, как обыкновенно, я серьезно поговорил с ним и простил.

Ултавлӑ колбаса // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 11–16 с.

Эпӗ унӑн айӑпне каҫартӑм.

И простил.

Ултавлӑ колбаса // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 11–16 с.

Ҫаптарса илме юратчӗ ӑна; анчах вӑл шухӑшласа кӑларни ытла ӑслӑ, кулӑшла та, эпӗ ӑна каҫартӑм, mon cousin.

Он стоил, чтобы его высечь; но выдумка эта так умна и забавна, что я его простила, mon cousin.

XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫак йӑх-яха каҫартӑм та тӳрех хам командир, инженер-капитан патне кайрӑм.

Перевёз я эту нечисть и прямо пошёл к своему командиру, инженер-капитану.

Атӑл хӗрринче // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 97–102 с.

— Пурне те, пурне те мантӑм ӗнтӗ, мӗнпурне каҫартӑм, — теме пуҫларӗ хӑраса ӳкнӗ амӑшӗ.

— Все, все забыла, все простила, — проговорила испуганная мать.

Экзаменсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

— Пуриншӗн те каҫартӑм ӑна, эпӗ упӑшка мар-и?

 — Все простил ей, и я ли не муж?

8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Йӑлтах каҫартӑм-ҫке, тӗпӗ-йӗрӗпех каҫартӑм, ӳпкелеместӗп те, япӑх сӑмах та каламастӑп…

Все простил ей, простил, как обрезал, ни упрека, ни худого слова…

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эпӗ ӑна каҫартӑм, малашне те туслӑ пулӑпӑр.

Я его простила и буду с ним дружить.

Вуннӑмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.

Нумай каҫартӑм эпӗ сана хам ырӑ пулнипе, анчах ҫитӗ.

Долго я тебя прощал по доброте, но, кажись, хватит с меня.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ ӑна каҫартӑм.

Куҫарса пулӑш

Чӗри тапма чарӑнчӗ тейӗн Гришаткӑн // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Эсӗ ман умӑмра пит те айӑплӑ, — терӗ вӑл, малалла, — анчах эпӗ, санӑн ырӑ кӑмӑлна кура, хамӑн тӑшмансенчен пытанса ҫӳреме тивнӗ вӑхӑтра пулӑшнӑшӑн, каҫартӑм.

Ты крепко передо мною виноват, — продолжал он, — но я помиловал тебя за твою добродетель, за то, что ты оказал мне услугу, когда принужден я был скрываться от своих недругов.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫавӑнпа та хамӑн мӗскӗн соперникӑма эпӗ ырӑ кӑмӑллӑнах каҫартӑм.

И великодушно извинял своего несчастного соперника.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ хам ҫын ҫине ҫилленсе пурӑнакан этем маррипе, хамӑр хушӑри хирӗҫӗве те, вӑл мана суранланине те пӗтӗмпех чӗререн каҫартӑм.

Будучи от природы не злопамятен, я искренно простил ему и нашу ссору и рану, мною от него полученную.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ ӑна каҫартӑм.

Я ему простил.

XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

10. Эсир каҫарнӑ ҫынна эпӗ те каҫаратӑп, эпӗ кама та пулин мӗншӗн те пулин каҫартӑм пулсассӑн, ӑна Христос умӗнче сирӗншӗн каҫарнӑ — 11. пире шуйттан сиен ан тутӑр тенӗ, эпир шуйттан мӗнле сӑтӑрланине пӗлетпӗр.

10. А кого вы в чем прощаете, того и я; ибо и я, если в чем простил кого, простил для вас от лица Христова, 11. чтобы не сделал нам ущерба сатана, ибо нам не безызвестны его умыслы.

2 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Патша вара ӑна чӗнтерсе илет те ҫапла калать: эй усал чура! эсӗ мана йӑлӑнтӑн та, эпӗ санӑн парӑмна пӗтӗмпех каҫартӑм; 33. эпӗ сана хӗрхеннӗ пек, санӑн та хӑвӑн юлташна хӗрхенмелле марччӗ-и? тет.

32. Тогда государь его призывает его и говорит: злой раб! весь долг тот я простил тебе, потому что ты упросил меня; 33. не надлежало ли и тебе помиловать товарища твоего, как и я помиловал тебя?

Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Эсӗ вара вӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: 13. Эпӗ сире тинӗс урлӑ каҫартӑм, унӑн тӗпне сире валли хӳме тытнӑ урам хыврӑм, сире Моисей ҫулпуҫа тата Аарон священника патӑм, 14. ҫутатса пыракан вут-юпа патӑм, сирӗн хушшӑрта нумай хӑват кӑтартрӑм; эсир вара Мана манӑҫларӑр, тет Ҫӳлхуҫа.

12. Ты же так скажи им: так говорит Господь: 13. именно Я провел вас через море и по дну его проложил вам огражденную улицу, дал вам вождя Моисея и Аарона священника, 14. дал вам свет в столпе огненном, и многие чудеса сотворил среди вас; а вы Меня забыли, говорит Господь.

3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех